Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑнран кайнӑ мулкач енчен енне ҫапкаланать, тӗрлӗ тискер кайӑксем те тапраннӑ, вӗҫен кайӑксем те вӑрмантан каяҫҫӗ.И мечется обезумевший заяц, и встаёт всякий зверь, и птица улетает из леса.
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Юлашкинчен ҫав хӗрӳ, хускалман йывӑҫсемшӗн чи телейлӗ, тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксемшӗн хӑрушӑ сехет ҫитет.
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Пӳртӗн ҫаврака тӑррине эпир тата лайӑх клеенкӑпа витрӗмӗр, пӳрте пӗтӗмӗшпех симӗс сӑрӑпа сӑрларӑмӑр; ҫакна эпир пирӗн пӳрт вӑрман тӗслӗ пултӑр, вӑл вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксене хӑратса ан тӑтӑр тесе турӑмӑр.
Кустӑрмасем ҫинчи пӳрт // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 69–71 с.
Хӑш чухне унӑн автанне кӳршӗ автанӗ тӳпелеме тытӑнсан, вара вӑл вӑрӑм патак илсе кӳршӗ автанӗ ҫине: — Э-э, карӑш, вӑрӑм сӑмса, тискер! — тесе кӑшкӑрса ыткӑнатчӗ.
Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.
Ҫавӑн пек тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем, тискер кайӑксем вара ытларах йӗрсене вулаҫҫӗ.Так по-разному сказывают птицы, а звери больше читают следы.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Чакак мулкач вырӑнне кӑтартса панӑ, анчах вӑл мулкача ҫын тата тискер кайӑк ӑҫта пулнине те кӑтартса парать, уншӑн кама малтан асӑрхани ҫеҫ пултӑр.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен иккӗмӗшӗ — вӑл сасӑ пулать, тесе шутлатӑп эпӗ.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Сӑмахран, капкӑн лартатӑн, ватӑ, ӑслӑ тискер кайӑк капкӑн патне пырса, пӑхкаласа ҫаврӑнать, кӑмӑлне каймасть те пӑрӑнса каять.Бывает, ставишь капкан, зверь старый, умный побывает возле, не понравится ему, и отойдет.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
— Пӗлетӗп ӗнтӗ — терӗм эпӗ, — пӗрре ҫеҫ мар хӑрушлӑхра пулнӑ ватӑ тискер кайӑксем ялавсем айӗнчен тухни те пулать, анчах ун пеккисем сахал, нумайӑшӗ, пуринчен ытла ҫамрӑккисем, ялавсене курман та.
Вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем калаҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 47–51 с.
Кӑвак пӗлӗт ҫуттинче эпӗ шуса пыракан тискер кайӑк кӗлеткине куртӑм.
Барс // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 40–42 с.
Канса ларнӑ чухне эпӗ ту сланецӗ текен тусанланнӑ чула сӑнаса пӑхма тытӑнтӑм та тусанлӑ чул ҫинче илемлӗ тискер кайӑкӑн ҫемҫе ури йӗрне аванах куртӑм.
Барс // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 40–42 с.
Пӗр-пӗринпе пит туслӑ, анчах ашкӑнма юратакан, пирӗн чее тилӗсен ҫывӑх тӑванӗсем пулса тӑракан ҫав тискер кайӑксен пурнӑҫне эпӗ питех те интересленсе сӑнарӑм.
Кӑвак песецсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 39–40 с.
Хаклӑ йышши тискер кайӑксем вара ҫавӑнта пурӑнма хӑнӑхнӑ.
Кӑвак песецсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 39–40 с.
Пирӗн тискер кайӑк ӗрчетекен ҫынсем ҫурҫӗр енчен кӑвак песецсем илсе килсе, вӗсене утрав ҫине янӑ.Наши звероводы привезли с Севера голубых песцов, пустили на остров.
Кӑвак песецсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 39–40 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир тискер кайӑкӑн йӑвине часах салатрӑмӑр, илемлӗ чул тусене вара Ӑмӑрткайӑк йӑви тесе ят патӑмӑр.Мы вскоре после этого разорили гнездо хищника, а красивые скалы назвали орлиным гнездом.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Пӑлансене ҫиме курӑк та, йывӑҫ турачӗсем те нумайччӗ, пирӗн хаклӑ хӑнасене тискер кайӑксенчен — леопардсемпе кашкӑрсенчен тата ӑмӑрткайӑксенчен те сыхламалли ҫеҫ юлсаччӗ.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Кӑнтӑрла вӗсене кирек мӗнле вӑйлӑрах тискер кайӑк та тивме пултарать, — терӗм.
Мулкач ҫӗр каҫни // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 9 с.
— Тискер мар, анчах вӑйлӑ та хастар пуласшӑн.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Е эсир тискер пуласшӑнччӗ-и вара?
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл тискер, эпир сирӗнпе — алла иленнӗскерсем.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.