Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫыр катрамӗсенчен аллисемпе чавалана-чавалана старик ҫӳле пакшалла хӑвӑрт улӑхрӗ, виле патӗнчехчӗ ӗнтӗ…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Вӑл пуҫне сулкаланӑ май ассӑн сывла-сывла хӑпӑл-хапӑл тӗпчев ирттерчӗ — ӑнсӑртран кунта килсе лекнӗ кирек кам та ҫапла тӑвӗччӗ: виле тавра ҫаврӑнчӗ, револьверне ҫӗклерӗ, пӗр йӑвара пуля ҫуккине курса ӗненчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Туратсене хуҫа-хуҫа лаша виле патне ҫывхарсах пырать.Обрывая ветки, лошадь подвигалась к трупу все ближе и ближе.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Виле ҫинче шӑна пӗлӗчӗ явӑнать — нӑкӑ, йывӑр ҫак кӗлетке айӗнчен сарӑлнӑ чӗрӗ какай шӑрши илӗртет вӗсене; ӳт айӗнче ҫӗр ҫыпҫӑнчӑк-нӳрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
— Енчен те сана ҫак вырӑнта тепре курас тӑк, — Герд пуҫне вӑкӑр пек тайӑлтарса пӑрчӗ, — эсӗ манӑн умрах виле шӑтӑкӗ чаватӑн.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Пире шӑпа таткала-таткала тӑпӑлтарӗ, анчах эпир унӑн виле ӳчӗ урлӑ каҫса каятпӑрах.Нас будет рвать на куски судьба, но мы перешагнем через ее труп.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Кунта, ҫак виле шӑтӑкне, кам кӗртрӗ сана?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Ку — кивӗ, лайӑх вӑйӑ; ӑна ҫуррине ҫитсен пӑрахма юрамасть, тата кунсем карт мар; вӗсен, манӑн ҫакӑнта пӗтекен хаклӑ кунсен, виле ӳчӗсен умӗнче тупа тӑватӑп: татӑлса ывӑтӑннӑ икӗ вӗҫе туртса ҫыхатӑп, ҫав тери хытӑ, аллӑм сурса ыратма пуҫличчен хытӑ туртса ҫыхатӑп, ҫав тӗвӗре санӑн мӑйу хӑрӑлтатӗ!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Вӑл — пӑлхавҫӑ виле.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Тӑлӑх арӑм пӳрчӗ умӗнчи каҫ аса килчӗ, анчах ытти аса илӗвне хӑйӗнчен хӑй сасартӑк ҫав тери йӗрӗнни тытса чарчӗ; ӑна иртнӗ пурнӑҫӗ, вӑл виле ӳт пулни, хӑй халӗ урисене усса ларакан виле шӑтӑкӗ, хӑйӗн тавра сапаланнӑ тӑпра тӗмескисем — пурте-пурте тӳсме ҫук йӗрӗнтереҫҫӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
— Суринэ, мана виле шӑтӑкне пытарасшӑн пулнӑ-и?
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Виле шӑтӑкӗ чавнисенчен пӗри ӗнер алтса пӗтереймен шӑтӑк тӗлӗнче, Суринэрен инҫех мар, тимӗр кӗреҫе пӑрахса хӑварнӑ.Накануне гробокопатель оставил неподалеку от Суринэ, у недорытой могилы, железный заступ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Такамӑн кӑмӑлӗ ыйтнине пӑхӑннӑн вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ, хӑлхине ҫӗр ҫумне тытрӗ; унтан… виле ӳте хунӑ вӑрттӑн шӑтӑкран пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр пӑшӑлтатӑвне, чӑшӑлтатӑва, сисӗни-сисӗнми хусканӑва тата аякран-аякран килекен сасса илтрӗ; ҫак сасӑ, ахӑртнех, тупӑк тӑвӑрлӑхӗнче ухмаха ернӗ ҫын ҫухӑрӑвӗпе янӑрать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Виле бизань айӗнче выртать, ахӑртнех, ҫӗрме пуҫланӑ, мӗншӗн тесен питӗнчен Аян ун патне пӗшкӗнсен килӗшӳсӗр, пылак шӑршӑ кӗрет.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Виле аялалла шуса анчӗ, ӳкрӗ те палуба хӗрринче ҫухалчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Гарвей виле патне пычӗ — ҫара пуҫӑн; ҫавӑнтах ыттисен аллисем те пуҫӗсем патнелле ҫӗкленчӗҫ — вӗсен ҫунтарнӑ кирпӗч тӗслӗ ӗнсисемпе мӑйӗсем вара хӗртӗнмешкӗн хӗвел пичӗ еннелле тӑсӑлчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пурте виле йӗри-тавра кӗпӗрленчӗҫ; Пэд халӗ туйӑмсен сирпӗнӗвӗ ҫине нихӑҫанхинчен те лӑпкӑрах пӑхать, унӑн командинче нумайӑшӗ вара, револьверне ҫурӑм хыҫӗнче тытса, ушкӑн варринелле хӗсӗнсе кӗресшӗн; кӑшкӑрусенче тимӗр пек янӑракан тембр илтӗнет — эппин, команда хӗрмеллипех хӗрсе ҫитнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Моряксем карталанса тӑчӗҫ, лейтенант виле патнех куҫрӗ, сӗтел хӗрринчен тӗршӗнчӗ.Образовался кружок, лейтенант встал у трупа, упираясь рукой в край стола.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сана пула, Пэд, — сассине хӑпартса Редж виле енне ҫаврӑнчӗ, — кӑштӑркка кашкӑр ҫурисенчен чӑн-чӑн кашкӑрсем ҫитӗнчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Акӑ, — вӑл аллине виле пуҫӗ еннелле тӑсрӗ, — хӑвӑрах куратӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.