Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тапӑнса (тĕпĕ: тапӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе хут тапӑнса, юлашкинчен ыратнине ҫӗнсе, куҫҫуле юхтарса, ҫапах та тӑрса лартӑм.

Несколько раз приходится отчаиваться; наконец со слезами на глазах, выступившими от боли, я сажусь.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Халь пӑхма ансатрах, мӗншӗн тесен эпӗ чӑн малтан тӑна кӗрсен, леш курӑкпа пуҫхӗрлӗ анакан кӑтка курна чухне, вырӑнтан тӑма тапӑнса, тепӗр май кайса ӳкнӗ.

Теперь это сделать удобнее, потому что еще тогда, когда я, очнувшись, видел травку и муравья, ползущего вниз головою, я, пытаясь подняться, упал не в прежнее положение.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Анчах вӑл аллӑ утӑм та чупмарӗ, сасартӑк ҫаврӑнчӗ те, чи ҫывӑхри самнит ҫине тапӑнса, кӑкӑрне хӑйӗн кукӑр хӗҫӗпе чиксе шӑтарчӗ.

Не пробежав и пятидесяти шагов, он вдруг сделал неожиданный поворот, обрушился на ближайшего преследователя и вонзил ему в грудь кривой меч.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Вӗсем кӗҫех тапӑнса кӗреҫҫӗ.

— Они сейчас ворвутся.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗтесрен кӗтеселле, йывӑҫран йывӑҫ хыҫнелле чупкаласа Гусев позицие тишкерет: уҫӑмлӑ — арсенала тӳп-тӳррӗн тапӑнса, хапхаран ярса илсе хуптӗрлемелле.

Выглядывая из-за углов, перебегая за деревьями, Гусев осмотрел позицию, — ясно: арсенал надо было брать в лоб, в ворота.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Японецсем Владивостокри гарнизон ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана хӑйсен аллине ҫавӑрса илсен, хастарлӑ, матроссем, ик енчен пулеметсенчен пени ҫине пӑхмасӑрах миноносецсем ҫинчен ҫырана тухнӑ та, тӑватӑ сехет хушши тӑсӑлнӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн сакӑр ӗрет тытнӑ йӗплӗ пралук картине татса, тайганалла тухнӑ.

Когда японцы врасплох напали на владивостокский гарнизон, доблестные моряки под перекрестным пулеметным огнем высадились с миноносцев на берег и, преодолев восемь рядов проволочных заграждений, вырвались в тайгу.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Пӗр хут, икӗ хут, виҫӗ хут тапӑнса пӑхатӑп — кӗрессе вара пурпӗрех кӗретӗпех…

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑйӗн ҫулӗсем пур пулин те, Гоголев сапах та вӑйлӑччӗ: пире кӗтмен-ҫӗртен тапӑнса, час-часах хӗне-хӗне тӑкатчӗ; хӗнесе тӑкатчӗ те унтан хуҫа майрине каласа кӑтартатчӗ.

Несмотря на возраст, Гоголев был все-таки так силен, что часто избивал нас, нападая врасплох; изобьет, а потом пожалуется хозяйке.

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Тӗттӗм пуличчен швабсем татах тепӗр хут тапӑнса пӑхӗҫ, тесе шутлатӑп эпӗ, кайран вара пытанса ларса, пире вӑрманта кӗтӗҫ.

 — Думаю, швабы до темноты еще раз попытаются нас атаковать, а потом уж залягут в лесу, будут ждать рассвета.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тӑшман ура ҫине тӑрса атакӑлама пуҫличчен кӗтет вӑл, унтан вара, тӑшмана хӑйне тапӑнса, ун тылне ҫӗмӗрсе тухать.

Он будет ждать, пока враг встанет, двинется, и тогда он атакует его и пробьется ему в тыл.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Четниксем темиҫе хут та тапӑнса пӑхрӗҫ, патронсене шеллемесӗр печӗҫ.

Четники несколько раз переходили в атаку и стреляли, не жалея боеприпасов.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Лере пиратсем тапӑнса килнӗ!

А там пираты напали!

Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Нимӗҫсем тапӑнса килеҫҫӗ, пӑшал сассисем янӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

«Пулӑҫӑсем» комендант ҫине ҫурма ҫаврашкан тапӑнса пыраҫҫӗ.

«Рыбаки» наступали полукругом.

VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Хӑвӑрӑн юлташӑра эсир ҫӗрле, пӗр ҫын ҫине пӗтӗм ушкӑнӗпе тапӑнса хӗнетӗр.

Вы избиваете товарища ночью, накидываетесь на одного целой толпой.

20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Ҫакнашкал мелпе унтан аслӑрах боксер та пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ, апла тӑк, вӑл та ҫапла тума пултарать: сылтӑм енчен те, сулахайран та пӗр вӑхӑтрах тапӑнса янахран ҫеҫ памалла.

Как это уже было сделано однажды до него неким еще более известным боксером, он должен нанести удар справа и слева, в солнечное сплетение и челюсть.

IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн айӑпне мӗнле те пулин сирсе ярас тесе, Тынэта тапӑнса пӑхма шут тытрӗ.

Чтобы как-нибудь отвлечь внимание от себя, он решил пожаловаться на Тынэта.

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫапӑҫусенче пиҫӗхсе ҫирӗпленнӗ Хӗрлӗ Ҫар вӑйлӑн та хаяррӑн тапӑнса пырать.

Закаленная и окрепшая в боях, Красная Армия наступала все яростнее.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Владимир вара танк пек тапӑнса таптать, эп хирӗҫлеме, тӳрлетме пӑхни уншӑн ҫул ҫинчи ҫерҫи ҫапла кӑна тейӗн.

Владимир шел, как танк, и все подминал на пути своей мысли, и мои суждения, мои замечания, похоже, были для него не больше, чем ружейная пальба по броне танка.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Калаҫӑва пит ӑнӑҫлӑн хӑй аллине илни ҫеҫ сахал-ха, тӑтӑшах мана, ӗнтӗ манпа пӗрлех Вальӑна та таптаса, тапӑнса пырать ав.

И как-то так получилось, что не только захватил в разговоре инициативу, но и постоянно наступал на меня, а теперь вместе со мной и на Валю.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней