Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрса (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑраннӑскер пӗр хушӑ вырӑн ҫинче выртрӗ, кантӑк тӗлӗнчен такам хӑвӑрт утса иртнине илтсен тӑрса ларчӗ, чӳрече каррине уҫса пӑхрӗ, анчах никама та асӑрхамарӗ; таврара канлӗх, шӑп; ирхи сивӗ хӗвел аллейӑна кӗске пайӑркисене сапаласа ывӑтнӑ; паркӑн хаваслӑ ыйхине сывлӑмлӑ вӑрӑм мелкесем чӑпарлатаҫҫӗ, газонсем йӑсӑрланаҫҫӗ; шӑплӑх тӗлӗрӳллӗ те тӑнӑҫсӑр туйӑнать.

Проснувшийся некоторое время лежал в постели; услышав быстрые шаги под окном, он встал, откинул гардину и никого не заметил; все стихло, раннее холодное солнце падало в аллеи низким светом; длинные росистые тени пестрили веселый полусон парка; газоны дымились, тишина казалась дремотной и неспокойной.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Такамӑн кӑмӑлӗ ыйтнине пӑхӑннӑн вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ, хӑлхине ҫӗр ҫумне тытрӗ; унтан… виле ӳте хунӑ вӑрттӑн шӑтӑкран пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑвне, чӑшӑлтатӑва, сисӗни-сисӗнми хусканӑва тата аякран-аякран килекен сасса илтрӗ; ҫак сасӑ, ахӑртнех, тупӑк тӑвӑрлӑхӗнче ухмаха ернӗ ҫын ҫухӑрӑвӗпе янӑрать.

Она приподнялась, движимая как бы чужой волей, приникла ухом к земле, и там, из таинственной глубины праха, услышала темные звуки жизни, шорох и неясное трение, и глухой отзвук голоса, который, может быть, оглашал тесноту гроба воплем, близким к безумию.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ана халӗ хӑй кӑштах ҫирӗпленнӗн туйӑнать; тӑрса ларсан Нок пиншак аҫлӑкне туртса ҫурчӗ, хура пусма татӑкӗнчен пуҫне тӑхӑнмалли лӗнчӗр-лӗнчӗр япала, тӗрӗсрех, хупламалӑх ҫыхӑ васкавлӑн майлаштарчӗ, унӑн капашӗпе ӑнӑҫлӑхӗ пирки шухӑшлас килмерӗ.

Как показалось ему, — он окреп; встав, Нок вырвал у пиджака подкладку и наскоро устроил из кусков черной материи род головного убора — вернее, повязку, о форме и удачности которой ему не хотелось думать.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тӑрса юлнӑ ҫын валли чи хӑватлӑ салам мӗнле майпа хӑвармаллине пӗлеймесӗр Гелли икӗ аллине те ҫӗклерӗ, ал тупанӗсене малалла, Нок енне, хӑвӑрттӑн тӑсрӗ.

Не зная, какой более крепкий привет оставить покинутому, она подняла обе руки, быстро вытянув их, ладонями вперед, к Ноку.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ман шухӑшӑмпа — эпӗ чухлатӑп, — сиввӗн хуравларӗ Гелли ларнӑ ҫӗртен тӳрленсе тӑрса.

— Мне, кажется, да, знаю, — холодно ответила Гелли, вставая и выпрямляясь.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле — ҫине тӑрса, тимлӗн, васкавлӑн шырать, акӑ чиксе пӗтернӗ аллипе хуҫнӑ туратсене, шӑрпӑк пӗрчилле пӗчӗкҫӗскерсене, Нок умне хучӗ.

Порывисто, с напряжением и усердием, стоящим тяжелой работы, совала она Ноку наломанные ее исколотыми руками крошечные прутики, величиной в спичку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Пӑрахут халӗ кунтан аякка тӑрса юлчӗ.

— Пароход теперь остался отсюда далеко.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл юрасшӑн ҫапла тӑвать, — юлташӗ енне ҫурӑмпа тӑрса, унӑн сӑнне курас мар тесе.

Он намеренно делал это, стоя спиной к товарищу, чтобы не видеть его лица.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Сад ӑсти йывӑҫ ҫинчи мӗнпур симӗс туратсене каснӑ, улмуҫҫин пӗчӗк тункати ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӑна та пулин ҫӳлтен икке ҫурнӑ пулнӑ, сад ӑсти ҫав ҫурӑка лайӑх улмуҫҫирен каснӑ пӗчӗк турат кӗртсе лартнӑ; каснӑ вырӑна замазкӑ сӗрсе тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ, ҫумне пӗр пӗчӗк шалча лартса хӑварнӑ.

Срезал садовник всю зеленую верхушку деревца, оставил один пенек, да и тот еще расщепил сверху; в трещину воткнул садовник молодой побег от хорошей яблони; закрыл рану замазкой, обвязал тряпочкой, обставил новую прищепу колышками и ушел.

II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

— Такам килет, Ленур, — терӗ те юнга сиксе тӑрса пушӑ савӑт-сапана ярса тытрӗ.

— Кто-то идет, Ленур, — сказал мальчик, вскакивая и забирая пустую посуду.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Ленур, — терӗ боцман матрос ҫывӑхнех пырса тӑрса, — унта мӗн сиксе тухнӑ санпа — пӗлместӗп… халӗ вара карцера кайса ларатӑн, мӗншӗн тесен… эсӗ, тен, намӑсна ҫухатса суятӑн?

— Ленур, — сказал боцман, подходя к матросу вплотную, — что бы там ни было, а ты посидишь в карцере, потому что, может, ты бессовестно врешь.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Пӗтрӗмӗр эпӗр, Иван Тимьянччӑ, — тет Сисменов лаши умне пырса тӑрса.

Помоги переводом

II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

— Юлташсем, — тет Сикменов ура ҫине тӑрса, пӑсӑлнӑ громкоговоритель пек пулса ҫитнӗ сассипе.

— Товарищи, — сказал Сикменов, вставая, разбитым голосом, похожим на испорченный громкоговоритель.

I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.

— Гарвей, — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса, — эпӗ сире усӑ кӳретӗп.

— Гарвей, — сказал он, вставая, — я вам могу быть полезен.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Гарвей! — ҫывӑха пырса тӑрса пӑшӑлтатрӗ каччӑ.

— Гарвей! — шепнул юноша, подходя ближе.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тинех вӑранса ҫитнӗн — шлюпка унӑн урисен айӗнче тӳлеккӗн чӳхенет; Аян тӑрса пӗр кӗсменпе авӑсать.

Шлюпка, точно проснувшись, закачалась под его ногами; Аян греб стоя, одним веслом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян пӗшкӗнсе темиҫе хутлама ҫӗклерӗ, тӳрленсе тӑрса вӗсене хӗре парасшӑнччӗ, анчах Стелла аллине лекнӗ малтанхи ҫырӑвах васкавлӑн вулама пикенчӗ те ӗнтӗ.

Аян нагнулся, подхватил несколько листков и выпрямился, желая передать их девушке, но Стелла торопливо читала первое, что попалось под руку.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вара ӑна, — шутласа кӑларайми сасӑсем чунра хорпа тӑрса тухсан кунашкалли тӑтӑшах пулать, — самантӑн кӑткӑс ҫивӗчлӗхӗ, ӑнлантарма май ҫук вӑйлӑ туйӑм хӑпартлантарса ҫӗклентерчӗҫ.

И как это часто бывает, когда бесчисленные голоса хором встают в душе — сложная острота момента, сильная, необъяснимая радость охватила его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пурте тенӗ пекех чӗвен тӑрса, мӑйӗсене тӑсса итлеҫҫӗ:

Почти все стояли на носках, вытягивая вперед шеи.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тӑватӑ склянка ҫапнӑ тӗле пурте шканц ҫине тӑрса тухрӗҫ.

К пробитию четырех склянок все выстроились на шканцах.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней