Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пысӑк сăмах пирĕн базăра пур.
пысӑк (тĕпĕ: пысӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Шупашкара килсе электромеханика колледжӗнче пулнӑ май унӑн ӗҫ-хӗлне пысӑк паллӑпа хакларӗ.

Помоги переводом

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пӗчӗккисен пысӑк савӑнӑҫӗ.

У маленьких большая радость.

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ялти клубра чи тӑрӑшуллисемпе чи хастаррисем валли пысӑк кӗтес уйӑрнӑ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пысӑк чӗреллӗ хӗрарӑм 87 ҫула ҫитнӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Патшалӑх пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерниех - пысӑк савӑнӑҫ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Паян мӗн тунипе ҫырлахманни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Сегодня важно не останавливаться на достигнутых показателях.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне, ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗсене тытса тӑрассин тухӑҫлӑхне, инфратытӑма лайӑхлатас, управляющи организацисен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатас, картишсен территорийӗсене хӑтлӑх кӳрес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк.

Серьезное внимание уделяется повышению качества жилищно-коммунальных услуг, эффективности управления объектами жилищного фонда, улучшению инфраструктуры, усилению контроля за деятельностью управляющих организаций, благоустройству дворовых территорий.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Ӗҫлес кӑмӑлӑм ҫавӑнпа питӗ пысӑк.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Кӳлленчӗке кӗнӗ чух яланах асӑрхануллӑ пулмалла, — ӑс пачӗ мана ҫак кунсенче руль умӗнчи пысӑк стажлӑ водитель. — Шывра асфальт, чул е кирпӗч катӑкӗсем курӑнаҫҫӗ-тӗк — эпӗ хӑвӑртлӑха май пур таран чакаратӑп.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шыв-шура пула вара хайхи шӑтӑксене асӑрхама та ҫук — хӑвӑртлӑх пысӑк пулмасан та шар курасси часах.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫав вӑхӑталлах, сӑмахран, юсавҫӑсене «Ярмӑркка» пасар патӗнче те курнӑччӗ — унта та паян самай тарӑн та пысӑк шӑтӑксенчен пӑрӑнас тесе питӗ асӑрханса иртме тивет.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӗп урамсем те чылайӑшӗ колеяллӑ, шӑтӑк-ҫурӑклӑ, пӗчӗкреххисем, пысӑк пуҫлӑхсен машинисем час-часах иртсе ҫӳременнисем, пирки калама та кирлӗ мар.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Пысӑк температура – вируссемпе кӗрешекен организмӑн хӳтлӗх реакцийӗ.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Температура пысӑк чухне тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене ӗҫмелле.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял халӑхӗн канӑвне йӗркелес ӗҫре, культура шайне ӳстерес енӗпе хӑйсен пысӑк тӳпине хываҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Уяв программине хутшӑнакансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем (ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш енре наркоасӑрхав управленийӗ 2015 ҫула пӗтӗмлетнӗ май, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те акцие пысӑк витӗм кӳнине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ял халӑхӗ юн пусӑмӗ пысӑк пулсан та 4 сехетре тӑрса ӗне сӑвать, выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ачисене шкула ӑсатать тата ытти те.

Помоги переводом

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кунта ачасене тулли классемлӗ пысӑк шкулсене автобуссемпе турттарасси, профильлӗ вӗренӗве суйласа илни те кӗрет.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней