Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унсӑрӑн эпӗ сана чӑнах та хулӑпа ӑшаласа илетӗп!
6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Вӑл вӑхӑтсене ырӑпа ҫеҫ аса илетӗп, — хавхаланса, ҫуталса кайрӗ Валентина Ильинична.
Шупашкартан ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе таврӑнтӑмӑр // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%88%d1% ... bca%d1%80/
Самана асапӗсене ҫирӗппӗн тӳссе ирттернӗ, ҫын ҫине йӑваш куҫсемпе пӑхакан икӗ кинемее пӗрмай аса илетӗп.
Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/
Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм инвестиципе укҫа ӗҫлесе илетӗп тесе савӑннӑ пуль-ха.
Инвестиципе тупӑш тӑвайман, укҫа ҫухатнӑ ҫеҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32915.html
— Ҫарпа кайнӑ чух сан ҫыннусене вӑйпах туртса илетӗп, вӑл ҫеҫ мар, пӗр-ик ҫӗр лаша та памалла пулать санӑн, — терӗ.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Паратӑн, ирӗксӗр илетӗп! — ҫирӗппӗн каларӗ аслӑ князь.
14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эп паян ярлӑк илетӗп, пӗрле каятпӑр, — терӗ ӑна Болдуш.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫитес станцинче анса илетӗп, — терӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Икҫӗре парсан илетӗп — урӑх ман укҫи те ҫук, — терӗ студент.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Качча илетӗп тет, Урасмет сана ҫураҫма каласа хӑварчӗ тет.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ирӗк пар, халех чӗнсе илетӗп.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл Ятламаса: «Пӗр купӑсне хамах илетӗп, тем хак парсан та пур пӗрех илетӗп!» — тесе хурасшӑнччӗ, анчах калама хӑюлӑх ҫитереймерӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сут, тупата, хамах илетӗп.
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кала аҫуна: эпӗ сана Самук вырӑнне хам пата илетӗп.
10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫук, атте, мана ҫын илни кирлӗ мар, эп хам суйласа илетӗп, — пуҫне сулчӗ Нухрат.
7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӳссе ҫитсен те ман лашасене шеллесси иртсе каймарӗ, кам та пулин лашана нушалантарнине курсан ялан Воронокпа Пимен Тимофеевича аса илетӗп.
Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.
Эпӗ «Знамя революции» илетӗп те, ҫавӑнта вуланӑччӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Час-часах аса илетӗп сӑна эпӗ те…
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Илме юрать пулсан, илетӗп.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Мӗн чул ыйтатӑн, виҫҫӗшне те илетӗп, — терӗ хӗпӗртенӗ ҫын.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.