Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун пек ухмахла йӑлана пӑрахӑр, юбка таврашне мур тӗпнелле ывӑтӑр; лайӑххи тӗл пулать пулсан, хӗҫпӑшала ҫеҫ илӗр тата червонцӑсемпе кӗмӗле илӗр, мӗншӗн тесен, вӗсем таҫта та вырнаҫаҫҫӗ тата кирек хӑҫан та кирлӗ пулаҫҫӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑна: «Мур илесшӗ, каялла ан тапаҫлан ӗнтӗ! хӑвна чыслӑ ӗҫ параҫҫӗ пулсан, йышӑн вӑл чыса, йытӑ!» тесе вӑрҫнӑ.— Не пяться же, чертов сын! Принимай же честь, собака, когда тебе дают ее!
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мур тӗпне Бородатыя!»
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мур тӗпне!
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Мур илесшӗ, мӗнле лайӑх эсир, ҫеҫенхирсем!
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ Флинтран вӑл чӗрӗ чухне те хӑраман, мур илтӗрех ӑна, виллинчен те хӑрамастӑп.Я не боялся Флинта, когда он был живой, и, черт его возьми, не испугаюсь мертвого.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Тӗрӗс калатӑн, мур илтӗрех сана, — кӑшкӑрса илчӗ Сильвер.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Эге, — терӗ вӑл, — ку Джим Гокинс-ҫке, мур илтӗрех мана!
XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мӗн пулнӑ-ха унта, мур илесшӗ?
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Итле-ха, Джим, эпӗ сана каютӑна анма тата ман валли… мур илтӗрех… мӗн кирлине манса кайрӑм… пӗр бутылка эрех илсе килме хушасшӑнччӗ.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мур тӗпне кайтӑр асӑрхасси-тӑвасси!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Мур илесшӗ!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Мӗншӗн, мур илтӗрех сире? — кӑшкӑрса ячӗ Тӑсланкӑ.
IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах, мур илтӗрех укҫапа мана вӑл мӗн тери улталарӗ!Однако, черт его побери, как надул он меня с этими деньгами!
VIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Мур патне мулсене!
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл, мур ҫисе ярасшӗ, асламӑшӗ патне мар, милиционер патне кайнӑ.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
— Сымокаев, Петенька, Петруха, мур сӗтӗрсе килесшӗ, миҫе ҫул, миҫе хӗл! — тет чӑпар кепелли, ҫумӗнчи ҫынна мӑйран ыталаса илсе.
Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.
— Салам алейкӗм, сирӗн чӗлхепе каласан, — тенӗ Таниле, картусне ҫӗклесе, — мур шӑтӑкне те кайма пултаратӑн, пиртен чару ҫук.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
— Э, мур, турран килесшӗ, тата кунта сӗтӗрӗнсе ҫитнӗ, — тенӗ Таниле, ун ҫине сиввӗн пӑхса.— Э, черт, бог с тобой, еще сюда притащился, — сказала Данила, холодно глядя на него.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
— Тӳпетею пӗрре санӑн мур шӑтӑкне ҫитиччен сирпӗнсе каятех-ха вӑл…
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.