Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӳрентерни каймасть асран: Качча памарӗҫ.
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ишут ниҫта каймасть чӗнмесӗр: Ак, Хусана тумарӗ йӗр.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗрре усал ят илӗнсен, Каймасть — асра ялан вӑл чӗрӗ.
VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫук, кӗпӗрнаттӑрӑн сӑмахӗ Ҫак таранччен каймасть асран:
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Марине Ивана килӗштернине палӑртсах каймасть, пек-ха, ытлашши ӑшшӑн йышӑнни курӑнмасть.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кӑҫал Иван ҫуракинче мӗнле йӗркепе ӗҫленине пӗлсех те каймасть: кунта — ик-виҫ лаша, лере — ик-виҫ лаша, кунта пӑрҫа акаҫҫӗ, ҫур ҫухрӑмра — сӗлӗ акаҫҫӗ, тем пирки питӗ сапаланчӑк тата васкаса ӗҫлеҫҫӗ, вӑхӑтра акса пӗтереймесрен хӑраҫҫӗ пулас.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тата энерги ҫутнӑ ҫӗре ҫеҫ каймасть, сире вӑл хуҫалӑхра темӗн чухлӗ усӑ кӳрет.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сая каймасть, вӑрҫӑ пӗтсен ак электростанцине туса ҫитеретпӗр, — хӑрах чӗркуҫҫипе тенкел ҫине чӗркуҫленчӗ Ятман.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ара, ҫын хула курма каймасть вӗт-ха, вӑрҫа каять!
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку вӑл — тӑвансемпе ял ҫыннисен парнисем, унсӑр таврара никам та ҫара тухса каймасть.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Авлан, кун пек санӑн пурнӑҫ малалла каймасть, терӗм.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗрре те асран каймасть.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл хӑй пит калаҫсах каймасть, хутран-ситрен ҫеҫ пӗр-ик сӑмах хушса хурать, итлессе вара пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлет.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫур сехете яхӑн вӑл нимле айӑп та тупаймарӗ, бензин каймасть пулӗ тесе клапансене тасата-тасата, вӗҫӗмсӗр малти тыткӑҫа ҫавӑрчӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Укҫи таҫта каймасть, тӑшмана аркӑтнӑ ҫӗре каять…
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тӑрӑшарах ӗҫлесен, сая каймасть, инке.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сан кок-сагызу мана пӗрре те кӑмӑла каймасть.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре, тӳррипе каласан, Левентее те ытла кӑмалласах каймасть, тепӗр чухне вӑл та ыттисем пек ятласа илме юратать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ятман ҫавӑн пек ҫын ӗнтӗ вӑл, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касать, ытла хӗрсе каймасть, васкамасть, — терӗ Сахрун.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халь пӑхатӑп та, чун савӑнать: Левентей тепӗр чухне ҫӗрӗпе килне каймасть, тумалли ӗҫе пурпӗрех тӑвать.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.