Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак каччӑ пӗр минут каялла, ыттисемпе пӗр евӗрлех курӑнса тӑраканскер, хӑй яланах мӗн ҫинчен шухӑшланине, ҫак ҫул хӗрринчи пӳртре пухӑннӑ ҫар халӑхӗ калама пултарайман тата ун ҫинчен калаҫма та юратман шухӑшсене каларӗ пулас.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
— Сержант, орденусене мӗншӗн пачӗҫ? — ыйтрӗ калаҫма юратман юлташсене Миша.— Ордена-то за что, сержант, получали? — спросил Миша, не любивший молчаливых спутников.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Вӑл ушкӑна юратман, чӗмсӗр ҫын пулнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Клава каять-и вара юратман ҫынна?
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Ӗмӗр тӑршшӗпе элекҫӗсене юратман.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ҫав Валентина Петровна мана хама тӑтӑшах ҫапла калать: «Эсӗ, Михаил, тинӗс фанатикӗ пулман пулсан, эпӗ сана ниепле те юратман пулӑттӑм», тет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сӑмахпа вӗрентмен, сӑмахсене юратман вӑл.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Ҫынпа хутшӑнма юратман тата килӗштерме пултарайман Сагайдӑна кама та пулин юратса пӑрахма йывӑр, анчах кам унӑн хаяр юратӑвне тивӗҫ пулать, ҫав юрату ӗмӗрлӗхе пырать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Анчах хӗр йӑпатнине юратман ҫынсенчен пӗри пулас.
VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шӳт тума юратман Капа чупнӑ май усӑк тутине силлесе питшӑлли йӑтса килчӗ те пуҫсем урлах Валерие ывӑтса пачӗ.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӗсен хушшинче пӗртен-пӗр хӗрача кӑна, мӑнтӑркка та шуранкаскер; аялти юнсӑр тути унӑн хулӑн та усӑнсах аннӑ, хӑйӗн сӑн-пичӗ пӗрре те шӳт тума юратман пек курӑнать.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Юратман пулсан килмелле те марччӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Нимӗнле ҫепӗҫлӗхе те юратман Казаковшӑн та ҫак сӑмахсем халӗ кӑмӑллӑ та ӗненмелле янӑрарӗҫ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку кӳршӗ ҫыннине Тарас юратман.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
«Мӗн тума кӑна илтӗм-ха? Ҫав ухмах арӑм пирки!» — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч юратман арӑмне астуса; тепӗр еннелле ҫавӑрӑннӑ та каллех хӑйӗн ӗлӗкхи вырӑннех выртнӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мухортый та ҫав ҫиле юратман, вӑл хӑлхисене лапчӑтса пуҫне силленӗ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Тепӗр енчен, сире юратман пирки, вӑл хӑрушлӑха ытлашши ӳстерсе кӑтартать пек туйӑнать мана.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ку вӑл эсир пурнӑҫӑн салху енне ҫеҫ курнӑ пирки тата шоколад юратман пирки ҫавӑн пек.Это потому, что вы принимаете жизнь всерьез и не любите шоколада.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл кирлӗ-кирлӗ мар япаласене усрама юратман, анчах ҫапах та хӑш-пӗрисене асӑнмалӑх хӑварнӑ.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл Пӑвана юратнӑ, анчах унӑн пӗр енне — хаярлӑхне юратман.
IX // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.