Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах хӑйӗн ачисем ҫине пӑхса илчӗ те вӗсем тӑлӑха, хӑй салтак арӑмӗ пулса юласси ҫинчен шухӑшласа илчӗ; шухӑш май каскӑн чӗлхеллӗ столяр арӑмӗ ҫинчен манса питне аллисемпе хупласа вырӑн ҫине ларчӗ те, унӑн пуҫӗ ҫытар ҫине анса тӗртӗнчӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Столяр арӑмӗ паян ирпе Кулинепе пӗр куршак кӗлтӑрришӗн харкашса илнӗ.Столярова жена только нынче утром имела с Акулиной жаркую неприятность за горшок щелока.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Пӑхманни те аван: Поликейӑн пичӗ шуралса кайнӑ, янаххи чӗтренӗ, куҫӗсем ырӑ, кӑмӑллӑ, имшер, айӑплӑ ҫынсен пек телейсӗр, ӳкӗнӳллӗ, макӑрас пек сӑнлӑ пулнӑ; Вӑл ҫӳҫне туранӑ хыҫҫӑн тухма тытӑннӑччӗ, арӑмӗ ӑна чарса пиҫиххине юсаса илчӗ те ҫӗлӗк тӑхӑнтартрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ, анчах арӑмӗ табак илсе килнӗ хыҫҫӑн чӗлӗме авӑрласа чӗртсе ярса кравать ҫине ларсан, унӑн сӑнӗ ӗҫ кунне пӗтернӗ ҫыннӑн пек савӑнӑҫлӑн ҫуталса кайрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Тытӑннӑ хайхи улпут майри ӑна тӑна кӗртме, ӳпкеле-ӳпкеле турӑ ҫинчен те, ырӑ кӑмӑл ҫинчен те, пулас пурӑнӑҫ ҫинчен те, арӑмӗ ҫинчен те, ачи-пӑчисем ҫинчен те калаҫса, йӗрес патнех ҫитернӗ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Арӑмӗ каланине пӗтӗмпех тунӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Лешӗ, арӑмӗ вӗрентсе янӑ пек, урайне ӳксе мӗн пур чӗререн тӗппипех каласа панӑ.Он сразу упал в ноги и с чувством, трогательно, во всем признался, как его научила жена.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Тепӗр чухне ӳсӗр тавӑрӑнсан, арӑмӗ ӑна ятлама, хӗнеме те тытӑнатчӗ, вӑл пур — макӑрать.Бывало, начнет ругать его жена, даже бить, как он пьяный придет, а он плачет.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш хут лексен халӑх намӑслантарма тытӑннӑ, приказчик салтака тытса парассипе хӑратнӑ, улпут майри ятласа илнӗ, арӑмӗ макӑрма, хурланма тытӑннӑ; пурӑнӑҫ пӗтӗмпех улшӑнса кайнӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Поликейпе те ҫапла пулнӑ, Поликей авланнӑ пулнӑ, турӑ ӑна телей панӑ: унӑн арӑмӗ, — выльӑх пӑхаканӑн хӗрӗ, — ҫирӗп, тӑнлӑ, ӗҫчен хӗрарӑм пулнӑ; пӗринчен пӗри маттуртарах ачасем ҫуратса панӑ.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ҫавӑнпа та унӑн кӗтесӗ (пӳрчӗ) — арӑмӗ, ачи-пӑчипе ҫиччӗн пурӑннӑ пулсан та — чи япӑххи пулнӑ.И угол у него был самый плохой, даром что он был сам-сём с женой и детьми.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл урӑх ҫын пулса тӑни ҫинчен мана унӑн арӑмӗ каларӗ.
I // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Якуба противогаз сумккинчен пӗр тӗрке ҫыру туртса кӑларчӗ, эпӗ Якуба арӑмӗ ҫырнине палласа илтӗм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Полковник хӑй таҫта, Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, хуҫалӑхне вара арӑмӗ, шӑпах ҫак, тантӑшсене суйласа илнӗ шӑлавар тӑхӑннӑскер, аллине саламат тытса ҫӳрекен сарӑ питлӗ хӗрарӑм йӗркелесе пынӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ҫак чаплӑ вилтӑприсен илемлӗхӗ ирӗксӗрех, вӗсенче мӑнтарӑн салтака выртма та кансӗр пулӗ, амӑшӗ, хӑйне тӑрантакансӑр тӑрса юлнӑскер, тен выҫӑхса вилнӗ пулӗ, арӑмӗ, чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн та, унӑн тӑлӑха тӑрса юлнӑ ачисене тӑрантарас тесе, темле ҫулпа кайнӑ ӗнтӗ, тесе шухӑшлаттарать.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Хушӑран анчах сӑмала юхтаракан леҫник ҫуртне, «арӑмӗ патне» пӗр ҫыхӑ кӗпе-йӗм ҫӗклесе, «ачи» валли кучченеҫсем илсе пыркаласа кайнӑ.
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Вӑл, ҫичӗ ҫул вӗреннӗскер, звеньевой пулса ӗҫлет, колхозӗ вара Якуба умӗнче отчет парса, унӑн Терекӑн тӳремлӗх юхӑмӗнчи Гребенски ялӗнче пурӑнакан «салтак арӑмӗ» ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем туни ҫинчен тӗплӗн ҫырса пӗлтерсе тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Арӑмӗ ӑна кашни саспаллине ҫавӑрттарса таса почеркпа ҫырать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унтан вара вӑл тыткӑна лекнисемшӗн хута кӗни те пулнӑ, рабочисене увольнительнӑйсем панӑ, унӑн арӑмӗ красноармеец арӑмӗсене апат леҫнӗ, — ҫаксем пурте аса килчӗҫ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Ҫак сӑлтав хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ ачипе таҫта кайса ҫухалчӗ, кам пӗлет, таҫта пытарнӑ вӑл ӑна хӑй рудникри кантура пурӑнма куҫрӗ.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.