Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кайӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Кайӑк (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахҫан, санпа пурӑнма пуҫласан, эсӗ аякка кайсан, кайӑк пулса вӗҫсе пырас килетчӗ.

Помоги переводом

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лесник чӗри, кушак ҫӑварне лекнӗ кайӑк пек, кӑрт-кӑрт туртӑнать, тапкаланать.

Помоги переводом

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Апатшӑн антӑхакан кайӑк чӗппи пек.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунта ӗнтӗ сывлӑшӗ таса, кайӑк чӗвӗлтетӗвӗ.

Помоги переводом

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пирӗн яла? — Тамара кӑкӑрне, чӗре кӑшкарне, темле хыпаланчӑк кайӑк кӗрсе ӳкет: кӑрт-карт сикет вӑл, кӗҫ-вӗҫ тухса тараслах вӗткеленет.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗтнӗ-шаннӑ кайӑк йӑвара пулмарӗ…

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Туйӑнать ҫеҫ мар, чӑнахах та ҫапла, мӗншӗн тесен леш хуҫкаланчӑксем, тем те аппаланнӑ хыҫҫӑн тарӑхса, кайӑк чӗвӗлтетӗвне те илтсе юлаймаҫҫӗ; ҫынран мӑшкӑллаканӑн хӗвел епле ыррӑн кулнине пӑхса рехет курма та вӑхӑчӗ ҫук.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫыннӑн усал сӑмахӗ, ҫӑткӑн кайӑк евӗр, ют ҫын чунне иленме, унта йӑва ҫавӑрса, ҫумра мӗн лайӑххи пуррине аркатса пурӑнма юратать.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ну, йӑпӑлти эс пӑртак, — чӗппине ҫунаттипе ҫупӑрлакан кайӑк евӗр, хӑрах аллипе мӑнукне ыталать ватти.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Геометри кукрашкисене, ҫеҫке таврашне тата этем, чӗрчун, вӗҫен кайӑк кӗлеткисене тӗрленӗ.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Районти вӑрмансенче тӗрлӗ тискер кайӑк питӗ нумай.

В лесах района насчитывается очень много разных зверей.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

Йывӑҫсем те хумханман, кайӑк сасси те илтӗнмен.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ӑна пӗлес тесессӗн, кӑнтӑралла вӗҫекен кайӑк хур ӗмӗлкисемлӗ хирсемпе ҫарансене, пилеш пайӑркисемпе ҫунса ларакан вӑрмансене, темле шухӑша кайса хуллен-хуллен кӑна хумӗсене шӑмпӑлтаттарса юхакан шывсен хӗррине тухмалла.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑйсӑрланнӑ кайӑк сывлӑшалла пӗрре ҫӗкленнӗ те каллех ҫӗрелле персе аннӑ, унтан каллех ҫӗкленнӗ, татах ӳкнӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ӑна апат та, шыв та ҫителӗклех панӑ, анчах ҫав кайӑк кунран-кунах начарланса пынӑ, юлашкинчен вилес патнех ҫитнӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шаннӑ йӑвара кайӑк пулмарӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл халь тискер кайӑк пек туйӑннӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пирӗн пуҫ ҫинченех, аялтанах, темӗнле чӑпар кайӑк вӗҫсе иртрӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сиккимӑн патшалӑх символӗсем: чӗрчун — пӗчӗк панда, кайӑк — хӗрлӗ фазан, йывӑҫ — рододендрон, чечек — пархатарлӑ орхидея (Cymbidium goeringii).

Государственные символы Сиккима: животное — малая панда, птица — багряный фазан, дерево — рододендрон, цветок — благородная орхидея (Cymbidium goeringii).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Мускавра пичетлесе кӑларнисем хушшинче: П. Хусанкайӑн, Я. Ухсайӑн, С. Шавлин сӑвӑ кӗнекисем, А. Кӑлганӑн «Сар-Иван» поэма-юмахӗ, Хв. Уярӑн «Таната», Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр», М. Кибекӗн «Кайӑк тусӗ» романӗсем; «Чӑваш калавӗсем», «Чӑваш лирики», Н. Терентьевӑн «Куккук ҫаплах авӑтать» пьеси; Украинӑра пичетленсе тухнӑ «Ҫурхи ҫил», Болгарире пичетлесе кӑларнӑ «Нарспи» поэма т. ыт. те.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней