Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

савӑнӑҫ сăмах пирĕн базăра пур.
савӑнӑҫ (тĕпĕ: савӑнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрату ансат мар — кӑткӑс: унта савӑнӑҫ та, тунсӑх та, асаплану та пур.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Литературӑпа искусствӑ миллионшар ҫынсене савӑнӑҫ кӳрекен, хавхалантаракан вӑй пулса тӑмалла, вӗсен кӑмӑлне, туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене палӑртса тӑмалла, вӗсене идейӑ енӗпе ӳссе пыма, нравственноҫ енӗпе аталанса ҫитӗнме пулӑшмалла».

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ку ҫеҫ те мар, каллех савӑнӑҫ: Аҫтӑрхан та, хӑшместӗр те, сывӑ юлнӑ ытти чӑвашсем те ун пекех шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемшӗн ку ӑсату — савӑнӑҫ.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир те ыттисем пекех кулчӗ, пичӗ-куҫӗ те унӑн савӑнӑҫ палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эс хӑнана пыни уншӑн калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ пулать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай пеккисем ним шухӑшсӑр пурӑнса, пуянсене юраса савӑнӑҫ тупасшӑн.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн инкек е мӗн савӑнӑҫ палли курчӗ вӑл — ӗмӗр-ӗмӗр таҫта васкаса, ӗмӗр-ӗмӗр канӑҫ мӗнне пӗлмен хӗвел ури?

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, нумай-нумай ҫул телейпе савӑнӑҫ курма суннӑ.

Помоги переводом

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Икӗ мӑнукӗ вӗсене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Светлана Федоровна ачасемпе ӗҫлени савӑнӑҫ кӳнине кӑна мар, пысӑк яваплӑ ӗҫ пулнине те пӗлет.

Помоги переводом

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Темшӗн-ҫке унӑн ҫути тӗксӗмленсе, тӗксӗмленсе пырать, савӑнӑҫ ӳкерчӗкне хура чаршав карса илет, хӑлтӑр-халтӑр, кӗмсӗрт-кӗмсӗрт! кӗрлеме тытӑнать аслати…

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Анчах савӑнӑҫ кӗҫех салхуланчӗ.

Помоги переводом

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Ҫак уявӑн пархатарлӑ ҫути сирӗн килӗрсене ӑшшӑн ҫутаттӑр, шанчӑк, савӑнӑҫ тата телей кӳтӗр.

Пусть яркий свет этого праздника озарит ваши дома, подарит надежду, радость и счастье.

Олег Николаев Наврус уявӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/21/glava ... et-s-prazd

— Ну, ачасем, пысӑк савӑнӑҫ!

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Эпӗ сывах вӗт-ха, сыва-а-ах!» — чуна вӗлкӗштерсе, пуҫа яртах ухтарчӗ кӑкӑра шӑнӑҫайми капланнӑ хӗрӳ, пыл пек тутлӑ савӑнӑҫ!

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Тӑххӑрмӗш валри хум пек килсе ҫапрӗ кӑкӑрӑма шӑнӑҫайми савӑнӑҫ, иксӗлми ҫӗнӗ хӑват.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ак вӑл, шӑрчӑк, савӑнӑҫ «пружини тапса янипе», тринк! аяккалла сиксе ӳкрӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Каллех Андрейка аллинчи йӗнӗ хӗррине ҫапнӑ шӑрпӑк пӗрчи вӗҫӗнчен чӑрррр! пӗчӗк вут ҫулӑмӗ сирпӗнсе каять, каллех ачасене кулӑш та савӑнӑҫ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Чунӗ савӑккӑн хускалса, хастарланса, ӑшӑнса, юнӗ харсӑррӑн выляса илмеллеччӗ ӗнтӗ ват ҫыннӑн хӑйӗн чун таткисене курсан, анчах, ҫук, ун куҫӗсем хавха та савӑнӑҫ хӗлхемӗсем чӑлтӑр-чӑлтӑр та йӑл-ял вылятмарӗҫ — тунсӑх, палламалла мар айӑп, асаплануллӑ ӳкӗнӗҫ «пӑрланнӑ» вӗсенче.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней