Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ахаль тӑвара шыва ярса ирӗлтерсе, шывне ӑшӑтсан, ҫавӑн пекех шывӗ пӑс пулса сахалланать те, ытлашши тӑвар тӗпне ҫӑнӑх пек лармасть, тӑп-тӑваткал тӑватӑ кӗтеслӗ япала пула-пула ларать.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Ҫапла, эсир тӗрӗс каларӑр, майор, вӑл чӑнах та ҫавӑн пек тутарасшӑн! — тесе ответлерӗ мустангер, хӑй тыткӑнти тӑватӑ ураллӑ чӗрчун ҫине мар, ҫамрӑк креолка ҫине куҫӗпе вӑрт пӑхса илчӗ, лешӗ каялла чакса, хӑнасен ушкӑнӗ ӑшне пытанчӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӳшше астума никам та юлман; унта прерире пурӑнакан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем кӗрсе ан кайччӑр тесе, лаша тирӗпе карса лартнӑ алӑкне ҫеҫ хупса хунӑ.
VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ вара хут ҫине: «Чӗрӗ, сывӑ, ҫӳлте тӑватӑ ҫухрӑмра», — тесе ҫыртӑм та ӑна кӑвакарчӑн мӑйне ҫыхрӑм.Я написал на бумажке, что я жив и здоров, на 4-х верстах высоты, и привязал бумажку к шее голубя.
Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Барометр тӑрӑх эпӗ хам миҫе ҫухрӑм улӑхнине пӗлтӗм: эпӗ тӑватӑ ҫухрӑм улӑхнӑччӗ ӗнтӗ.
Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑмпӑ хатӗр; ӑна тӑватӑ вӗренпе кӑкарса хунӑ; вӑл ҫӳлелле туртӑнать, чӗтренсе каять, пӗрӗнсе те кӗрет, татах та тулса ҫитет.Шар был готов; он подрагивал, рвался вверх на четырех канатах и то морщился, то надувался.
Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл чухласа илчӗ: хӑйсем йӗрлесе пынӑ хӗрӗх тӑватӑ кустӑрма йӗрри хӑйсен обоз йӗрриех пулчӗ иккен.Он понял, что следы сорока четырех колес, по которым они ехали, были следами их собственного обоза.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ вӑрман хыҫӗнчен тӑватӑ кӑвак лашаллӑ кӳме килнине куртӑм та: «Килет! Килет!» — тесе кӑшкӑрса ятӑм.Я увидел из-за рощи четверню серых и коляску и закричал: «Едет! едет!..»
Эпӗ чӑн малтан пӑшалпа мулкача персе тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ку ҫӗмӗрт тӗмӗн ӳсменччӗ, пӗр йывӑҫ пулса ӳснӗччӗ, унӑн хулӑнӑшӗ пӗр виҫӗ вершука яхӑнччӗ, ҫӳллӗшӗ тӑватӑ чалӑша ҫите пыратчӗ.Черемуха эта росла не кустом, а деревом, вершка три в отрубе и сажени 4 в вышину.
Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫавӑнпа эпӗ хуҫаран тӑватӑ йывӑҫ чашӑк ыйтса илтӗм те, вӗсене шыв тултарса, кровать урисене шывлӑ чашӑк ҫине лартрӑм.
Хӑнтӑласем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тӑватӑ негр килнӗ кун калифорни купцин Джемс Уэлдон мистерӑн ҫуртӗнче уяв пулни каламасӑрах паллӑ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вара 1877 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тӑватӑ негр Джемс Уэлдон ҫурчӗн алӑкне пырса шаккарӗҫ.И 15 ноября 1877 года четыре негра постучались в двери дома Джемса Уэлдона.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑватӑ ҫул каярах хастар ҫулҫӳревҫӗн шӑпах Конго вӑрринче ӗнтӗ туземецсемпе вӑтӑр икӗ хут ҫапӑҫма тӳр килнӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр тӑватӑ кун хушшинче, июлӗн 11-мӗшӗнчен 14-мӗшне ҫити, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем таврари вырӑн сӑн-сӑпачӗ вӑйлӑ улшӑннине асӑрхарӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вырӑнтан вырӑна куҫма ӑна никам та чарманнипе вӑл, хӑйӗн Динго тусӗ пек, кимӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне тӑватӑ уран упаленет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах талӑкри ҫирӗм тӑватӑ сехетрен вуниккӗшӗпе ҫеҫ усӑ курсан, ахаль те вӑрӑм ҫулҫӳрев татах та вӑрӑма кайӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку вӑтӑр фут тӑршшӗ, тӑватӑ фут сарлакӑш шӑнӑҫуллӑ кимӗ; кун пек кимӗ ҫинче темиҫе кӗсменҫӗ пулать, пысӑк кӳлӗре вӑл темиҫе кӗсменпе авӑснипе хӑвӑрт ишет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ирхине пӗр тӑватӑ сехет тӗлнелле Сузи экспедицири пилӗк ҫынпа пӗрле ҫулҫӳревҫӗ хӳшшипе кӗнӗ.Около четырех часов утра Сузи и пять человек из экспедиции вошли в хижину путешественника.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку майӑн 20-мӗшӗнче, вӑл Кейптаунран тухса кайни тӑватӑ ҫул иртсен, пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑватӑ ҫул иртсен, Ливингстон бечуансен облаҫӗнчи Колобенга куҫса кайнӑ, вӑл Куруманран икҫӗр ҫирӗм пилӗк миля ҫурҫӗререх.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.