Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялан мӗн те пулин туртса кӑларать, итлес те килмест! — пӑлханса илчӗҫ ачасем.Всегда ты такое придумаешь, что слушать противно! — возмутились ребята.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Игорь Малинина, хивре, пуҫтах, ялан сӗкме пӑхакан, анчах ҫав вӑхӑтрах чӑн-чӑн ҫепӗҫлӗхпе тус пулма хатӗр тӑракан характершӑн Козерог (Качака мӑйраки) тетпӗр.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир унта ялан юланутпа ҫӳренӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл мана та гимнастика тутарасшӑнччӗ, анчах эпӗ пуҫларӑм та пӑрахрӑм, вӑл вара кунне икӗ хут — ирпе те каҫпа — ялан туса пырать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытти ӗҫсем те, паллах ӗнтӗ хӑш таран та пулин темле майпа сан ятупа ҫыхӑнать, вӗҫнӗ чухне вара мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлатӑн-и е юрласа яран та каллех шухӑшлатӑн — ялан сан ҫинчен…»
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗлӗкрех вӑл ялан ӗҫлӗ ҫынччӗ, халь акӑ эпӗ килтен тухмассерен вӑл урамра тӑнине куратӑп та, ӑҫтан кӑна вӑхӑт ҫитернине, ниҫтан тавҫӑрса илейместӗп.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хам пурнӑҫра ялан пӳлсе пынӑ чарусӑр элеке шанчӗ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чеховӑн пӗр калав пур, унта темӗнле хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача хӑйне хӑй ялан «Монтигомо Хурчка Чӗрне» тесе калать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ялан пӗрер сӑмах калатӑн, «ҫук», «ҫапла» тетӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ пур сӗтел ҫине пуҫа шакка-шакка, ялан пӗр сӑмах: — Александр Дмитриевич!.. Александр Дмитриевич!.. — тесе татӑлса йӗретӗп.А я бьюсь головой об оконный столик и повторяю: — Александр Дмитриевич!.. Александр Дмитриевич!
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«…Расщепей. Унӑн картинисем совет тата тӗнчери кинематографин чи лайӑх произведенийӗсем хушшинче ялан хисеплӗ вырӑн йышӑнса тӑнӑ».
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл чирлӗ, ун хыҫҫӑн ялан пӑху кирлӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Пӗлетӗп эп, эсир ялан сикчӗллӗн тытма пӑхатӑр, мотор йӑлине пӗлес пулать, кун пек ӑна хавшатма та часах.— Я знаю, вы это норовите всегда рывком, а к мотору подход знать нужно, этак его и запороть недолго.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Атте сасартӑк шалтӑрах кайрӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ — хӑйӗн суккӑрлӑхӗ ҫинчен ҫакӑн пек хытӑ астутарсан, вӑл ялан ҫавнашкал.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Павлуша пӗлтерчӗ мана, эсир ялан кунта-мӗн.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ялан пӗр шухӑш ҫӗмӗрет мана.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫамрӑк та ыррӑн туйӑнса кайрӗ мана ҫак ялан мӑнкӑмӑллӑ пек курӑнакан Ирина Михайловна, вара эп унпа ҫӑмӑллӑн калаҫа пуҫларӑм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сирӗн пултарулӑхӑрпа ялан «отлично» вӗренсе пыма та йывӑр мар…А при ваших способностях ничего не стоит идти все время с отличными оценками…
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Чимӗр-ха, чимӗр, — илтӗнчӗ Расщепей сасси, — мӗн эсир, ялан мана та мана!— Да позвольте же, — услышала я голос Расщепея, — что же вы всё меня да меня.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Суятӑн эс, ялан суян!
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950