Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хама та нӳрӗ витӗрех ҫапрӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Городничийӗн сулахай урине юлашки вӑрҫӑра витӗрех амантнӑ, ҫавӑнпа вӑл уксахласа утать, утнӑ чух тата сулахай урине аяккинелле таҫта катана ярса пусать те, сылтӑм ури малалла пусӑнни пачах сая кайса пырать, ҫавӑнпа вӑл урисемпе мӗн чухлӗ васкаса ӗҫленӗ, ҫавӑн чухлех утти те унӑн ӳсӗнмен.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вара Иван Ивановичӗ, витӗрех куратчӗ те вӑл, урам варринчи пылчӑкла лупашкана-и, е урӑх чыссӑр япалана асӑрхасан, ун пек япаласем Миргородра пулкалатчӗҫ ӗнтӗ, яланах Иван Никифоровича систеретчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ура ҫинчен ӳкмен пӗртен-пӗр самнит тӑватӑ фракиецран пӗтӗм вӑйпа хӳтӗленчӗ, анчах ӑна Арторикс витӗрех чикрӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ман хӑлха витӗрех илтет; эсӗ, Понциан, ӑна пӗлетӗн ӗнтӗ, — терӗ Сулла лӑпкӑн, анчах куҫхаршисене ытла хӑрушшӑн пӗрсе, — эсӗ Элий Луперка мӗн каласа панине илтрӗм-ҫке эпӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл та, Костя пекех, витӗрех йӗпеннӗ, анчах унӑн пысӑк та вӑйлӑ пӗвӗнчен ӑшӑ ҫапать, ҫапла вара Костя хуллен-хулленех ӑшӑнать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫирӗп пул! — шыв шавласа-шӑхӑрса тӑни витӗрех илтӗнет ӑна Ефим Кондратьевич сасси.Держись! — сквозь плеск и свист доносится голос Ефима Кондратьевича.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ефим Кондратьевич вӑтаҫӗрти ларкӑч ҫинче пуҫне аллисем ҫине усса ларать; вӑл мӗн тери йывӑррӑн хӑрӑлтатса сывлани Костьӑна хумсен шавӗ витӗрех илтӗнет.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫил йӗпе куртка витӗрех витерет, йӗмӗ урисем ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ, Костьӑна сивӗ, ҫапах та каймасть вӑл, ҫутӑсене сӑнаса тӑнӑ май: бакен вырӑнӗнчех-ши е ҫук-ши? — тесе шухӑшлать.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫутӑлас умӗнхи сивӗ куртка витӗрех сисӗнет, ҫӑмӑл кӑна шӑлавар витӗр вара пушшех.Предутренняя свежесть пробивается даже через курточку, а уж через легкие брюки и подавно.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Ҫук, вӑл чӑнах та ырӑ чунлӑ, унӑн ӑсӗ те пысӑк, анчах ӑна чӑн-чӑн римлянсен воспитанийӗн тӗшмӗшӗсем витӗрех витнӗ.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Кайӑр та выртса ҫывӑрӑр, — терӗ Аэлита шӑпах та кунти чӗлхепе, унӑн сассисем хальлӗхе тӗлӗнмеллерех, анчах пӗлтерӗшӗ ӑнӑн-тӑнӑн сӗмлӗхӗнче витӗрех кӗретленет ӗнтӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Пӑх-ха, тӑванӑм, — терӗ вӑл, тӗттӗмре куҫӗсене хӗссе, — тӗпӗ ладӑн ҫине сывлать вӗт, витӗрех тутӑхса тухнӑ.
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Пӗр ӗне пуҫне чиксе тӑрать, унӑн шӑммисем тирӗ витӗрех курӑнаҫҫӗ.Повесив голову, стояла корова; у неё кости торчали сквозь кожу.
Буратино Ухмахсен Ҫӗршывне пырса лекет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӗсем тинӗс патне тухрӗҫ, унтан каллех малалла ҫав вӑрман витӗрех, ҫав хирсем урлӑ кайрӗҫ.Они вышли к морю и опять повернули от моря, через ту же рощу, виноградники…
«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шывӗ — тӑрӑ-тӑрӑ, ҫурхах витӗрех — янк.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хулана хӑпарса канмалли ансӑр ҫул ҫинче хунар ҫуттисем йӑлтӑртататчӗҫ, пурне те витӗрех пӗлсе тӑраттӑм.По узкому въезду в город вспыхивали фонари, всё было насквозь знакомо.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурӑнӑҫ кӗрхи вӑрман пек пулса тӑчӗ, — кӑмпасем ӗнтӗ пӗтнӗ, пушӑ вӑрманта ним тумалли те ҫук, вӑрманне те витӗрех пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнать.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав мӑнаҫланнӑ ҫынсем пурте ҫавӑн чухне мана витӗрех лайӑх ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кашниех хӑйне майлӑ интереслӗччӗ, Кунавино слободинчи вӑрлама юратакан, кутӑн та ӗҫекен мещансенчен пурте ӑраснах уйрӑм тӑратчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.