Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эх, мана мӗн тери аван мар пулнине эсӗ ӗненес те ҫук, — терӗм эпӗ Дмитрие ҫав каҫхинех, хам пурлӑх йышӑнса юлас шухӑшран йӗрӗннипе ун умӗнче мухтанас шутпа (пурлӑх илессинчен йӗрӗнни мана лайӑх пек туйӑнчӗ), — паян ун патӗнче икӗ сехет хушши аран-аран чӑтса лартӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах вӑхӑт пӗр сехет те иртмерӗ, эпӗ хама кӑштах кичем пула пуҫланине е мана ҫакнашкал чаплӑ чухне никам та курманнишӗн хам куляннине туйса илтӗм, вара манӑн ӑҫта та пулин кайса ҫӳрес, мӗн те пулин тӑвас килчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр сехет те, иккӗ те сисӗнмесӗр иртсе каять.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗтесре стена ҫумне ҫакнӑ сехет курӑнать, унӑн циферблатне чечексем ӳкерсе капӑрлатнӑ, вӑчӑрапа икӗ пӑхӑр тукмак ҫакса янӑ: маччапа йывӑҫ шакмаксем урлӑ ҫыхӑнтарнӑ пӗчӗк пӳлӗм ҫумӗнче (ун хыҫӗнче кровать пулма кирлӗ) пӑтасенчен икӗ ряса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вара эпӗ, Сен-Жерома вӗренме каятӑп тесе каласа, хам патӑма ҫӳле хӑпартӑм, анчах тӗрӗссипе вӗренме мар, ҫылӑх каҫарттарма кайиччен (унччен сехет ҫурра яхӑн ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ) хамӑн ӗмӗрӗм тӑршшинчи тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума, хам пурнӑҫӑн тӗллевне тата пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫласа пымалли правилӑсене хут ҫине ҫырса хума шут тытрӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Официантсен пӳлӗмӗнчи сехет иккӗ ҫапма хӑрӑлтата пуҫланӑ вӑхӑтра, аллине салфетка тытса, лӑпкӑ утӑмсемпе танлӑ та хаяр сӑнлӑ Фока кӗретчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кирек епле пулсан та кашни вырсарникун чиркӗве ҫӳретӗп, унтан пӗр сехет хушши евангели вулатӑп, кунсӑр пуҫне хам университета кӗрсен кашни уйӑхра иленекен шурӑ тӗслинчен епле пулсан та иккӗ ҫурӑ (вуннӑмӗш пайне) чухӑнсене паратӑп тата ҫакна никам пӗлмелле мар тӑватӑп: ыйткалакансене мар, никам пӗлмен чухӑн ҫынсене, пӗр-пӗр тӑлӑха е карчӑка шыраса тупатӑп та паратӑп.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икӗ сехет те ҫитрӗ ӗнтӗ, Володя ҫаплах ҫук.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя бронза тӳмеллӗ кӑвак фрак, лакпа ҫутатнӑ атӑ тӑхӑнать, ылтӑн сехет илет; крыльца умне атте фаэтонне пырса тӑратаҫҫӗ, Николай ун ҫивиттине хыҫалалла сирсе хурать, Володьӑпа Сен-Жером кӳмене кӗрсе лараҫҫӗ те университета каяҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗр сехет хыҫҫӑн тепри хӑварнӑ асаилӳсен йӗрӗпе каймастӑп, хам каласа ҫитнӗ вӑхӑт хыҫҫӑнхи тата ман кӑмӑлпа туртӑмсем мӗнле ҫулпа каяссине татӑклӑн та усӑллӑ татса пама пулӑшнӑ пӗр тӗлӗнмелле ҫынпа ҫывӑхланичченхи чи паллӑ асаилӳсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илетӗп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вуникӗ сехет ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн питӗ лайӑх, ҫӑмӑл пек туйрӑм, эхер вӗсем мана питӗ чирлӗ тесе ӗненнине пӑсасси ӑнӑҫсӑрла туйӑнман пулсан, эпӗ вырӑн ҫинчен ҫавӑн чухнех сиксе тӑнӑ пулӑттӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икӗ сехет тӗлнелле Сен-Жеромпа Володя аяла анчӗҫ, Николай ман валли апат илсе килчӗ, эпӗ унпа хам мӗн туса хуни тата мана мӗн кӗтни пирки калаҫу пуҫарсан: — Эх, ырӑ ҫыннам, ан кулянӑр, ҫил вӗрет-вӗрет те хӑех чарӑнать, — терӗ вӑл.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Nachtwächter вунӑ сехет ҫитни ҫинчен кӑшкӑрса пӗлтерсен, эпӗ хамӑн шлепкене илтӗм, укҫа тӳлерӗм те киле таврӑнтӑм.Когда Nachtwächter прокричал десять часов, я взял свою шляпу, заплатил деньги и пошел домой.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кӑвак шӑлаварпаччӗ, лайӑх пуставран ҫӗлетнӗ мундир тӑхӑннӑччӗ, ман ҫумра вунпилӗк талер укҫа тата хамӑн аттен парни — кӗмӗл сехет пурччӗ.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӑватӑ сехет хушши ирӗкре пулатпӑр, канатпӑр!
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сехет ҫурра яхӑн тӗрлӗ сӑнавсем туса пырса, эпӗ ҫухрӑм юписем ҫинчи чалӑш-чӑлӑш цифрӑсем ҫине пӑхмастӑп.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Виличчен пӗр 2 сехет маларах вӑл лӑпкӑ хӗпӗртӳпе ҫылӑх каҫарттарнӑ, «тур юнне» сыпнӑ тата ҫамкине «тур ҫӑвӗ» сӗртернӗ.За час перед смертью она с тихою радостью исповедалась, причастилась и соборовалась маслом.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ыйхӑ витӗр — пӗр сехет ҫине кайсан — мана вӑл калаҫнӑ пек туйӑнчӗ; эпӗ куҫа уҫрӑм, пӑхатӑп: вӑл, ман кӑвакарчӑнӑм, вырӑнӗ ҫинче ларать, аллисене ак ҫапла тытнӑ, куҫҫулӗ чӗресрен тӑкнӑ пек юхать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мамӑкпа ҫӗленӗ утиялӑн шал енӗ ҫине куҫа сиктермесӗр тинкерсе, эпӗ хӗрача сӑнне пӗр сехет каялла чухнехи пекех яр-уҫҫӑн куртӑм; шухӑшӑмра эпӗ унпа калаҫрӑм, тата ҫак калаҫу, пачах нимӗне те пӗлтермерӗ пулин те, мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ, мӗншӗн тесен унта эсӗ, сана, санпа, санӑн сӑмахсем вӗҫӗмсӗр тӗл пулчӗҫ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.