Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паштет ҫисе пӑхмалла тата, — терӗ Калле Спадер сӗтел ҫинче мӗн юлнине пӗтӗмпех хӑйӗн турилкки ҫине куҫарчӗ.

— Надо попробовать паштет, — сказал Калле Спадер и положил себе всё, что оставалось на тарелке.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Командирша пӗтӗмпех хӑй патне пуҫтарса хучӗ.

Командирша всё взяла себе.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хулари ҫынсен айӑпӗ тата пысӑкрах пулсан, король вӗсене тата хытӑрах майсемпе лӑплантарать, вӑл вӗсем ҫине пысӑк чулсем пӑрахма хушать, ҫав чулсем вара хула ҫыннисен ҫурт-йӗрӗсене пӗтӗмпех ишсе антараҫҫӗ, хула ҫыннисем подвалсемпе нӳхрепсенче кӑна ҫӑлӑнса юлма пултараҫҫӗ.

Если, по мнению короля, горожане запятнали себя особыми преступлениями, он может усилить эту кару: по его приказанию на город сбрасывают огромные камни, от которых население может укрыться только в подвалах и погребах, так как жилища подвергаются полному разрушению.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йӗри-тавра пӗтӗмпех ҫатӑртатать, ялтӑртатать, ҫавӑнпа та ҫаврӑнса ҫӳрекен ялтӑркка ҫӑлтӑрсенчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӳҫне ӗнтсе ярасран вилсе кайса хӑрать.

А кругом всё трещало и сверкало, и бургомистр всё время опасался, что какая-нибудь яркая звёздочка, того и гляди, опалит ему волосы.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Стенасем пӗтӗмпех кисельпе вараланса пӗтнӗ.

А стены забрызганы киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Акӑ комета вӗҫсе килет те пирӗн ҫӗр пӗтӗмпех арканать.

— Вот прилетит комета, и наша Земля погибнет.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗ малтанхи тетраде пӗтӗмпех ҫырса тултарнӑччӗ ӗнтӗ, унта пӗр пушӑ вырӑн та юлманччӗ.

Мама Эмиля уже исписала вдоль и поперёк старую синюю, и так густо.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗтӗмпех шӑши тытмалли хатӗр айӑплӑ, ашшӗн ура пӳрнине вӑл ҫав тери хытӑ ыраттарнӑ та, лешӗ халь пушмак та тӑхӑнаймасть.

Эта проклятая мышеловка так стукнула папу по пальцу, что теперь он не может надеть на ногу башмак.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ана ку тӗлӗшпе мӗн кирлине пӗтӗмпех ӑнлантарса пама мана йывӑрах пулмарӗ.

В этом вопросе мне было не трудно полностью удовлетворить его любопытство.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Маншӑн тӑрӑшассине пӗтӗмпех Глюмдальклич ҫине хучӗҫ.

Но попечение обо мне было всецело возложено на Глюмдальклич.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малтанхи хут кайса ҫӳрени тата кунсерен сакӑршар сехет хушши камит выляса кӑтартни мана пӗтӗмпех халтан ячӗ.

Первое путешествие и непрерывное восьмичасовое представление довели меня до полного изнеможения.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тавралла пӗтӗмпех нимӗн ӳсентӑрансӑр чуллӑ пушхир саралса выртать.

Кругом расстилалась все та же бесплодная каменистая пустыня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах паян пӗтӗмпех урӑхла.

Но сегодня всё было по-другому.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хыҫалти ларкӑча пӗтӗмпех Эмиль йышӑннӑ.

А всё заднее сиденье занимал Эмиль с супницей вместо головы.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр уйӑхран пӗтӗмпех туса хатӗрлесе ҫитертӗмӗр.

По прошествии месяца все было готово.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак ответпа посол Лилипутие таврӑннӑ; Блефуску императорӗ мӗн пулни ҫинчен мана пӗтӗмпех каласа пачӗ.

С этим ответом посланный возвратился в Лилипутию, и монарх Блефуску сообщил мне все, что произошло.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Его величествӑн тупӑшӗсем пӗтӗмпех канцлер аллинче, — терӗ вӑл.

Доходы его величества, заявил он, всецело находятся в распоряжении самого канцлера.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тремексенсем е Ҫӳлӗ Кӗлесем пиртен йышлӑрах тесе шутлатпӑр, анчах патшалӑхра власть пӗтӗмпех пирӗн алӑра.

Мы считаем, что Тремексены, или Высокие Каблуки, превосходят нас числом, но власть в государстве всецело принадлежит нам.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа эпӗ кунта ҫав документа пӗтӗмпех те тӗрӗс куҫарса паратӑп.

Поэтому я приведу здесь полный и точный перевод означенного документа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлашкинчен, хал пӗтӗмпех пӗтсе килсе хумсемпе малалла кӗрешейми пулса ҫитсен, эпӗ ура айӗнче ҫӗр пуррине туйса илтӗм.

Наконец, когда я уже почти совсем выбился из сил и не мог больше бороться с волнами, я почувствовал под собою землю.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней