Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лось сехӗрленсе илчӗ: Аэлита мӗн таран ытарайми чипер, шывран, Аэлитӑн капюшонлӑ плащӗнчен, аллисемпе питӗнчен, сывлавӗнчен, кӗпинчен хӑрушӑ, йӳҫекрех-пылак шӑршӑ киле-киле ҫапать.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кунта та — тӳлеклӗх, мӑнаҫлӑхпа ылтӑнлӑхра иртекен кунӑн ытарайми салхулӑхӗ.Здесь тоже был покой, чудесная печаль уходящего в мире и золоте дня.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӑхса ытарайми.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Акӑ вӑл хӑнӑхнӑ, ытарайми тӑван ял (халь ӗнтӗ, кунта пурӑнма тытӑннӑранпа, упӑшкин ҫӗршывӗ те уншӑн тӑванран та тӑван.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Манӑн ытарайми Бальзак пек хумхантаракан та савӑнтаракан кӗнекесене вулас килетчӗ.Мне хотелось книг, которые волновали бы и радовали, как чудесный Бальзак.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Джурдже ун хыҫӗнче тӑнӑ май, тӗлӗнсе кайса, хӗрлӗ йӑрӑмпа касӑлнӑ ытарайми шурӑ пит ҫине тинкерсе тӑчӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Марыся, — ачашшӑн каларӗ Ӑмӑрткайӑк, — ытарайми Марысьӑм!— Марыся, — мягко проговорил Орлик, — Марыся, моя ненаглядная!
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ак сире хӑвӑрӑн ытарайми хаклӑ вунӑ пусар!
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Кӑнтӑр ҫутҫанталӑкӗн ытарайми илемӗ старике тӗлӗнтермест, анчах Сергей кунта пӗрремӗш хут кӑна-ха, ҫавӑнпа уншӑн кунта савӑнмалли питӗ нумай.
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Икӗ тӗрлӗ паттӑрлӑх, анчах иккӗшӗ те ытарайми аван; пӗри ҫапӑҫӑва пуҫланӑ, пирвайхи юна юхтарнӑ, вӑйлӑрах тӑшманпа кӗрешсе вӑйсӑрланнӑ вӑхӑтра тепри ҫав ҫапӑҫӑва малалла илсе пынӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн пӗтӗм сӑн-питне: вылякан хура куҫӗсене те, хӗрлӗрех каҫӑр сӑмсине те, тулли питҫӑмартисене те, ытарайми шӑллӑ пысӑк ҫӑварне те ӗмӗр-ӗмӗр кулма тунӑ тейӗн.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑнасемпе калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл маншӑн ытарайми лайӑх пахалӑхне — лӑпкӑн шухӑшласа калаҫас пултарулӑхне тата вашаватлӑхне ҫухатать.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем ытарайми илемлӗ, сасси янӑравлӑ та ырӑ, ытла ҫаврака кӗлеткин йӗрӗсем те ман яшлӑхӑн ун чухнехи тапхӑрӗнче самаях хитре пек туйӑнчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-пӗр ытарайми чипер Марье мана, шӑлсӑр старике, Мазепӑна юратнӑ пек юратса пӑрахасси, манӑн катӑк ӑслӑ ывӑлӑм пӗр-пӗр пулма пултармасла ӑнӑҫӑва пула сасартӑк министра тухасси, е кӗтмен ҫӗртен манӑн темиҫе миллион укҫа пуласси ҫинчен ӗмӗтленетӗп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам савса юратакан Дмитри тусӑмпа — тепӗр чухне эпӗ ӑна, хам кӑна илтмелле, ытарайми Митя тетӗп — калаҫнӑ чухне ырӑ ӗҫсем тума шухӑшланисем ман туйӑма мар, ӑсӑма кӑна килӗшрӗҫ-ха.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк чухне чунӑн мӗнпур вӑйӗсем малашлӑхалла туртӑнаҫҫӗ; иртнӗ кунсем тӑрӑх тӗшмӗртнӗрен мар, ҫитес кунсем телейлӗ пуласса шӑннӑран, ҫак малашлӑх куҫ умне темиҫе тӗрлӗ, уҫӑмлӑ тата ытарайми лайӑх ӗлкесем пулса тухса тӑрать те, пулас телей ҫинчен пӗр-пӗрне ӑнланмалла тата килӗшмелле ӗмӗтленнисем ман ҫула ҫитнӗ ҫамрӑка чӑн-чӑн телей пекех курӑнаҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн ирӗксӗрех куҫу тапхӑрӗн пушхирне хӑвӑртрах чупса тухас та ҫак тапхӑрӑн вӗҫне туслӑхӑн чӑннипех те ҫепӗҫ, ырӑ туйӑмлӑ шевлипе каллех ҫап-ҫутӑ ҫутатакан телейлӗ вӑхӑт патне, ытарайми илемпе, поэзипе тулса тӑракан ҫӗнӗ тапхӑра — яш ӗмӗре ҫитес килет.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вунтӑваттӑ тултарнӑ тӗле Маша ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗччӗ; вӑл питӗ чиперччӗ; анчах эпӗ ун ҫинчен ҫырса кӑтартма хӑратӑп, мӗншӗн тесен ман ӑс-хакӑлӑм хам хӗрӳллӗн юратнӑ чухне пуҫра тӑрса юлнӑ ытарайми илӗртӳллӗ, ултавлӑ сӑна тепӗр хут куҫ умне кӑларса тӑратма пултарать.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.