Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӗмӗл сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗмӗл (тĕпĕ: кӗмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмӗ ҫамрӑках мар, унӑн ҫӳҫӗ хушшинче кӗмӗл пайӑркасем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ман кӗсъерен кӑларса илнӗ кӗмӗл укҫа эсӗ!

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун тӑрӑх кӗмӗл тумламсем шуса анчӗҫ.

Помоги переводом

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унсӑр пуҫне шкултан вӗренсе тухакансене каллех кӗмӗл медальсем парӗҫ.

Кроме того, выпускникам школ вновь будут вручать серебряные медали.

Путин кӗмӗл медальсем тата шкул ачисене ӗҫ воспитанийӗ памалли указ ҫине алӑ пуснӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... sn-3375154

Илемлӗ анлӑ Атӑл тӑршшӗсем, Кӗмӗл пӗрчӗ пӗрӗхеҫҫӗ Ҫӳлӗех те хумӗсем.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Ҫавӑн пекех икӗ «тӑваттӑ» ыттисем «пиллӗк» паллӑсемпе пӗтернӗ 11 класс вӗренекенӗсене «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн» II степень (кӗмӗл) медаль пама ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Бахтияр Исхаков - чемпион, ҫавӑн пекех Пушкӑртстанри ухӑпа перекенсем хушшинче кӗмӗл призер.

Бахтияр Исхаков – чемпион, а такжe cеребряный призеp Башкортостана по стрельбе из лукa.

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/eme/2023-08-12/b ... le-3384390

Шывӗ сивӗ, ҫемҫе, унта тӑвар, кальци ҫук, анчах ун вырӑнне кӗмӗл ионӗсем пур.

Вода в нем холодная, мягкая, в ней нет солей кальция, но зато имеются ионы серебра.

Интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/t-van-tavral ... ev-3354977

Ку йышши текстсен шучӗ — вун иккӗ, вӗсем 301 А (виҫӗ патшалӑх: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр) сюжетпа пӗрлешеҫҫӗ.

Основной мотив в них такой: батыр, спустившись в земную дыру, оказывается в подземном царстве и сражается с Чиге-стариком (со змеем, с медным / белым медведем и др.).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫавӑн пекех поэзи каҫне килнӗ Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, Галина Кӗмӗл, Зоя Сывлӑмпи, Ольга Австрийская, Ольга Васильева, Мальвина Петрова, Нина Царыгина, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх артистки Надежда Кириллова, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хӑйсем ҫырнӑ е килӗшекен сӑвӑсене вуласа киленчӗҫ.

Помоги переводом

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

Кӗмӗл ҫӳҫлӗ кӑлкан Тинӗс пек хумханни, Пархатарлӑ уй-хир Хӑй патне илӗртни.

Помоги переводом

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Хӑйӗн иксӗлми хӑватлӑ кӗмӗл тӗслӗ ҫутипе тавралӑха тирет.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ун валли сӑлтавсем нумай пулаҫҫӗ вӗт: пӗрин ача ҫуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчӑкӗ вилет — ӑна асӑнмалла, пӗри ывӑлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хӑйӗн карчӑкӗпе ЗАГСра ҫырӑннӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитнине аса илсе «кӗмӗл туй» тӑвать…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ «кӗмӗл волонтерсем» «Туслӑх садне» тата та капӑрлатнӑ.

Помоги переводом

Сад илемӗ чун-чӗрене тыткӑнлать // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Сӗт кӳллине кайса янӑ ача кӗмӗл такана ҫинче ылтӑн панулмипе выляса ларать, тет, тавралӑха йӗри-тавра ҫутатать, тет.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

«Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьёва, Лидия Сарине, Ольга Фёдорова, Галина Кӗмӗл ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, кӑмӑла кайнӑ йӗркесене вуласа пачӗҫ, кӑларӑма кун ҫути парнелеме пулӑшнӑ ҫыравҫӑн мӑшӑрне Галина Фёдоровӑна, вӗсен ывӑлне Александр Фёдорова ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Шӑплӑхра салтак ачисен юрри, тальянкӑн кӗмӗл сасси чылай вӑхӑт илтӗнсе тӑчӗ — Акивер ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче, Анаткасра, Тукасра…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Вӑрр, вӑрр вӗлкӗшеҫҫӗ кӗпе аркисем, шӑнкӑр-шӑнкӑр шӑнкӑртатаҫҫӗ кӗмӗл тенкӗсем, шак-шак-шак! пӗр харӑс сасӑ параҫҫӗ хӗрсен аттисемпе каччӑсен пушмакӗсем.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тӑмран кӗмӗл укҫа пек янӑраса тӑракан савӑт-сапа тума пултарать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней