Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нимӗнпе те витмен иккен ӑна, унӑн хӑйӗн ҫавӑн пек ҫӑм ӳсет.А мама сказала, что никакое не одеяло, а это у ней шерсть сама так растёт.
Зебра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унта ӗҫлеме ҫапах май пур-ха, анчах нимӗнпе сывлама та ҫук.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӑвӑр мана хисепленине нимӗнпе те кӑтартасшӑн мар эсир».
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
«Эсир кирек мӗн шутлӑр та, кӑмӑлӑра мӗн каять, ҫавна шухӑшлӑр та, эпӗ сире нимӗнпе те кӳрентермен».— Как вы себе хотите, думайте, что вам угодно, только я вас не обидел ничем.
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Юлашки кунсенче амӑшне нимӗнпе те тивӗҫтерме ҫук, ку апла мар, ку ӑна килӗшмест.Последние дни ей невозможно угодить — всё не так, всё не по ней.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Уйӑх ҫурӑ ӗлӗкрех, хӑйӗн йӑмӑкне курас тесе Сулла ҫуртне кайсан, вӑл Валерие носилка патне тухнӑ ҫӗрте курнӑччӗ, ҫавӑнтанпа ӑна нимӗнпе те манма пултарайман.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унтан тата… ӑна нимӗнпе чармалла мар тискер паника, орудисене, винтовкӑсемпе амуницисене пӑрахса тарни, хамӑрӑннисемпе хамӑрӑннисемех пӗр-пӗринпе кашни паравозшӑн, вагоншӑн е двуколкӑшӑн ҫапӑҫни, ҫынсем ӑнран тухса кайса, тискеррӗн хӑраса ӳкни, вӗсен тарлӑ, асапланса ҫитнӗ, этемле мар сӑнӗсем курӑннӑ.
2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Тулхӑрать, кукалет тарӑхнипе умӗнчи юпа картран вӗҫерӗннӗ урхамах, йӳнелесшӗн мар, ҫырлахасшӑн мар иккен нимӗнпе те.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Камӑн нимӗнпе те мухтанмалли ҫук, вӑл паллах, мухтанмасть, — ҫавӑн пекех хуллен, анчах тата ҫине тӑрсарах калать юрӑҫӑ.— Кому — нечем, тот не хвастает, — всё так же тихо, но более упрямо говорил певец.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ку вара мотоциклсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те ҫӳремест, ҫӳресшӗн те мар.Этот никаких средств передвижения, кроме мотоцикла, не признает и признавать не желает.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Пушӑ сехетсенче манӑн нимӗнпе интересленсе пурӑнмалли те ҫук: пирӗн мӗскӗн урамра нимӗн те ҫук, аяккарах кайма хушмаҫҫӗ, картишӗнче тӑпра чавакансем, ывӑннӑскерсем те ҫиленнӗскерсем тата тирпейленмен кухаркӑсемпе кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, кашни хӗвӗшсе ҫӳрекен йытӑсем, — ҫаксем пурте мана йӗрӗнтереҫҫӗ, ҫав тери кӳрентереҫҫӗ, суккӑр пулсах тӑрас килет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шанӑҫа ҫухатнӑ кӑмӑла нимӗнпе те улӑштарма ҫук пек, вӗсем, сивӗпе кӑвакарса кайнӑскерсем, юр ҫинче хутланса чӗтресе лараҫҫӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй вӑл нимӗнпе те палӑрман серб учителӗ, ҫапса аркатнӑ ҫарӑн запасри подпоручике пулнӑскер, ҫарпа вӑрҫӑ ӗҫӗн пӗтӗм литературинчен пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче усӑ курнӑ тактика ҫинчен мӗнпурӗ те темиҫе брошюра тата аслӑ полководецсен ик-виҫӗ биографине ҫеҫ вуланӑ; вӑл, ялти учитель, тупӑсемсӗр, ҫапӑҫма кирлӗ ытти хатӗрсемсӗр, отряда киличчен нумайӑшӗ алра винтовка та тытса курман ҫамрӑксемпе халӗ генерала хирӗҫ ҫапӑҫать, унӑн ҫарӗсене сӑрт-тусем ҫинчен халтан ярать.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Суйласа илнӗ ҫичӗ ҫын хушшинче пӑравус слесарӗ пулса ӗҫлекен демобилизаципе килнӗ старшина Иван Федорович Белограй нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вилӗмӗ яланхилле пулманни нимӗнпе палӑрман ҫын пурнӑҫне урӑхлатса ярать.Необыкновенная смерть делает необыкновенной маленькую будничную жизнь.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах, амӑшӗ хавас кӑмӑллӑ, хӗрӗ вара нимӗнпе интересленми сапаланчӑк танлӑ пулсан та, темскер сире пӗрремӗшӗ нихҫан та ӗлӗк те, халь те хитре те савӑк япаласемсӗр пуҫне урӑх нимӗне те юратманни, Авдотья Васильевна вара пӗрре юратса пӑрахас-тӑк савнӑ ҫыншӑн хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне парнене кӳрекен ҫынсен шутне кӗни ҫинчен калать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрӗ, Авдотья Васильевна, апла мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ е, унран та ытларах, нимӗнпе те интересленмен сапаланчӑк тӑнлӑ, унӑн тата хӑйне пысӑка хурас йӑли пур; качча кайман чиперккесем яланах шӑп та лап ҫавнашкал пулаҫҫӗ.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тӑтӑм та ӑна пуҫ тайрӑм, анчах Ивин, симӗс фракӗ ҫумне виҫӗ ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарнӑскер, эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ ответлемерӗ ҫеҫ мар, ман ҫине лайӑххӑн ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫавна пула эпӗ хам этем мар, пӗр-пӗр ниме тӑман япала — кресло е чӳрече кӑна, е эхер этемех пулсан, креслӑран е чӳречерен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман этем ҫеҫ пулӗ, тесе шутласа илтӗм.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Cest bien, — терӗ вӑл, мана хӑваласа, — эпӗ сире темиҫе хут та ӗнтӗ ҫаптарма шутланӑччӗ, анчах сире хӑвӑрӑн кукамӑр ҫӑлса пычӗ: хальхинче вара сире хулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те итлеттерме ҫукки паллӑ, паян хулӑпа лектерме самаях тивӗҫлӗ пултӑр.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.