Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫын ыйтать пулсан, кирек кам та ҫапла та капла темелле, вӑл пур, пӑшаллӑ ҫынна курнӑ упа пек куҫ шуррисене ҫеҫ ҫавӑрса кӑтартать.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Санюка куҫ хывнисем сахал марччӗ ӗнтӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Ахальтен каланӑ-им хитрене хӗрӗх куҫ курать тесе?
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Епле куҫ курсах ҫак тырра тӑкса хӑварӑн?
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Икӗ куҫ харши хушшинче такам юриех паллӑ тунӑн кантӑр вӑрри пӗрчи пек тур палли ларать.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Каҫхине, мастерскойран таврӑнсан, кӗнеке тытса ларатӑп та тем ҫыракан Ганнӑна сӑнатӑп куҫ хурипе.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Улшӑнусем куҫ умӗнчех, кунтан халӗ тухас килмест.
Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli
Паттӑрсем ҫинчен каласан, паллах, чи малтанах эпир Совет Союзӗн Геройӗсене куҫ умне кӑларатпӑр.
Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc
Ветеранӑн асаилӗвӗсем куҫ умне чӗррӗн тухса тӑчӗҫ.
Паттӑрлӑх сехетӗнче // Ирина СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11838-pa ... ekhet-nche
— Куҫ ӳкрӗ пулӗ чиперскере…
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Тинех тупрӑм иккен сана, ятна та пӗлтӗм, Агнис! — терӗ вӑл шӑппӑн хӑй ӑшӗнче, сӑн ӳкерчӗкӗ ҫинчен куҫ илмесӗр.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Акӑ куҫ умӗнче пӗтӗм ял лӑпкӑн сывласа ларать.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Исаков ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Усси - куҫ умӗнчех: чылайӑшӗн чунӗнче вӑл е ку юмахӑн асамлӑ вӑйӗ тымар янӑ, хунавӗ вара папка хыҫҫӑн папка кӑларса хӗвел ӑшшинелле туртӑнма тытӑннӑ…
Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.
Каҫчен тепӗр куҫ та куракан пулчӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чӑнах та, тепӗр кун ирхине, эпӗ, ыйхӑран вӑрансан, анне кӑмака патнелле хуран ҫӗклесе пынине куртӑм: манӑн хӑрах куҫ пӑртак уҫӑлнӑ иккен.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анастасия Александровна ҫак кунсенче темиҫе хутчен килсе ларчӗ, анчах эп ун ҫине куҫ уҫса та пӑхаймарӑм.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шыҫӑ куҫ патнех ҫитрӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Коля куҫ хӳрипе кулса илчӗ:
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӗр тупӑкӗ чиркӳре вӗҫсе ҫӳрени, виле шӑтӑкран ҫӗкленсе кӑшкӑрни тата ытти хӑрушӑ темтепӗрсем куҫ умӗнче пекех туйӑнма пуҫларӗҫ.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.