Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳхе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳхе (тĕпĕ: ҫӳхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яриле сӗтел ҫине пуллине вӗтӗ татӑксем туса вакласа хучӗ, ҫӑкӑр сӑмсине ҫӳхе чӗлӗсем туса касрӗ.

Яриле раскрошил сушеную рыбу на мелкие кусочки, тонкими ломтиками нарезал зачерствевшую горбушку.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхине хӑйӗн хытӑ вырӑнӗ ҫине выртса ҫӳхе утиялпа пӗркенсен патша тепӗр хут чӑвашсем ҫинчен аса илет.

Вечером, лежа на своем жестком ложе и укрывшись тонким одеялом, царь снова вспомнил о чувашах.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нарспин ҫӳхе тутисем Кулаҫҫӗ-ҫке таҫтанах, Ҫӳллӗ валак пуҫӗнче Сетнер тӑрать ҫутӑлсах.

Помоги переводом

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Куҫӗсемпе пӑхнӑ чух Каччӑн чӗри ҫӗкленет, Ҫӳхе тути кулнӑ чух Каччӑн чунӗ ҫемҫелет.

Помоги переводом

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӗр-пӗр ырӑ ӗҫе курсанах вара пӗчӗк ача евӗр хӗпӗртесе ӳкет, ун ҫилли ҫӳхе хут ҫурнӑ пекех час сӳнсе ларать.

Помоги переводом

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫине витме ҫӳхе пир ҫеҫ тупас пулать.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра тӗпелти пӳлӗмрен паҫӑрах ҫывӑрма выртнӑ Укахви сиксе тухрӗ те, ҫине ҫӳхе пиншак уртса ярса, сӗтел патне пӗр сӑмахсӑр пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӳхе тутисем кулнӑ чухне вӗсем хушшинчен алмаз пек йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ шалсем пӗр тикӗс курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вырнаҫса ларатчӗ те ҫӳхе ача-пӑча кӗнекисене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуласа тухатчӗ, кирлӗ шухӑшсене ун чухнех тетрадь ҫине ҫырса илме пӗлетчӗ.

Помоги переводом

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Вӑл ҫӑм тутӑрӗ айӗнчи ҫӳхе явлӑкне туртса антарчӗ те унпа Северьян пуҫне ҫыхса ячӗ.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хальхи пек ӑшӑ тумтир пулман: ҫӑпата, сайра хутра ҫӑм атӑ, фуфайка, ҫӳхе кӗпе, улача тутӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Вара Аспар аслашшӗ, пӑр ҫӳхе шӑнса тӑнӑ вырӑна илсе кӗрсен, пӑр ҫӗмӗрӗлсе нукерсем лашисемпех Атӑла путрӗҫ…

Помоги переводом

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хупӑлчисем те ҫӗвӗленмен — ҫӳхе те таса.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӳре сӑмсаллӑ та ҫӳхе туталлӑскер каялла ҫаврӑнса ун ҫине юратуллӑн, шанӑҫ кӳрсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паллаштарнӑ хӗрарӑмсенчен пӗри, шӑтӑклаллӑ ҫӳхе тутӑр уртса янӑскер, ытла кӑмӑла кайрӗ Эльгеева.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Купӑсӗ, ҫӳхе хӑмасене ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарса тунӑскер, питех те ҫӑмӑл иккен, хӑй вара, кӗленче савӑт пек, тӗкӗннӗ-тӗкӗнмен илемлӗн янраса тӑрать.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Павлуш скрипкӑн ҫӳлти декипе ҫӳхе тутӑрпа авраса выляма тытӑнчӗ, сасси сӑпса нӑйлатнӑ пек ҫеҫ юлчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗр тикӗс куҫ харшийӗсем, пӗр кӑлтӑксӑр пит-куҫӗ, тӳр сӑмса, ҫӳхе тута — дворян йӑхӗнчен пулни уҫҫӑн палӑрать.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ялтӑркка шурӑм-пуҫ ҫӑлтӑрӗ кӑшт курӑнать те каллех пытанать: пӗркенчӗк пек ҫӳхе пӗлӗтсем айӗнчен вӑтанса кӑна пӑхкалать тепӗр чух.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соньӑна бальнӑй кӗпе питӗ килӗшет: шурӑ ҫӳхе пиртен тунӑскер пирӗшти тумӗ пек туйӑннӑ, арки вӗҫӗ чӗркуҫҫирен пӗр шит кӑна аяларах, ҫавӑнпа ҫавра ура тунисем арҫын куҫӗнчен кайман.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней