Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӑпсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
айӑпсӑр (тĕпĕ: айӑпсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна май ҫӑмӑлттай шухӑшлисем чылай чухне хӑйсем кӑна мар, ытти ним айӑпсӑр ҫынсене те шар кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушарпа кӗрешмелли тапхӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60647

Ҫуралнӑ ача — пӗр айӑпсӑр, эпӗ ӑна хам пӑхса ӳстерме шутларӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Алра Кӗлсулттанпа ытти ним айӑпсӑр ҫынсемшӗн тавӑрмалӑх вӑй пур-ха, — хуравларӗ те старик хӑй ыйтрӗ:

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑтаймарӗ Укаслу, Алюнран кӑшт пӑрӑнарах тӑчӗ те: — Кала-ха, Алюн, эсӗ драгун офицерӗ пулнӑ чухне ним айӑпсӑр ҫынсене асаплантарман вӗт! — терӗ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн чухлӗ ним айӑпсӑр чуна ҫӗре кӗртрӗ ӗнтӗ вӑл!

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Драгунсене те ҫапла ним айӑпсӑр ачасене, ватӑсене, хӗрарӑмсене вӗлерни килӗшрӗ пулмалла.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнче тӑрӑх йӗс труба — нӑхра — сассисем янӑраса кайӗҫ те айӑпсӑр ҫӗре кӗнисем вӑранӗҫ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа Пӑкачав тиекӗсем шутласа кӑларнӑччӗ: ҫак кунхине Улатӑр хулинче патька-патша хура халӑха ҫирӗм ҫичӗ пин тенкӗ укҫа, вӑтӑр пӗр пин пӑт тӑвар валеҫсе панӑ тата ним айӑпсӑр асапланса ларакан хӗрӗх тӑхӑр ҫынна тӗрмерен кӑларнӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗҫӗ-хӗррисӗр юн тӑкнӑ, ним айӑпсӑр ҫынсене пӗтернӗ путсӗр те, эпӗ те — вӗсем патне ырӑ кӑмӑлпа, турӑ сӑмахӗпе килнӗ ҫын…»

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ним айӑпсӑр ачана пӑвса вӗлернӗ, хускалайман ҫынна ҫӗре чавса чикнӗ чухне пит паттӑрччӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е Раҫҫей империйӗшӗн ҫунса ҫӳресе, ним айӑпсӑр ҫынсен юнне тӑкса, хӑйӗн тӗп-тымарне те манса кайрӗ пулать-ши!

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий хӑйне ним айӑпсӑр ҫын пекех тыткаларӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, мӗн, хӑвна ҫаплах айӑпсӑр тесшӗн-и?!

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Айӑпсӑр тенисӗр пуҫне нимӗн те каламастӑр.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗри тӳрех ним айӑпсӑр карчӑк ҫине хаплатса сиксе ларчӗ, тепри тарма тӑнӑ Укаслу хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

О-о, аслӑ Киремет, ҫак ҫӑка ӑшӗнче пурнакан килӗш Киремет, айӑп ан тусамччӗ эсӗ икӗ ним айӑпсӑр чуна.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, эпӗ айӑпсӑр ҫынна мар, хӑрушӑ ирсӗр фашиста тӗп турӑм.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унтан чуна ҫурса минӑсем те вӗҫсе килчӗҫ, вӗсем те пире, пӗр айӑпсӑр совет салтакӗсене, вилем илсе килчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пире, ним айӑпсӑр ҫынсене, допроса чӗне-чӗне хӗнеҫҫӗ…

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тепӗр хут калатӑп, вӑл пирӗн ҫӗршыври 180 миллион вӑй питти, чи ӗҫчен, тӗреклӗ пурӑннӑ ҫынна ним айӑпсӑр хӑйӗн «хӗрлӗ кустӑрми» айне туса, асаплантарса вӗлернӗ.

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней