Поиск
Шырав ĕçĕ:
Итлеме те сӑпайлӑ!..
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Куҫа улталамалӑх сӑпайлӑ сӑрлама юрать.Разрешаются только скромные мазки, которые создают оптический обман зрения.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑшпӗр сӑпайлӑ тӑхӑннӑ ҫын тепӗр капӑр тумланнӑ ҫынран элегантлӑрах, ӗлккенрех курӑнать.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Мӗнле кӗпе тӑхӑнасси пирки сирӗн шухӑшсем пӗр пек пулмарӗҫ пулсан, пӗр-пӗр тӗксӗм, сӑпайлӑ кӗпе тӑхӑнмалла.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Аслӑ шкулсенче вӗренекенсем (вӗсен пӗр йышӑннӑ форма ҫук) лекци итлеме тӗксӗмрех материалтан сӑпайлӑ ҫӗленӗ тумпа ҫӳремелле.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗрсене сӑпайлӑ эрешсем ҫеҫ килӗшеҫҫӗ: ахах ҫиппи, хитре тӑха, ҫинҫе вӑчӑра, пӗчӗк куҫлӑ ҫӗрӗ.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӑпайлӑ тӑхӑнакан ҫынран ҫынсем нихӑҫан та тӑрӑхламаҫҫӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсен эрешӗсем сӑпайлӑ пулмалла.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӑпайлӑ ҫӗленӗ тӗксӗм каҫхи кӗпе тӑхӑнсан та аван.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫулҫӳрев валли ҫӗленӗ тумтир тӑхӑнма ансат, ҫӳреме меллӗ, сӑпайлӑ пулмалла.Одежда для путешествия должна быть простой, практичной, удобной и скромной, спортивного покроя.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ӗҫ тумтирӗ ӗҫре тӑхӑнма меллӗ, вырнаҫуллӑ, сӑпайлӑ пултӑр, сывлӑша хӑй витӗр лайӑх ятӑр, ҫулталӑк вӑхӑчӗпе, температурӑпа килӗшсе тӑтӑр.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӑнтӑрла тӑхӑнма ҫӗленӗ кӗпесене, кофтӑсене хаклӑ чӗнтӗрсемпе, тӗрӗсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе эрешлемеҫҫӗ, хӑю тытса ҫӗвӗ машинине вӑрӑммӑн пустарса ҫӗлесе, йӗтӗн чӗнтерӗ тытса сӑпайлӑ кӑна хитрелетеҫҫӗ.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗрарӑмсен кӑнтӑрлахи кӗпи-тумтире сӑпайлӑ та ансат.Женский дневной туалет по своему покрою и материалу должен быть скромным и простым.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Тӗрӗслӗхе, аслисене хисеплеме, сӑпайлӑ, сисӗнкӗллӗ пулма ачасене ҫитӗннисем кашни кун хӑйсен ырӑ тӗслӗхӑпе вӗрентсе пымалла.
Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне шанмалла, хисеплемелле, ӑнланма тӑрӑшмалла, паллах, хӑйсене сӑпайлӑ та йӗркеллӗ тытмалла.
Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Парӑма парса татма, илнӗ япалана каялла тавӑрса пама ыйтса (закон йӗркипе ҫирӗппӗн ыйтма тивӗҫлӗ май пур пулсан та) сӑпайлӑ ҫыру ҫырмалла.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Парне ҫине пӑхмасӑрах ӑна айккинелле илсе хуни сӑпайлӑ мар.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Парне йышӑннӑ чухне сӑпайлӑ пулмалла.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Сӑпайлӑ каччӑ ҫураҫнӑ хӗрне нихӑҫан та аялти кӗпе-тум (вӑл темле хитре пулсан та), чӑлхасем парнелемест.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Упӑшкин е арӑмӗн ашшӗ-амӑшӗсемпе сӑпайлӑ пурӑнмасан, килӗшӳллӗ те телейлӗ ҫемье тума май ҫук.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.