Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та патша асӑрханса сӑмахлать.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Самант иртет, иртет чӗнмесӗр — Асӑрханса тӑрать тӗнче.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Чеелӗхне вӑл чаршавларӗ Пӗлессинчен асӑрханса.
XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Кала-ха, сирӗн ҫынсем мӗншӗн халех юр тытаҫҫӗ, ӗнер кунӗпе хирте ӗҫлерӗҫ? — темле вӑрттӑн хыпар пӗлесшӗн пулнӑ пек асӑрханса ыйтрӗ вӑл.
IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хунавланса кайнӑ вӑрӑм улма аврисене сиенлес мар тесе, вӗсем асӑрханса пусаҫҫӗ, пӗр-пӗр авӑр таврашӗнчи тӑпрана ишсе антарсан, чарӑнса, ӑна купаласа хӑвараҫҫӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Япала ыйтма килмен пулӗ те вӑл? — асӑрханса сӑмах хушрӗ Укахви.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах Укахви, такам курас пек, тӗпелти кӗтессе кайса тӑчӗ те аллинчи ҫыруне ҫавра-ҫавра пӑхрӗ, адресне темиҫе хут вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тин питӗ асӑрханса конвертне уҫрӗ.
XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман Липӑна кун пек куҫ-кӗретӗн калакан хӑюллӑ хӗрача тесе шутламанччӗ, вӑл ӑна хӑш-пӗр ҫамрӑксем пек никама та кӳрентерес мар тесе яланах ҫемҫен те асӑрханса калаҫакан хӗр пулӗ тенӗччӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Укҫапа асӑрханса усӑ курӑр.
43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Асӑрханса утмасан такӑнса ӳкме те пулать.
11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗҫсене асӑрханса пурнӑҫлӑр, шӑпа янӑ паллӑсене курмасӑр ан юлӑр.Действуйте осторожно и прислушивайтесь, куда направляет судьба.
42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
— Кӳр эппин, — асӑрханса каччӑ аллине сӗртӗнчӗ хӗр ача.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Куҫа кӗмест, ӑшталанмасть, кашни сӑмаха асӑрханса та виҫсе каласа хурать.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Уйрӑмах гастритпа аптӑракан ҫынсен лимонпа апатра асӑрханса усӑ курмалла.
Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html
Ҫӗнӗ ӗҫӗ тытӑнма тивсен документсемпе асӑрханса ӗҫлӗр.
34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Чи кирли - асӑрханса калаҫӑр.
29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Финанс ыйтӑвӗсене асӑрханса татса парӑр.
46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Килекен хыпарсене асӑрханса йышӑнӑр.
20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ӗҫтешсемпе асӑрханса хутшӑнӑр: ура хума пултарӗҫ.В отношениях с коллегами будьте сдержанны: возможно, вам готовят подставу.
42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Юратнӑ ҫынпа асӑрханса калаҫӑр.
38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ