Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлия Филиппова (Асанкасси), Виктория Зуева, Татьяна Прокопьева (Нӗркеҫ), Николай Казаков, Татьяна Анисимова (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел) ячӗсене кӑмӑлтан асӑнса хӑварас килет.

Помоги переводом

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ку — Хӗветли инкен кӗҫӗн ывӑлӗ Санька…

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Халӗ иккӗшӗ те ученӑй, иккӗшӗ те ача-пӑча ӳстерсе ҫунат айӗнчен вӗҫтерсе кӑларнӑ, акӑ ӗнтӗ, кӗҫӗн ачисенчен мӑнук кӗтмелле…

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Аслӑ ӳсӗмри ҫынна Изванккӑра тӗпленнӗ Раиса хӗрӗ те манмасть, мӑшӑрӗпе тӑтӑшах килсе ҫӳреҫҫӗ вӗсем, виҫӗ мӑнукӗпе 4 кӗҫӗн мӑнукӗ те татӑлмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Кӗҫӗн ывӑлӗ пурнӑҫ тытни вара килӗшӳллӗ те.

Помоги переводом

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Кунсӑр пуҫне «Шкулти медиа-центр», «Шкул театрӗ» проектсемпе ӗҫлеме пуҫланӑ, кӗҫӗн классемпе «Орлята России» программа вӑя кӗрет.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Вырӑнти вӗренӳ пайӗнче вара Кӗҫӗн Тӑвана мар, Чӑваш Сурӑм шкулне яраҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Алла диплом илсен Етӗрне хӗрне институтран Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван шкулне ӗҫлеме кайма направлени панӑ.

Помоги переводом

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ҫуллахи каникул пырать пулин те кӗҫӗн классенчи ачасем тӑван шкул ытамӗнчех-ха.

Помоги переводом

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Пахом Петровичӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Якур пулчӗ вӑл.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хамӑр ывӑл таврӑнать-ҫке, кӗҫӗн ывӑл таврӑнать, карчӑк!

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ыран таврӑнаканни ҫавӑ ӗнтӗ вӑл, кӗҫӗн ывӑлӗ Якур ыран, служба вӗҫлесе, киле таврӑнать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Таҫта та мӑкӑльтетсе ҫӳрерӗ санӑн курӑннӑ-курӑнман кӗлеткӳ: вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнче, Алтай крайӗнчи тӑп-тӑрӑ шывлӑ Повалиха ҫырми ҫаврӑнса юхнӑ ҫӗрте, лашасем кӗҫеннипе-тулхӑрнипе, кӑмӑрт-кӑмӑрт курӑк ҫинипе янӑраса тӑракан улӑхра, Кӗҫӗн Пӑла хӗрринчи курнасен тӗтӗмӗнче…

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗҫӗн Пӑла хӗррипе завода кайнӑ чух, заводран киле таврӑннӑ чух ҫул тӑршшӗпех теттесем — пӗчӗк чӳлмексем, тирӗксем, кӗлеткесем туса утать Тимуш, хирте вӗсене ҫул хӗррине, ялта карта юписем ҫине ларта-ларта хӑварать.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Васкаса авлантарасси ҫавӑнтан килет: ҫуркунне карчӑкпа старик хӑйсен кӗҫӗн ывӑлне, Думитру шӑллӗне, салтака ӑсатаҫҫӗ, ҫапла вара иккӗн ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлтӗр кӗҫӗн ывӑлӗ те, Павӑл, аслӑ шкул пӗтернӗ — ялхуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, экзаменсем хыҫҫӑнах мӑшӑрланнӑ, стройкӑра ӗҫлекен хӗре, крановщицӑна илнӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйсен патӗнче тӑватӑ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн унти ачасем пирӗн ялти тулли мар вӑтам шкула ҫӳретчӗҫ (юнашарах пирӗн ялсем: Ҫтаппансен ялӗ — Кӗҫӗн Пӑлан вашмӑк сӑртлӑ сулахай ҫыранӗнче, пирӗн ял — сылтӑмри тӳремлӗхре).

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӗҫӗн Таяпа, Элекҫей Тимеш, Елчӗк, Таяпа Энтри ялӗсенче ҫӗнӗ шыв башнисем вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Пӑваран Аслӑ Шӑхальне каҫмалли кӗпере юсанӑ, шкулсемпе ача сачӗсенчи ӑшӑ пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ, Курнавӑш, Елчӗк, Тӗмер чиркӗвӗсенче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Помоги переводом

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Вӗсем Кӗҫӗн Ҫавалта шыва кӗнӗ.

Они купались в Малом Цивиле.

Красноармейски тата Куславкка районӗсенче 2020 ҫулта ҫуралнӑ 2 ача путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35122.html

Акӑ, кӑҫал водолазсем Прашкушкӑнь, Мӑн Шӗвӗш, Кӗҫӗн Тӑван, Тури Выла, Анаткас Ҫулавӑҫ тата Анаткас Сурӑм ялӗсенче тата Элӗк округӗн администраци ҫурчӗ ҫумӗнчи пӗвесене ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ.

Например, в этом году водолазы очистили от мусора пруды в деревнях Прошкино, Большие Шиуши, Малые Туваны, Тури-Выла, Анаткасы и Анаткасы, а также возле здания администрации Аликовского округа.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней