Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кашкӑр кӗтӗвӗн пуҫлӑхӗ, ҫак сасса ҫеҫ кӗтнӗн, йывӑррӑн ури ҫине ҫӗкленчӗ, уласа ячӗ те…
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кашкӑр унӑн сылтӑм аллине каплаттарса ярса тытрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кашкӑр, пуҫӗнчен такам ҫапнӑн, ҫӗре ӳкрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Аманнӑ кашкӑр ами сасартӑк ури ҫине ҫӗкленчӗ те йынӑшса ячӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Чарӑнса юлнӑ кашкӑр ами чалт! ҫӳлелле сиксе ӳкрӗ те… йӑванса кайрӗ, ӗсӗклесе йӗрсе янӑн хартлатса илчӗ, сылтӑм аякӗ хӗрлӗ юнпа пӗвенчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кашкӑр амисенчен пӗри, кӗтӳ пуҫлӑхӗнчен сылтӑмарах пыраканни, ҫак сасса илтсе, ачасем еннелле ҫаврӑнчӗ те шухӑша кайнӑн вӗсем ҫинелле пӑха пуҫларӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуринчен те малта пысӑк ҫамкаллӑ тем ҫӳллӗш кашкӑр, ун икӗ айккипе, кӑшт юларах, иккӗн, ыттисем — кайра.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эй, Шыври турӑ, сан куҫу ҫак хӗрача ҫине мар, кашкӑр ҫури ҫине пӑхать, кашкӑр ҫури сан канӑҫна татнӑ, чул татӑкӗ шыва путнӑ…
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Эй, Шыври турӑ, ҫак хӗрача мар, кашкӑр ҫури шыва ӳкнӗ, ҫак хӗрача мар, пысӑк чул татӑкӗ шыва ӳкнӗ…
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ун хыҫҫӑн пыракан йытӑ хаяррӑн хамлатса вӗрсе илчӗ, вӑл кашкӑр пек сике-сике чупать.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сан аннӳне те кашкӑр, анчах тӑватӑ уралли…
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ман асаттене те кашкӑр тӗп турӗ-ҫке, ик ураллӑ кашкӑр, Хунчар Савантерӗ…
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем, ҫанталӑк улшӑнас енне кайман-ши тесе, каҫхи сывлӑша ват кашкӑр пек тӗрлӗ енчен шӑршла-шӑршла пӑхрӗҫ, анчах чылай хушӑ ӗнтӗ никама ним каласа та савӑнтараймарӗҫ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Йытти кашкӑр пек пысӑк, хуп-хура та самӑр, йӑл-йӑл курӑнса тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вара иксӗмӗр те кашкӑр ҫӑварне хамӑр ирӗкпех лекетпӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Акӑ шутла: кашкӑр, путек тата эсӗ.
Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.
— Пӗрре… кашкӑр.
Кӗскен // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 43–44 с.
Аслӑраххисем кӗпер айне кашкӑр пытаннӑ тесе пире иртерех таврӑнма хушаҫҫӗ.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Паянтан пуҫласа е юлташӑмсен чыслӑ, ӗҫлӗ хутшӑнӑвӗсене кӗрӗп, е кашкӑр кӗрчӗ хӑй йышне йышӑнман ют ҫамрӑк кашкӑр шӑпи кӗтет мана.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ҫук, Сталин хӗвел мар, тискер те хӑрушӑ кашкӑр пулнӑ, — Алендеев сассипе самант хаяр вут сирпӗтсе ячӗ, питҫӑмартийӗсене каллех пӗве тӗпӗнчи хӗрлӗ ҫипҫӗленсем пек вӗтӗ-вӗтӗ юн тымарӗсем тапса тухрӗҫ.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.