Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Дика халь вӗлерни — ӑна ҫирӗм тӑватӑ сехет хушши асаплантарассинчен хӑтарни», — тавҫӑрса илчӗ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Килоло», урӑхла каласан, район пуҫлӑхӗсем, ҫак вырӑна ашшӗ хыҫҫӑн йышӑннисем е тӑватӑ ҫула суйланисем, хӗрлӗ жилетпа зебра тирӗнчен ҫӗленӗ калпак тӑхӑнса ҫӳренӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле аслӑ урам вӗҫӗнче параппан ҫапни, цимбала, Африкӑри тата ытти музыка инструменчӗсем янӑрани илтӗнсе кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах, хуть мӗнле пулсан та, тӑватӑ туса пӗр-пӗринчен уйӑрмарӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак тӑватӑ негршӑн Уджиджирен килнӗ чылай чура сутуҫисем тавлашрӗҫ.За эту партию из четырех негров спорили многие работорговцы из Уджиджи.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫа пулмасан, африка пасарӗнче укҫа вырӑнне «писэ» ятлӑ тӑватӑ сантима пӗлтерекен занзибар укҫи тата «виунга» ятлӑ хӗвелтухӑҫ ҫыранра тӗл пулакан уйрӑм тӗслӗ рак хуранӗ ҫӳрет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пуҫне темле илемлетнӗ ҫын та пур: кӑпӑшка минтер пек туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ кӑтра ҫӳҫсем е тӗвӗлесе ҫыхнӑ ҫивӗтсем; кӑмпа хурӑмлӑ е ҫамка ҫинелле ҫатма аври пек анакан, хӗрлӗ тӗкпе илемлетнисем; кукӑр мӑйрака пек ҫивӗтленӗ, хӗрлӗ тӑмпа якатнӑ, ҫу сӗрнӗ кӑтра ҫӳҫсем.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Жозе-Антониу Алвиш чурисене шутламасан та, ку лаптӑкра тӑватӑ е пилӗк пин ҫын кӗпӗрленнӗ.Четыре или пять тысяч человек толпились на площади, если не считать рабов Жозе-Антониу Алвиша.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫавӑнтах тӑватӑ американеца Алвиш патне илсе пычӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫак пур хурахсем те пӗр-пӗрне тӑватӑ уйӑх курмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн тӗл пулнипе пит савӑннӑ иккен.Все эти бандиты обрадовались встрече с приятелями после четырехмесячной разлуки.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Унӑн халь пурӗ те тӑватӑ пин салтак кӑна пулнӑ, ку таранччен вара португал чура сутуҫисем унта вӗсене ҫирӗм пин таран шутланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр ир тӗлне ҫирӗм тӑватӑ сехет шывра утнӑ хыҫҫӑн шыв илнӗ айлӑмран тухрӑмӑр.На следующее утро вышли из затопленной равнины после двадцати четырех часов, проведенных в воде.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Термитсем, — терӗ вӑл, — тӑватӑ пай ураллӑ, вӑйлӑ шӑмӑ янахлӑ пысӑк кӑткӑсем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Иртнӗ ӗмӗрти Голланди ҫулҫӳревҫи Сметман ҫакӑн пек шӗвӗр тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑви ҫине тӑватӑ юлташӗпе хӑпарса тӑма пултарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑватӑ кун иртсен, хуртсем каллех вилнӗ пек пулчӗҫ те каллех кивӗ тирӗсене пӑраха пуҫларӗҫ.Через 4 дня они опять заснули и опять стали вылезать из шкур.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тепӗр тӑватӑ уйӑхран ӗнтӗ, кӗр мӑнтӑрӗпе, ту-ту-ту вара, ҫара!..Ничего, через четыре месяца осенью призовут, куда денутся, и тогда ту-ту-ту, в армию…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ял тӗлӗнсе тӑмалла тӑватӑ кун тӑрӑс-тӑрӑс сикӗпӗр.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр ҫул, икӗ ҫул, виҫӗ ҫул, тӑватӑ ҫул кӑна та мар, Хвеччис килсе кӗнӗренпех, Турчӑка Кулишӗн ҫак кил, тӑван килӗ, ачаран савса, хӑнӑхса, ӳснӗ килӗ — ҫӑра.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кашни ирех Мария Александровна тӑватӑ пӗчӗк ҫыхӑ илет те, конка ҫине ларса, Киевӑн тепӗр вӗҫне, Лукьянов тӗрмине, каять.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Фридка тӑватӑ ура ҫине тӑрать, сӑмсине малалла тӑсать.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.