Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи ҫиччӗ ҫурӑ ҫитессе кӗтнӗ май Давенант кӑмӑл-туйӑмпа та, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те самаях ӗшенчӗ.Дожидаясь половины восьмого вечера, Давенант переживал утомительное физическое напряжение.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Сехет ҫурӑ пек пулать-тӗр, — васкаса хуравларӑм эпӗ, ӗҫ мӗнле вӗҫленнине пӗлес килет манӑн, ҫак ӗҫре Готлибмухен хӑйне мӗнле тытни мана питех те килӗшет.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Вӑл мана пӗтӗм кӑмӑлтан ӑнланчӗ, ҫулталӑк ҫурӑ пек иртсен медицина колледжне вӗренме кӗмешкӗн экзамен тытма пулӑшрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.
Палаткине сӳтсе Мард пурлӑхне пӗр миля ҫурӑ аяккарах куҫарчӗ; кунта, хӑйӑрлӑ сӗвек ҫыран хӗрринче, Робинзон йышши дачӑҫӑ пек пурӑнма пикенчӗ.
Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.
Анчах Бетси пӗр уйӑх ҫурӑ каялла хӑйсен тӗлӗнче ешчӗклӗ, хуҫланакан пуканлӑ темӗнле ҫынна курнине аса илчӗ.Но Бетси вспомнила человека, который месяца полтора назад шел с ящиком и складным стулом.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Ҫак ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче, — вӑл сехет ҫурӑ тӑсӑлчӗ, — Элда чӗнмерӗпе пӗрех; ӑна Готорн палӑртнӑ чикӗ тулашӗнче нимӗн те кӑсӑклантармасть, мӗн тумаллине пурнӑҫласси те техника тӗлӗшӗнчен иккӗлентермест.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫулталӑк ҫурӑ иртрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Тӗрӗссипе вара пӗр миля ҫурӑ чухлӗ сулахаялла утмаллаччӗ, унтан тин хӑпарма пуҫламаллаччӗ.когда надо было идти мили полторы влево, а затем начать восхождение.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Каҫ тӗлне миля ҫурӑ ҫарана пӗтӗм ҫӗрте клумба илемлетме пуҫларӗ, унта ҫут ҫанталӑкри ахаль чечексем ӳсме пикенчӗҫ.К вечеру полторы мили лугов были покрыты клумбами, на которых росли естественные дикие цветы!
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
«Атлант» тӑван портне таврӑниччен тепӗр чухне иккӗрен пуҫласа сакӑр уйӑх иртет, таврӑнсан, ҫанталӑкпа тиеве пула, уйӑх ҫурӑ, тепӗр чух ытларах тӑрать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Иван Тимьянччӑ хучӗсене икӗ аллипе тытса сӗтел хушшине тӑчӗ те, иртнӗ ҫулсенче тиечук пулса служить тунӑ сассипе, сӑмахӗсене аршӑн ҫурӑ тӑсса, «доклад» тума тытӑнчӗ:
I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Вӗсем, ав, «Трактор» кооперативпа Хуралам почтинчен икӗ пин ҫурӑ ытла ҫаратса кайнӑ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, чи пуҫне мар, аршӑн ҫурӑ хӑварса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Малтанах старик мӑйракасенчен вӑрӑм чӗлсем чӗлсе тухнӑ; вӗсенчен чи пысӑккисем икӗ сантиметр ҫурӑ сарлакӑш те пӗр сантиметр хулӑнӑш пулнӑ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Талӑк ҫурӑ ҫывӑртӑр вӗт.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Унтан хӑй кӗсьери пин ҫурӑ укҫипе киле мӗнле вӗҫтернине аса илчӗ те ӑшӗнче хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхларӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
— Эп виҫӗ уйӑхра та пин ҫурӑ ҫеҫ илтӗм.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Саша кӗсйинче вара пин ҫурӑ!
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Пин ҫурӑ ӗҫлесе илнӗ вӑл виҫӗ уйӑхра!
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Икӗ сехет ҫурӑ кӗтрӗ ирхине Виктор врачсем хӗрӗн палатинчен тухасса.Утром Виктор два с половиной часа прождал, пока врачи выйдут из палаты дочери.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.