Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1928 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче университета паллӑ ӑсчах-физик Поль Ланжевен килсе кайнӑ, лекцисем ирттернӗ.

В июне 1928 года с лекциями университет посетил известный учёный-физик Поль Ланжевен.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

1984 ҫулта суйлав ирттернӗ, унта Герберт Блейз сылтӑмцентрист ҫӗнтернӗ.

В 1984 году проведены выборы, на которых победил правоцентрист Герберт Блейз.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Алена аса илнӗ тӑрӑх аукцион ирттернӗ, ӑна выляса илеймессишӗн хӑй питӗ пӑшӑрханнӑ.

Алена вспоминает, что был аукцион и она очень переживала, что не выиграет его.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Хӑйӗн ӗмӗрӗн юлашки ҫичӗ ҫулне Анӑҫри Сассексра пурӑнса ирттернӗ.

Последние семь лет своей жизни жил в Западном Сассексе.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Темиҫе ҫул Винстон ферминче ӗҫлесе ирттернӗ, 1908 ҫултанпа унта вӑл ҫурт-йӗр хӑпартас енпе тӑрмашнӑ, 1923 ҫултанпа вара ҫак ферма унӑн тепӗр килӗ пулса тӑнӑ.

Провел несколько лет на ферме Винстон, где занимался строительством с 1908 года, а с 1923 эта ферма стала его другим домом.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Референдум ирттернӗ, унта сасӑлакансен 97,5 % (пӗтӗмпе 59 % ҫын хутшӑннӑ) Индипе пӗрлешессишӗн сасӑланӑ.

Был проведён референдум, на котором 97,5 % проголосовавших (при явке в 59 %) высказались за присоединение к Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

1947 ҫулта Инди никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ хыҫҫӑн Сиккимра референдум ирттернӗ, вӗсем Инди йышне кӗме сӗннине йышӑнман, ҫапла вара Инди премьер-министрӗ Джавахарлал Неру Инди Сиккима хӑйӗн хӳтӗлевне илни пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ.

В 1947 году при предоставлении Индии независимости в Сиккиме был проведён референдум, предложение о вхождении в состав Индии было отвергнуто, и премьер-министр Индии Джавахарлал Неру подписал соглашение о протекторате Индии над Сиккимом.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫапах та, пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, халӑх хушшине илемлӗ юрӑсем хӑварнӑ ҫынна урӑхларах кайӑкпа танлаштарас килет.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсем Май уявӗ ячӗпе Мускавра ирттернӗ ҫар парачӗпе демонстрацие курчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Чылай ҫӗрте тӗрлӗ курссем ирттернӗ, шкулсенче кружоксем йӗркеленӗ, радио ҫинчен чӑвашла кӗнекесем тухнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Паянхи литературӑра ӗнтӗ хальхи, хамӑр пурӑнса ирттернӗ е куҫ умӗнчи кун-ҫулӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ произведенисем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Рурск облаҫӗнче ҫӳлерех ҫырса кӑтартнӑ структура улшӑнӑвӗсене туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗр айӗнчи пурлӑха кӑларакан тата тӗрлӗ япала туса кӑларакан промышленность чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йышӑнма пӑрахнӑ.

После описанных выше структурных изменений в Рурской области, добывающая и производящая промышленность перестала быть доминирующей.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Шлезвигшӑн ҫӑпӑҫу ирттернӗ хыҫҫӑн Альтона Германи империне куҫнӑ.

По итогам войны за Шлезвиг Альтона отошла к Германской империи.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Сунара МКК ӑслӑлӑх сунарӗн ятарлӑ лицензийӗпе ирттернӗ.

Промысел проводился по специальной лицензии МКК на научный промысел.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Гриндадрап» фестивале ирттернӗ чухне Фарер утравӗсен ҫыранӗнче темпе те кӑсӑкланакан пин-пин турист умӗнче дельфинсене питӗ нумай вӗлернӗ.

30 июля 2022 года в рамках проведения фестиваля «Гриндадрап» в присутствии тысяч любопытных туристов на побережье Фарерских островов произошло массовое убийство дельфинов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Пушмакӗ ҫемҫе (SoftBoot) пулсан унӑн хӗрри ура тупанӗнче 2-3 см ҫӳлерех, ун пек пушмака «traing» теҫҫӗ, вӑл спидскейтерсене тренировка ирттернӗ чухне хӑйсене хӑтлӑрах туйма парать.

Если это мягкий ботинок (SoftBoot), то высота края ботинка над щиколоткой 2-3 см, такие ботинки называются «training», что подразумевает, что он предназначен для более комфортной тренировки спидскейтеров.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура вӑл пӗтӗмӗшле илсен ку енӗпе ӗҫсем япӑх маррине ҫирӗплетрӗ, ҫапах ҫулталӑкӑн юлнӑ юлашки кунӗсемпе федераци тытӑмӗсемпе тумалли килӗшӳсене алӑ пусассине вӗҫлемешкӗн туллин усӑ урмалли ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Шкулти кадет класӗсенче вӗренекенсемпе Олег Алексеевич «Паттӑрлӑх урокӗ» ирттернӗ, ачасене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ.

Помоги переводом

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ И.А.Соловьева мероприятие хутшӑнакансем валли вӗренӳ заведенийӗнче экскурси ирттернӗ.

Помоги переводом

Проектпа паллаштарнӑ, Паттӑрлӑх урокӗ ирттернӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d1%8 ... %be%d0%ba/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней