Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков хӑйне ӑнланмалларах тыткалать: корпуссене чупса ҫӳрет, хӗрсем ҫине ачашшӑн пӑха-пӑха илет, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, вите тӑррине хӑпарса, ҫырма еннелле, шыва кӗрекен хӗрарӑмсем ҫине пӑхать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Патша вӑл ҫырнисене вуласа пӑхать, чунӗпе вӑтанса каять те, мужиксене ирӗк пама, Япушкина Мускавра пӑхӑртан памятник лартма хушать, хӑйне ӑна тивмелле мар, чӗррӗнех Суздале ссылкӑна ямалла, тет, унта ӑна хӑйӗн мӗн чухлӗ ӗҫес килет, хысна шучӗпе ҫавӑн чухлӗ эрех ӗҫтерме хушать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Урампа иртсе пырать, Йӑл! кӑна кулса пӑхать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унпа юнашар шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗчӗк кӑна хӗр — Орлова ларать; вӑл хурарах куҫхаршисене ҫӗклесе, пурин ҫине те тинкерсе пӑхать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихон ӑна крыльца ҫинче кӗтсе илчӗ, ҫара пуҫ хӑй, куҫӗсене ҫутӑлтарса пӑхать; уйӑх ҫути ярах ҫутатнӑ картишне пӑхса ҫаврӑнса, вӑл хуллен кӑна: — Эпӗ халь кӑна Никита Ильича мӑйкӑчран вӗҫертсе ятӑм… — терӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл куҫӗсене мӑчлаттармасӑр ҫынсен пуҫӗсем урлӑ вырӑн ҫине, ашшӗ выртнӑ ҫӗре пӑхать.Он смотрит, не мигая, через головы людей на постель, там лежит отец.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр арӑмӗн шуралса кайнӑ, асаплӑ, палламалла мар улшӑннӑ пичӗ ҫине шиклӗн пӑхрӗ, арӑмӗн ывӑннӑ куҫӗсем кӑвакарнӑ тата путса аннӑ, вӑл ҫынсемпе япаласем ҫине тахҫанах маннӑ ӗҫсем ҫинчен аса илнӗ пек пӑхать; чӗлхине хуллен ҫеҫ хускаткаласа, вӑл ҫыртса пӗтернӗ тутисене ҫулла-ҫулла илет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Курпун нимӗн чӗнмесӗр чӳречерен пӑхать — нӳрлӗ сывлӑшра хыр турачӗсем сулкаланса тӑраҫҫӗ, симӗс йӗпписем ҫинчен ҫап-ҫутӑ ҫумӑр тумламӗсене ҫӗре ӳкереҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл Наталья ҫине пӑхнипе Наталья хӑй те ун ҫине пӑхать, ӑна шелленӗ пек, темле тӗлӗнмеллерех, ҫемҫен кулса илет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл, кӑтра ҫӳҫӗсене силлесе илсе, хулпуҫҫийӗсене тӳрлетет, кӑкӑрне каҫӑртнӑ та, куҫӗсене хӗссе лартса, тӑванӗсемпе инкӗш ҫине ҫилленсе пӑхать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов пичӗ тӑрӑх хура мӗлке шуса иртет, вӑл кула-кула хӑйӗн ҫӑра куҫхаршийӗсем айӗнчен хула ҫыннисем ҫине пӑхать.По лицу Артамонова проходит тень, он, усмехаясь, смотрит из-под густых бровей на горожан.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Артамонов, ҫӑра сӑра ӗҫнӗ май, йывӑҫсем витӗр Окан пӑтранчӑкрах сарлака шывӗ ҫине, унтан кӑшт сулахаярах, чӑрӑшсем хушшинчен, Окана шурлӑхран симӗс ҫӗлен пек авкаланса юхса тухакан Ватаракша ҫине пӑхать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Пӑхӑр-ха, Ульяна ҫине мӗнле пӑхать вӑл, эсрел, ой-ой!
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр ашшӗ ҫине тархасласа, ҫилленсе пӑхать, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑнса кайнӑ, Илья Артамонов, Баймаковӑн хӗрлӗ сӑн-пичӗ ҫине пӑхса: — Тӑхлачӑ, сим-пылпа шаклаттарар-ха! Пылӗ санӑн — хуҫи пекех тутлӑ! — тесе кӑшкӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ун ҫине Барский ывӑлӗ питӗ ҫилленсе пӑхать…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кичемрех сенкер куҫӗсене лӑпкӑн мӑчлаттарса, вӑл Артамоновӑн алӑк патӗнче чул пек хытса тӑракан ачисем ҫине пӑхрӗ, — вӗсем пурте тӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ: асли — ашшӗне пӑхнӑ, сарлака кӑкӑрлӑ, куҫхаршисем пӗрлешсех тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пӗчӗкҫӗ, упа куҫӗсем пек; Никитӑн куҫӗсем — хӗр куҫӗсем евӗр, пысӑк та кӑвак, хӑйӗн кӗпи пекех; Алексей — кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ те чипер каччӑ, ӳчӗ шурӑ, тӳррӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Батманов ҫав ҫутӑ хӗрӗн пичӗ ҫинче вылянине ӑшшӑн кулса пӑхать.Батманов с улыбкой наблюдал, как играл этот лучик на лице девушки.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов Грубские итленӗҫемӗн унӑн хирӗҫлевӗсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе танлаштарса пӑхать, унӑн чӗри те лӑпланса ҫуталать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Месерле выртнӑ Алексей хӑйӗн умӗнче тытнӑ хут листи ҫийӗн ҫӳлелле пӑхать, куҫӗсенче, хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ тутисенче Алексей пысӑк хуйха кайни палӑрать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.