Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куна (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ вӑкӑрсем ӗҫре, куна эпӗ лайӑх пӗлетӗп.

По крайней мере, старые быки в работе, это я точно знаю.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Куна хӑв пӗл.

— Это уж сам суди.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, куна эсӗ кӑлӑхах.

— Ну, уж это ты напрасно.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек.

«А я откуда знаю, когда он приедет, отвяжись», — говорю ей, но она этими вопросами с утра до ночи меня долбит и долбит, как дятел сухую лесину.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Авалтан паянхи куна ҫитиччен миҫе ҫын ӗнтӗ ҫак ҫӳҫшӗн пачах та вырӑнсӑр асапланчӗҫ.

В них все наше счастье и все наши беды. Сколько людей пострадало из-за них во все времена.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Эпӗ те ҫав куна манакансенчен пӗри шутланатӑп.

— Да ведь и я не вспомнил об этом дне.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ҫак шӑплӑх витӗр сӗм каҫ кӑна вирхӗнет, ыранхи куна часрах ҫывхартасшӑн.

Мчалась сквозь тишину темная ночь, будто стремясь поскорее превратиться в ясный день.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен.

И весь день, до первых вечерних теней, оставался царь один на один со своими мыслями, и никто не осмелился войти в громадную, пустую залу судилища.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Патша, каҫар мана, ан хӑратсам мана хӑв ҫиллӳпе, кама та пулин урӑххине хушсамччӗ куна тумашкӑн.

— Царь, прости меня, не угрожай мне своим гневом, прикажи это сделать кому-нибудь другому.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.

Мы с тобою встретимся, Суламифь, и мы не узнаем друг друга, но с тоской и восторгом будут стремиться наши сердца навстречу, потому что мы уже встречались с тобою, моя кроткая, моя прекрасная Суламифь, но мы не помним этого.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Ҫапла, — тенӗ Суламифь шухӑшлӑн, — тен, тӗрӗс те, этем куна нихӑҫан ӑнланаймӗ.

— Да, — сказала Суламифь задумчиво, — может быть, и правда, что человек никогда не поймет этого.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Куна эсӗ… кам сӑмаххисене калатӑн?..

— Ты это… чьи речи?..

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е кӳрше каҫса лараҫҫӗ те, чӗнме пырсан та, ял Советне е бригада штабне каяс марччӗ тесе, канӑҫсӑр куна кӳршипе пӗрле хӳтӗ вырӑнта ирттерме май тупаҫҫӗ.

Или уйти к соседу и вместе с ним переждать в укромном месте тревожный день, чтобы не являться по вызову в сельсовет или штаб бригады.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ман арӑмӑн, Астис майра-патшан, ашшӗ, Египет фараоне Суссаким, парнеленӗ мана куна, хӑйне ӑна ҫак чул тыткӑнри патшаран лекнӗ.

Мне подарил его отец моей жены, царицы Астис, египетский фараон Суссаким, которому этот камень достался от пленного царя.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ.

Бывало, прежде весь день напролет у него занят: с утра мечет корм быкам, корове, овцам и лошади, поит их; в обеденное время опять таскает с гумна в вахлях сено и солому, боясь потерять каждую былку, на ночь снова надо убирать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫук, куна эпӗ халӗ те пулин пӗлместӗп.

— Нет, я и теперь не знаю этого.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Мӑшӑрлӑх ӗҫки-ҫики вӗҫленсен, ҫамрӑк кӗрӳ ҫӗнӗ ҫынна ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа выртасшӑн пулнӑ, пике тархаслама тытӑннӑ вара куна: «Ӗлӗкрех савни шутланнӑскер пурнакан хулана кайса килме ирӗк парсамччӗ мана. Ан тив, тупана илтӗр вӑл ман ҫинчен, ун чух эпӗ сан патна таврӑнӑп та эс мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑвӑп!» — тенӗ.

Когда же по окончании брачного пира он повел ее в спальню и хотел лечь с нею, она стала умолять его: «Позволь мне сходить в тот город, где живет прежний мой возлюбленный. Пусть он снимет с меня клятву, тогда я возвращусь к тебе и сделаю все, что ты хочешь!»

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

«Ҫук, — терӗ, йӗрсе ярса, — куна тума пултараймастӑп эпӗ… Хамӑн атте ӳтне пеместӗп».

«Нет, я не могу сделать этого… Не буду стрелять в труп моего отца».

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ах, каламалла мар эп сана куна

Ах, я не должна тебе этого говорить…

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Мӗн тума пӗлмелле санӑн куна, чунӑмҫӑм?

— Зачем тебе это знать, милый?

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней