Поиск
Шырав ĕçĕ:
Козельцов хӑравҫӑ пулман, правительство умӗнче те, полк командирӗ умӗнче те айӑплӑ пулман вӑл, нимӗн туса та айӑпа кӗмен вӑл, ҫапах та полк командирне, нумаях пулмасть хӑй юлташӗ пулнӑ полк командирне курсан унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ; ура ҫине пит мӑнаҫлӑн тӑрса итлерӗ вӑл каланине ку полковник.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ҫывӑрас килчӗ, таврара мӗн пуррине, пуринчен ытла хӑйне хӑй манас килсе кайрӗ.Ему захотелось заснуть и забыть все окружающее, а главное — самого себя.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пуҫ тӳпинче ун пысӑк кукша, уссийӗсем ҫӑра, вӗсене вӑл аялалла янӑ, ҫавӑнпа вӗсем унӑн тутине хупласа тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пысӑк ун, кӑмӑла килмелле хӑмӑр куҫсем.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн чӳречисенчен пӗри, хутпа саплани, ҫутӑлса тӑрать, вӑйсӑр ҫута, ҫурта ҫути тухса тӑрать унтан.В одном из окон, залепленном бумагой, светился слабый огонек свечки.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра — вилес умӗн, ҫавӑн пек туйӑннӑ ӑна, — хӑй пӗччен кӑна тӑрса юлнине туйса илни унӑн чӗрине ҫав тери йывӑр та сивӗ чул пек пусӑрӑнтарчӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Пӗччен, тӑр пӗччен! ҫынсемшӗн пулсан пурӗпӗр, пур-и, ҫук-и эпӗ тӗнчере», — чӑтма ҫук хӑраса ӳксе шухӑшласа илчӗ мӗскӗн ача, унӑн вара шӳт туса мар, чӑннипех те макӑрса ярас килчӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑй тӑр пӗччен иккенне тата ҫакӑн пек хӑрушлӑх умӗнче тӑнӑ чух хӑйне никам та шеллеменнине туйса илнӗрен унӑн ҫамрӑк та пит хӑвӑрт туйса илекен чунӗ пӑчӑртанса нӑйкӑшма тытӑнчӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Темӗн ҫинчен те шухӑшларӗ вӑл: ун куҫӗ умӗнчен чипер сестра, Марцов ури, унӑн чӑлха ӑшӗнче вылянакан пӳрнисем, теттӗм ҫӗр, бомбӑсем тата темӗн те пӗр тӗрлӗ вилӗм сӑнарӗсем вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗҫ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Володя унӑн пӳрнинче ылтӑн ҫӗрӗ пуррине асӑрхарӗ.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ну, мӗнле пек сире? — ыйтрӗ сестра, хӑйӗн ҫинҫешке те ачаш пӳрнисемпе унӑн кӑшт кукшарах пуҫне ҫӗклесе минтерне тӳрлетнӗ май.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗри, пӗр 50 ҫулсенелле ҫитнӗ хура куҫлӑ та хаяртарах сӑнарлӑ хӗрарӑмӗ, бинт тата корпи тытнӑ, вӑл хӑй хыҫӗнче пыракан ҫамрӑк фельдшера приказанисем парать; тепри питӗ чипер хӗр, пӗр 20-сенче пулӗ ӗнтӗ вӑл, пичӗ ачаш та шурчак ун, пусарах лартнӑ шурӑ чепчик айӗнчен унӑн сӑнӗ темӗнле уйрӑммӑнах ҫепӗҫҫӗн, хӑй тӗллӗн ним тума та пултарайман ҫын сӑнӗ евӗр курӑнать, аллисене вӑл кӗске саппун кӗсьисене чикнӗ, пуҫне пӗкнӗ, аслинчен юласран хӑраса пырать тейӗн ӑна.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь ҫине курни-илтнисем пӗрре те вӑл хӑй иртнӗ кунсенче, нумаях пулмасть курни-илтнисемпе ҫыхӑнса пымаҫҫӗ-мӗн: пысӑк та ҫутӑ паркетлӑ зал, экзамен залӗ, савӑнӑҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ сасӑсем, юлташӗсен кулли, ҫӗнӗ мундир, юратнӑ патша, ӑна ӗнтӗ вӑл ҫичӗ ҫул хушшинче ялан курма хӑнӑхнӑ, ку патша куҫҫуле юхтарса сывпуллашнӑ чух вӗсене, эсир ман ачамсем тенӗ, — ҫапла ҫав, халь ҫине курнисем унӑн халичченхи илемлӗ те савӑнӑҫлӑ, ҫав тери ырӑ ӗмӗчӗсем патне питӗ сахал ҫывхараҫҫӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шӑлнӗ вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине ним чухлӗ те ӑнланаймарӗ, анчах уншӑн пулсан пиччӗшӗ хӑй мӗн шухӑшланине каламан пек, ку офицерпе вӑл ахальрен ҫеҫ, унӑн сӑрине ӗҫнӗрен ҫеҫ ҫапла калаҫнӑн туйӑнчӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унпа пӗрле унӑн ҫывӑх тусӗ комиссионер пурӑннӑ, вӑл та, хӑй офицер пекех, темӗнле операцисем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫленӗ.С ним вместе жил его большой приятель — комиссионер, занимающийся тоже какими-то операциями.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах та ку офицер ҫинчен тата вӑл мӗн-мӗн калаҫни ҫинчен каласа париччен, унӑн балаганӗнче мӗн пуррине тинкеререх пӑхса тухса кӑшт та пулин вӑл мӗнле тата мӗн ӗҫлесе пурӑннине пӗлмелле.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн палатки ешӗл ҫулҫӑллӑ юман тураттисенчен авса тунӑ самаях пысӑк балаганпа пӗтӗҫсе тӑнӑ, балаганне халь ҫинерех тунӑран ӗнтӗ, юман тураттисем лайӑххӑн типсе ҫитме те ӗлкӗреймен.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Володя» тени шӑлнӗн кӑмӑлне ҫемҫетрӗ: унӑн пиччӗшӗпе калаҫса пӑхас килчӗ, пиччӗшӗ хӑй Володяна кӳрентерни ҫинчен шухӑшламан та.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мӗнпур укҫи ман ҫакӑ, теекен Козельцов тӗп-тӗрӗссинех каламан-мӗн: унӑн тата тепӗр 4 ылтӑн пулнӑ, пӗр-пӗр чух кирлӗ пулӗҫ-ха тесе, вӑл вӗсене ҫан ӑшне ҫӗлесе хунӑ, анчах та вӑл хӑйне хӑй ку ылтӑнсене темӗнле пулсан та тивместӗп тесе сӑмах панӑ пулнӑ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ачаш та шурӑ ӳтлӗ питӗнче улшӑнми хӗрлӗ тӗс тӑмасть ун, чун-чӗрен кашни хускалӑвне палӑртса, ҫиҫсе илсе хӗрелеҫҫӗ унӑн питҫӑмартийӗсем.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шурӑ та ачаш ӳтлӗ ӗнси ҫинче унӑн пӗчӗкҫӗ сарӑ ҫивӗт пур — телей палли, теҫҫӗ ӑна нянюшкӑсем.На белом нежном затылке у него была русая косичка — признак счастия, как говорят нянюшки.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.