Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турӑ этеме пӗтерес темен, 60. анчах вӗсем хӑйсене Пултараканӑн ятне чыссӑра кӑларчӗҫ, хӑйсем валли малтанах пурӑнӑҫ Хатӗрлесе хуракана тав тума пӗлмерӗҫ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Пирӗн тата аттемӗрсен йӑлисем вилӗм патне илсе ҫитереҫҫӗ; 31. Эсӗ вара пирӗншӗн, ҫылӑхлӑскерсемшӗн, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Турӑ ятне илӗн.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӑл мана хуравласа ҫапла каларӗ: кусем — вилӗм тумтирне хывса хурса вилӗмсӗрлӗх тумӗ тӑхӑннисем, вӗсем Турӑ ятне ӗненсе тӑнӑ; халӗ вӗсене пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартаҫҫӗ, вӗсем ҫӗнтерӳ пальмине илеҫҫӗ, терӗ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫар ҫыннисен эшкерӗ пашнене йышӑнасшӑн картиш хапхи патнелле талпӑннӑ вӑхӑтра, хапхана чӗртсе ямашкӑн вут-ҫулӑм илсе пыма хушсассӑн, Разис вара, хӑйне пур енчен те ҫавӑрса илнине курса, хӑйне хӑй хӗҫпе чикнӗ, 42. вӑл йӗркесӗр ҫынсен аллине лексе хӑйӗн ырӑ ятне тивӗҫсӗр чыссӑрлатиччен чаплӑн вилес тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, патша пӗр ватӑ ҫынна, Афинӑ ҫыннине, иудейсене ашшӗсен саккунӗсене пӑрахма, Турӑ саккунӗпе пурӑнма чарӑнмашкӑн хистеме янӑ, 2. унӑн тата Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ирсӗрлемелле, ӑна Олимп Юпитерӗн ятне памалла пулнӑ, Гаризинри Турӑ Ҫуртне вара, ку вырӑнта ютран килнисем пурӑннине кура, ҫул ҫӳрекенсене йышӑнакан Юпитер ҫурчӗ темелле пулнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хуласене вӑл апат-ҫимӗҫ леҫсе тӑнӑ, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, унӑн мухтавлӑ ятне тӗнче хӗрринче те асӑннӑ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ионафан хӑйӗн пӗртӑванне, халӑх ушкӑнне ертсе пыраканскере, хӑйсен набатей тусӗсем патне янӑ: вӑл сыхлӑх ятне темӗн чухлех янтӑласа хунӑ япалисене вӗсем патне хуртарасшӑн пулнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсен тусӗсемпе, хӑйсене шанакансемпе вара вӗсем туслӑ тӑнӑ; ҫывӑхри патшалӑхсене те, аякрисене те хӑйсен аллине илнӗ, вӗсенӗн ятне илтнисем пурте вӗсенчен хӑраса тӑнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Ҫавӑн чухне Елеазар — Саваран ывӑлӗ — пӗр сӑланне патшанӑн тимӗр хӳтлӗхӗпе витнине, вӑл ыттисенчен патвартарах пулнине асӑрханӑ, ҫавӑнпа ҫав сӑлан ҫинче патша хӑй ларса пынӑн туйӑннӑ; 44. Елеазар вара Израиль халӑхне ҫӑлса хӑйӗн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварас шухӑшпа хӑй пурӑнӑҫне те хӗрхенсе тӑман: 45. ҫар варрине ҫав сӑлан патне пӗр хӑрамасӑр ыткӑннӑ, тӑшмансене хӗҫӗпе сылтӑмалла та, сулахаялла та каса-каса пынӑ, лешӗсем ӗнтӗ икӗ еннелле сирӗлсе анчах юлнӑ; 46. вӑл ҫак сӑлан патне чупса ҫитнӗ те, унӑн айне выртса, ӑна вӗлернӗ, сӑланӗ Елеазара ая туса ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, Елеазар ӗнтӗ ҫавӑнта вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем вара пӗтӗм Израиль умӗнче, вӗсен ятне илтнӗ халӑхсем умӗнче чапа тухнӑ, — 64. вӗсене мухтаса ырӑ сунма нумайӑшӗ ятарласа пухӑна-пухӑна пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫав ҫӗршывӑн купсисем вӗсенӗн ятне илтнӗ те, темӗн чухлӗ ылтӑнпа кӗмӗл тата тарҫисене илсе, тапӑра Израиль ывӑлӗсене чура тума сутӑн илес тесе пынӑ; вӗсем ҫумне Сирипе ытти ют халӑх ҫӗрӗн ҫарӗсем те хутшӑннӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл нумай патшана пӑшӑрхантарнӑ, Иакова вара хӑйӗн ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, унӑн ятне ӗмӗрех мухтаса асӑнӗҫ; 8. Иудея хулисем тӑрӑх ҫӳресе, унта йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ, Израиль ҫинчен Турӑ ҫиллине сирсе янӑ, 9. ячӗ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ, пӗтес патне ҫитнӗ ҫынсене хӑй патне пуҫтарнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Финеес, пирӗн аттемӗр, саккуншӑн питӗ тимлесе тӑрӑшнӑшӑн ӗмӗрлӗх священник ятне илнӗ.54. Финеес, отец наш, за то, что возревновал ревностью, получил завет вечного священства.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах Турӑран хӑракансем пӗрне-пӗри ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа тӑнлать те ҫакна илтет, Ун умӗнче Ҫӳлхуҫаран хӑракансем ҫинчен, Унӑн ятне хисеплекенсем ҫинчен астӑвӑм кӗнеки ҫырӑнать» теҫҫӗ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах сан хушшӑнта йӑваш халӑха, ахаль халӑха, хӑварӑп, вӗсем вара Ҫӳлхуҫа ятне шанса тӑрӗҫ.12. Но оставлю среди тебя народ смиренный и простой, и они будут уповать на имя Господне.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пурте Ҫӳлхуҫа ятне асӑнччӑр, Ӑна пӗр кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑччӑр тесе, ун чухне Эпӗ халӑхсене каллех таса чӗлхе-ҫӑвар парӑп.9. Тогда опять Я дам народам уста чистые, чтобы все призывали имя Господа и служили Ему единодушно.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ыйтаканни вара: «шӑп пул! Ҫӳлхуҫа ятне асӑнма юрамасть» тейӗ.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вара ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ; ӗнтӗ ҫӑлӑнӑҫ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Сион тӑвӗ ҫинче тата Иерусалимра пулӗ; ыттисемшӗн те, Ҫӳлхуҫа чӗнсе илнисемшӗн, ҫаплах пулӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.