Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм тавраран татти-сыпписӗр рабочисем килсе тӑнӑ — вӗсене те малтанхи ҫил-тӑмансем пуҫланиччен трасса ҫине ӑсатмалла пулнӑ.

Со всего края непрерывно прибывали группы рабочих — их тоже надо было перекинуть на трассу до первых буранов.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи вырӑнтах медицина кӗнекисемпе шкаф тӑнӑ, тумбочка ҫинче пластинкӑсемпе пӗрле патефон пулнӑ, пӗчӗк сӗтел — больницӑри столяр парни, илемсӗр тӗкӗр, ун умӗнче вара, лутра сӗтел ҫине сарнӑ чӗнтӗр ҫинче, хобочӗсене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пӗчӗк слонсем, одеколонпа духи кӗленчисем, ҫӳҫ турамалли пысӑк тура.

На прежнем месте была полочка с медицинскими книгами, тумбочка с патефоном и пластинками, туалетный столик — подарок больничного столяра, грубое зеркало и перед ним на кружевной полосе крошечные слоны с поднятыми хоботами, склянки с одеколоном и духами, большая расческа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Проекта тепӗр хут пӑхса тухасси ҫинчен трасса ҫинче вӑрҫан малтанхи кунӗсенчех сӑмах ҫӳреме пуҫларӗ.

— С первых дней войны на трассе раздавались голоса о том, что надо пересмотреть проект.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ сирӗн малтанхи ыйтӑвӑра ответ парасшӑн, — сӑмах хушрӗ Беридзе.

— Я хочу ответить на ваш первый вопрос, — сказал он.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ав Беридзепе Ковшов малтанхи кунтанах трасса ҫине каяс тесе ман ҫума ҫыпҫӑнаҫҫӗ.

Вон Беридзе и Ковшов с первого дня пристают: хотим на трассу!..

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Чи малтанхи сӑмаха тӑххӑрмӗш участока пама та хирӗҫ мар.

И согласен даже предоставить девятому участку первое слово.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Таня куна Сморчков ӗлӗк Грубский шоферӗ пулнӑ пирки ыйтрӗ, анчах вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех вӑл грузовик ҫине куҫнӑ.

Она спросила это потому, что Сморчков раньше был шофером Грубского, но в первые дни войны перешел на грузовую машину.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи главный инженерпа ҫӗнни хушшинчи хӗрӳ тавлашӑва.

горячий спор между старым главным инженером и новым.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи главный инженер, Беридзен юлашки сӗнӗвӗ ҫинчен илтсен, куҫкӗретех кулса, хӑй патне канаш ыйтма пынӑ Кобзев ҫыннисене ҫапла каланӑ:

Услышав о последнем предложении Беридзе, бывший главный инженер со злорадством сказал прибежавшим к нему за советом проектировщикам из группы Кобзева:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл кивӗ проектӑн малтанхи материалӗсене тишкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакна пӗлнӗ: сӑнаса тӗпченӗ ҫынсем трассӑна сулахай енӗпе хывма сӗннӗ, анчах сулахай енчи ҫыран айлӑм пулнӑ пирки, ҫуркунне шыв илет тесе, Грубский ҫак сӗнӳпе килӗшмен иккен.

Затем он внимательнейшим образом изучил черновые материалы старого проекта и убедился: левобережный вариант трассы предлагался изыскателями, но был отвергнут Грубским, так как участки левого берега затапливались во время паводков.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Предприятисен директорӗсем унӑн кӑмӑлне кайрӗҫ: хӑшӗ-пӗри ӑна крайра малтанхи хут ӗҫленӗ вӑхӑтранпах астунӑ.

Директора предприятий ему понравились, иные еще не забыли его по прежней работе в крае.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи вӑхӑтра Либерман Федосова кансӗрлеме пултарасса туйса, Батманов телефон тӑрӑх ҫӗнӗ отдела хӑйне уйрӑм баланс ҫине куҫарма хушрӗ.

Предчувствуя, что на первых порах Либерман будет мешать Федосову, Батманов по телефону распорядился выделить новый отдел на самостоятельный баланс.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑшпӗр материалсем, кӑнтӑр енчи заводсенчен вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче тиесе янӑскерсем, ҫул ҫинче ҫухалнӑ.

Некоторые материалы отгружались южными заводами в первые дни войны и пропали в пути.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл хӑйӗн малтанхи начальникӗ ҫинчен пӗр сивӗ сӑмах та каламарӗ, нимӗн те ун ҫине йӑвантармарӗ, анчах вӑл каланӑ сӑмахсем Либермана питӗнчен ҫупнӑ пекех пулчӗҫ.

Он не допустил ни одного выпада против своего бывшего начальника, ни разу на него не сослался, однако все им сказанное как бы хлестало Либермана по лицу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫак киле пырса кӗрсенех Василий Максимович картина умӗнче чарӑнса тӑнӑ та вырӑнти художникпа хваттерӗн малтанхи хуҫине тӑрлавсӑр картинӑшӑн сасӑпах вӑрҫса илнӗ.

Василий Максимович, когда впервые вошел в дом, остановился возле картин и вслух подивился безвкусию местного художника и бывшего хозяина квартиры.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батманов халь ӑна малтанхи хут пӳлчӗ:

Батманов впервые оборвал его:

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи хут тӗл пулнӑ пирки ҫеҫ хампа ҫавӑн пек тӑрлавсӑр калаҫма ирӗк паратӑп.

— Только ради первой встречи разрешаю вам вести со мной разговор в этом бесшабашном кавалерийском стиле.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Малтанхи аслӑ инженер темшӗн: телефон вӑл сана ҫеҫ, трасса тӑрӑх сведенисем пухма кирлӗ, тетчӗ.

Главный инженер, бывший, почему-то считал, что провод нужен только мне для получения сводок с трассы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тата, пуринчен ытла, фронтсенчен ытла та инҫетре тӑракан тата темиҫе ҫул хушши пыракан строительство государствӑна часах кирлӗ пулма пултарассине малтанхи руководительсем ӗненмен.

И, главное, прежние руководители не верили, что строительство, столь отдаленное от фронтов и долгосрочное, может понадобиться государству немедленно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Строительствӑн малтанхи руководителӗсем халӑх умне тӑрса, вӗсене ертсе пыма пултарайман, Нефтепровода виҫӗ хут хӑвӑртрах тӑвас задани вӑрҫӑра вӗсене малтанхи хут тӗрӗслесе пӑхни пулнӑ, ҫапах та вӗсем тавлашма пуҫланӑ.

Прежние руководители строительства не сумели пойти впереди людей и повести их за собой; задание — втрое ускорить постройку нефтепровода — было их первым испытанием в войне, они же стали его оспаривать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней