Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.
Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/
Паянхи политикӑпа тӗн йӗркине тытса пымалли тӗп мелсенчен пӗри – ҫынна хӑратса пӑхӑнтарасси.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Унӑн паянхи куна ҫити сыхланса юлнӑ Ҫӗнӗ Францие акӑлчансем тапӑнассинчен хӳтӗлеме тунӑ фортификаци ҫурчӗсене илес пулсан вӑл Мексикӑран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ унашкал пӗртен-пӗр хула.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Тата тепӗр гипотеза тӑрӑх хула ятне ҫак тӑрӑхра (kebik ятлинче, паянхи кунра «монтанье» пек паллӑ) пурӑнакан ҫынсен ячӗпе панӑ.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Паянхи кун Яков Инедеркинӑн тӑватӑ ачинчен пӗр хӗрӗ кӑна, Раиса Яковлевна, пурӑнать.
73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen
Паянхи кун Питӗркассинче Яков Андреевич ҫуралса ӳссе пурӑннӑ ҫурт вырӑнче лавкка вырнаҫнӑ.
73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen
«Требине» ят антика вӑхӑтӗнчи «Травуни» ятран пулнӑ — ҫак ятпа ӗлӗк-авал Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Котортан пуҫласа Дубровник таран сарӑлса выртакан тавралӑха (паянхи кунхи хулапа унӑн таврашӗнчи тусем те унта кӗнӗ) каланӑ пулнӑ.
Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5
Ҫук ҫав, чӑваш, ӗлӗкреххи паянхи мар!
«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458
Чӑваш ҫывӑрать, Ашмарин, Каховский, Дмитриев ҫырнисем те ҫителӗклӗ, паянхи вӑхӑтра ним тумасан та юрать, вӗсене пурте вуланӑ, пӗлеҫҫӗ, пирӗнпе пурте килӗшнӗ, тет.
«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458
— Паянхи каҫ маншӑн татах та хӑрушӑрах пулӗ…
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Ҫӑмӑл промышленноҫ аталанӑвӗн тепӗр ҫул-йӗрне - маркетплейссенче ӗҫленине тишкернӗ май Радий Хабиров отрасль представителӗсене паянхи лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн республика ку енӗпе производительсене мӗнпе пулӑшма пултарассине палӑртнӑ.
Пушкӑрт ҫӑмӑл промышленноҫ кластерне йӗркелет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3494444
Паянхи кун пысӑк ӗҫ малалла пырать.Проведена и на сегодняшний день продолжается колоссальная работа.
Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584
Белебейри педагогика училищинчен тата Пушкӑрт патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ача-пӑча пултарулӑхӗн Центрӗнче вӗрентнӗ, унтан Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкула, паянхи кунчченех ӗҫлекенскерне, вырнаҫнӑ.
Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451
Пирӗн округри тӗп библиотека та паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен нумай енлӗ культура центрӗ пулса тӑни чӑннипех те савӑнтарать.
Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/
Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ «нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик, ун тавра паянхи ансат мар вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыври пур халӑхсем те пӗрлешнӗ», - тесе палӑртнӑ.
"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287
Туймазӑ вара паянхи тӗлпулу вырӑнӗ пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен пӗлтӗр кунта ҫӗршыври пӗрремӗш сӗтел-пукан кластерӗ пулса тӑнӑ.
Пушкӑртстан отрасльсен хушшинчи кооперацийӗн аталанӑвӗпе малта пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3468530
2017 ҫулта эпӗ Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкула пӗрремӗш класа кайрӑм, анне вара ҫав шкула ӗҫлеме куҫрӗ, унта паянхи кунчченех вӗрентет.
Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259
Ку вӑл йӑнӑш калани ҫеҫ, эпӗ паянхи летчик, эпӗ те самолетсем пур ҫӗрте пурӑнатӑп…»
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Мӗлкепе мар, журнал страници ҫинчи чунсӑр ӳкерчӗкпе мар, хӑйӗнпе, паянхи тата чӗрӗ Ольӑпа.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Паянхи кун? — тепӗр хут ыйтрӗ Филонов.
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.