Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшлама-тишкерме мехел ҫитерейменскер — телейне халь-халь тӑпӑлтарса илесле, хӑйне таҫта инҫете, терт-асапӑн хатарлӑ сӗмлӗхне ывӑтса ярасла туйӑмпа хӗрӳленсе Нок ҫаврӑнчӗ те каялла чупса кайнӑ ҫынсем ҫинелле револьверта пӗр патрон юлмиччен печӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кимӗ чӗриклете-чӗриклете, чӗтре-чӗтре чӑмать, тепӗр чух темӗн шухӑшланӑн хум хысакӗ ҫинче тытӑнса тӑрать те — Аяна ҫӗклесе ывӑтса каллех аялалла шӑмпӑртатса анать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хирӗҫле ушкӑн хӑйне ятлавлӑ сӑмахсемпе «ывӑтса хӗненӗ» самантсенче вӑл чӗтрене-чӗтрене кулать, пур еннелле те хӑвӑрттӑн ҫаврӑнкалать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сасартӑк юхан шыв ҫак яхтӑна ывӑтса хӑварчӗ, унтан эсӗ килсе тухрӑн.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Ҫӗмрен кантрине туртса эсӗ ӑна тивертме тӑрӑш, эпир хамӑр тытнӑ кайӑксенчен пӗрне ун патне ывӑтса ӑна хӑратам.— Натяни тетиву и попытайся это сделать, а я брошу в ту сторону одну из убитых птиц и спугну его.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Малтан Синопа тӗмӗсем ҫине е вӗсем ҫине ҫакнӑ тирсем ҫине пенӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вӑл аслашшӗ ҫӳлелле ывӑтса яракан курӑк ҫыххи ҫине пеме пуҫланӑ.
Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Нина, упӑшкинчен пӑрӑнас тесе, апат-ҫимӗҫ сумкине Мишӑна тыттарчӗ те хӑйӗн ҫине хӑвӑрт сӑран куртка ывӑтса упӑшки хыҫҫӑн хваттертен тухрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Тӑшмана пуҫӗпех ҫапса салатса, Дон шывӗн тепӗр енне ывӑтса ятӑмӑр.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Буденный утне шпорӗсемпе тӑкӑрлать те — Дон лашийӗ, тураса якатнӑ хӳрине сатуррӑн ывӑтса ярса, шултӑран юртса чупма тытӑнать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫырса пӗтерчӗ те ӑна Коля Руднева ывӑтса пачӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Иона хӗпӗртерӗ, пуҫне калла ывӑтса кулса ячӗ.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Мачча шӑтӑкӗнче Емельянов пуҫӗ курӑнса кайсан, вӑл, ун ҫинелле куҫне ывӑтса, вӑрахчен шӑтарас пек тинкерсе пӑхрӗ, унтан кӗтмен ҫӗртенех хаваслӑн каларӗ:
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл хӑйӗн тарҫисенчен чи начарри те питӗ вӑйлӑ ехуна та ывӑтса яма пултарасси пирки е, тата, ҫӗр ҫине выртса йӑваланнипе вӑл хӑйӗн ҫине утланнӑ ехуна вилмеллех лапчӑтса лартма пултарас пирки пӗрре те иккӗленменни ҫинчен каласа пачӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ним тума аптранӑ Эмиль кӗреҫине ывӑтса ячӗ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Крюсе-майя ҫӑм турамалли турине ывӑтса ячӗ те киле кайма пуҫтарӑнчӗ.Тут Крёсе-Майя отшвырнула гребень, которым чесала шерсть, и сказала, что ей пора домой.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмиль пӗчӗк ҫӗҫҫине аяккалла ывӑтса ячӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лина вара пуҫне мӑнкӑмӑллӑн ывӑтса илчӗ те: — Мана мӗн! Кайран сирӗн ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ, — тесе мӑкӑртатса илчӗ.Лина вскинула голову и проворчала: — Мне-то что! Сами потом пожалеете.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗр карап ҫинчи матроссем мана канат вӗҫне ывӑтса пачӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗрре ҫеҫ пӗр офицерӑн хӗрсе кайнӑ лаши ман сӑмса тутрине чӗрнипе чӗрсе шӑтарчӗ те, такӑнса ӳксе, хӑй ҫинчи ҫыннине ывӑтса ячӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӳррипех калас: пӗчӗкҫӗ ҫынсем ман кӗлетке ҫинче каялла-малалла уткаласа ҫӳренӗ чух ал айне лекекенӗсене хӗрӗх е аллӑ ҫынна ярса тытса ҫӗр ҫине ывӑтса ярас шухӑш ман пуҫа темиҫе хут та килсе кӗчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.