Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Иоанпа Петр ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Петр ӑна: пирӗн ҫине пӑх-ха, тенӗ.4. Петр с Иоанном, всмотревшись в него, сказали: взгляни на нас.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр: 39. пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эй пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ ҫирӗп пӗлсе тӑр: Ҫакӑ хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса хучӗ, тенӗ Петр.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15. эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16. ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17. «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18. ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19. Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав кунсенче Петр вӗренекенсем хушшине тӑрса каланӑ (пуҫтарӑннӑ ушкӑнра пӗр ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ): 16. эй тӑван ҫыннӑмсем!
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унта таврӑнсассӑн вӗсем — Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот, Иаковпа пӗртӑван Иуда — хӑйсем тӑтӑшах пуҫтарӑнакан ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавах та Петр тупӑклӑх патне чупса кайнӑ; пӗшкӗнсе шалалла пӑхсассӑн, вӑл унта выртакан пирсене ҫеҫ курнӑ; вара мӗн пулнинчен тӗлӗнсе каялла таврӑннӑ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Ҫавӑн чухне Иисус Петр ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ; Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине — «автан авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха — аса илнӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Петр ҫав ҫынна: эсӗ мӗн каланине пӗлместӗп, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр ҫав ҫынна та: ҫук-ҫке, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Петр хӗрарӑм тарҫӑна: эпӗ ӑна палламастӑп, тесе Иисусран туннӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр вут умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та: ку та Унпа пӗрлеччӗ, тенӗ.56. Одна служанка, увидев его сидящего у огня и всмотревшись в него, сказала: и этот был с Ним.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Картиш варрине вут чӗртсе пӗрле пуҫтарӑнса ларсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.55. Когда они развели огонь среди двора и сели вместе, сел и Петр между ними.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр хыҫалтан аякран пынӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм! эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене кайма та, вилме те хатӗр, тенӗ.33. Он отвечал Ему: Господи! с Тобою я готов и в темницу и на смерть идти.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Петр каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ.28. Петр же сказал: вот, мы оставили все и последовали за Тобою.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне Петр Ӑна каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа! ку ытарӑша пире калатӑн-и е пурне те-и? тенӗ.41. Тогда сказал Ему Петр: Господи! к нам ли притчу сию говоришь, или и ко всем?
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.