Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа виҫӗ талӑк тулассине кӗтсе тӑмасӑрах эпӗ секретарь тусӑм патне ҫыру ҫырса ятӑм, император ирӗк панипе эпӗ Блефускуна тухса каятӑп, тесе пӗлтертӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Императорпа ун ҫумӗнчи пур ҫывӑх ҫыннисем эпӗ тытӑннӑ пысӑк ӗҫ мӗнле пӗтессине ҫыран хӗрринче пӑхса кӗтсе тӑчӗҫ.Император и все придворные стояли на берегу в ожидании исхода этого великого предприятия.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан эпӗ куҫлӑха хыврӑм та, шыв чакасса пӗр сехете яхӑн кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн, пролив урлӑ карапсене хам хыҫран туртса ашса каҫрӑм, Лилипути императорӗн портне тӑшман карапӗсене чиперех ҫитертӗм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кӗтсе илтӗм!
Елена Енькка ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке пичетленсе тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30400.html
Тен, ашшӗ-амӑшӗ те, ывӑлӗпе инкек пулнине пач чухламасӑр, ҫыру-хыпар кӗтсе пурӑнать пулӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вӑл мӗн каласса кӗтсе, ӑна юлташӗсем хупӑрласа илчӗҫ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Тӑхӑр уйӑх каярах вырӑс ҫыннисем Кутузова ҫакӑн пекех кӗтсе илме тухнӑ.Девять месяцев тому назад русские люди так же выходили встречать Кутузова.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫул тӑршшӗпех, хурланнипе шӑп пулса, халӑх траурлӑ процессие кӗтсе тӑнӑ.На всем пути в скорбном молчании народ встречал траурную процессию.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Прусси халӑхӗ вырӑс ҫарне питех те кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Сирӗн приказӑра кӗтсе таратӑп».
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузов ӑна пысӑк чыслӑхпа кӗтсе илнӗ, тӑшманран туртса илнӗ темӗн чухлӗ ялавсене ун умне тайнӑ, патша вара Кутузова вырӑс ҫарӑн чи пысӑк наградине — пӗрремӗш степеньлӗ Георги хӗресне панӑ.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Манӑн аллӑ тупӑллӑ авангард сире Красный патӗнче кӗтсе тӑчӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пирвайхи ҫул ҫинче Кутузов кӗтсе тӑнӑ, иккӗмӗш ҫул ҫинче — мӑшкӑл тӳссе каялла чакмалла.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ирпе вӑл французсем тапӑнассине кӗтсе позицие улӑштарасшӑн пулнӑ.Он ждал к утру наступления французов и решил переменить позицию.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Халӑх Александра нимӗн чӗнмесӗр кӗтсе илнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вара пысӑк ӑс-хакӑллӑ, васкама юратман полководец, ӗҫсене хӑвӑртлатмасӑр кӗтсе тӑма решени йышӑннӑ.И он, мудрый, всегда неторопливый, решил ждать и ее форсировать событий.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Малалла хаяр ҫапӑҫусем кӗтсе тӑнӑ-ха.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Сылтӑм флангра тӑракан ытлашши войскӑсене Кутузов пурне те сулахай фланга куҫарнӑ, хӑйӗн резервӗн войскисене тата центрӑн пӗр пайне, флешсене ҫӑмӑллатас тесе хӑйӗн сылтӑм флангӗнче кӗтсе маневр туса илнӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн ӗҫсем мӗнле пуласса кӗтсе тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Утица ялӗ патӗнче сулахай фланга хирӗҫ Понятовский ҫӑвакан наступлени хӑрушӑ пулнӑ, унта Тучков корпусӗ засадӑра тӑна пулин те, ополченин пысӑк пайӗ пулнӑ пулин те, ҫавӑнтан пӗлтерӳ килессине пӑшӑрханса кӗтсе тӑнӑ та ӗнтӗ Кутузов.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫапӑҫу пуҫланасса кӗтсе ларнӑ ҫӗрлехи канлӗ мар сехетсем хыҫҫӑн кашни полководецах пирвайхи пӑшал сассисене, пирвайхи атакӑсене кӗтет.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.