Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӗҫӗмсӗр сулкаланни, пӗр майлӑ ҫаврӑнкалани, майӗпе аллисем валли упражненисем туни ҫине (кусене вӑл ҫав тери тӑрӑшса, пӗр пек сулӑнкаланакан сехет маятникӗ пек туса пынӑ), пурин ҫине те пӑхма йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та утма пултаракан юлташӗсем ҫак вӑхӑтра коридор тӑрӑх сулланса ҫӳреме тухса кӑйнӑ, койка ҫинчен тӑрайман Стручков вара одеялпа пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, ҫывӑрса кайма тӑрӑшнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй палӑртса хунӑ тӗл патне халӗ вӑл тата ытларах тӑрӑшса, пӗтӗм вӑйӗпе ҫине тӑрса пычӗ.Все с большим и большим упорством стремился он к намеченной цели.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Сана мӗн ӗҫ? — терӗ ача, Саша аллинчен хӑтӑлма тӑрӑшса.– Тебе какое дело? – отвечал мальчишка, стараясь от него освободиться.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Князь ун патне пычӗ те аллинчен тытрӗ, унтан, хӑйне хавасланнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, хӗре сӑмах хушрӗ.Князь к ней подошел, взял ее руку и с видом тронутым спросил девушку.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте ҫамрӑк учителе юратнӑ — Кирила Петрович сунарта вӑл хастар та ҫивӗч пулнишӗн, Марья Кириловна — вӗҫӗмсӗр тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата, кӑшах именсе пулин те, ӑна ялан юрама хатӗрришӗн, Саша — хӑй ашкӑнсан та лешӗ ӑна хытах ятламаннишӗн, килтисем — вӑл ырӑ та пурлӑхне кура мар тараватлӑ пулнишӗн ӑна хисепленӗ.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй умне лартнӑ тӗллев патне тата ытларах ҫине тӑрса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса пыма тытӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ вӑл, каллех вӗҫме тата ҫапӑҫма пултаракан пулас ӗмӗтпе хӑйӗн татнӑ урисене хӑнӑхтарма чунтан тӑрӑшса тренировка тума тытӑнсан, Оля патне яракан ҫырусенче суймалла пулнишӗн, ӑна калас килнине калама май ҫуккишӗн питӗ кулянчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урасемсӗр тӑрса юлсан, тӑшман тылӗнчен хамӑрӑннисем патне мӗнле тӑрӑшса, пӗтем чун-хавалне пухса упаленсе тухнӑ, халӗ те вӑл ҫав тӗллев патне ҫавӑн пекех тӑрӑшса, ҫине тӑрса туртӑнчӗ.С тем же фанатическим упрямством, с каким он, обезножев, выползал к своим, стремился он к этой цели.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Сире те тав, сестра, пире ҫакӑн пек тӑрӑшса, ӑшшӑн пӑхнӑшӑн! — терӗ те Степан Иванович ун еннелле ҫаврӑнса, ҫӗре ҫитиех авӑнса пуҫ тайрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӗрарӑмсем вӗсем, паллах, тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗсех ку, анчах ҫапах та, мур пӗлет вӗт, мӗнле пурӑнкалаҫҫӗ вӗсем унта пирӗнсӗр…Да-а-а, бабы, они, конечно, деловые, это верно, однако ж бабы, черт его знает, как они там без нас…
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пурте — тен ытлашши те тӑрӑшса — госпитальти йӗркесене мухтарӗҫ, хӑйсене кунта эмеллени питӗ лайӑх пулӑшса пыни ҫинчен каларӗҫ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапах та вӑл хӑйне ҫавӑнтах тытса чарчӗ те, чӗтрекен сассине лӑплантарма тӑрӑшса: — Йӑнӑш ку, — терӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗчӗк те шавлӑ кайӑксем пӗр-пӗр пысӑк ҫӑкӑр хыттине ҫиме тӑрӑшса ҫав тери ҫуйхашнине, пӗр-пӗринпе тӑрмашнине, унтан, чӳрече умне тасатсан, тополь туратти ҫинче канса ларнине, хӑйсене тасаткаланине, кайран, пӗр харӑс ҫӗкленсе, хӑйсен пӗчӗкҫӗ ӗҫӗсемпе таҫталла вӗҫсе кайнине пурте калама ҫук йӑпанса пӑхса ларчӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫапла шухӑшласа выртрӗ: Оля хӑйӗн таса кӑмӑлне пула, ӑна, урасӑр ҫынна, качча тухать, ҫавӑн пиркиех хӑй техникӑллӑ аслӑ шкулта вӗренсе тухас ӗмӗтсене пӑрахать, хайне, инвалид-упӑшкине, тата, кам пӗлет, тен ачисене те тӑрантарса усрама тӑрӑшса, службӑна кӳлӗнет…
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Пулчӗ те-им?» — темле сӳрӗккӗн тӗлӗнчӗ те вӑл, кулма тӑрӑшса, сестрана: — Эпӗ кӗскелнӗ пулмалла, — терӗ.«Уже?!» — как-то вяло удивился он и, силясь улыбнуться, сказал сестре: — Я, кажется, стал короче.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей, Комиссарӑн иксӗлми хаваслӑхӗ ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланма тӑрӑшса, ӑна кунӗ-кунӗпе сӑнарӗ.Алексей целыми днями приглядывался в Комиссару, пытаясь понять секрет его неиссякаемой бодрости.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пит ҫумалли илсе пырсан, вӑл сивӗрех шыв ыйтнӑ, таз ҫинче нумайччен тулхӑрса, шыва сирпӗтсе ҫӑвӑннӑ, унтан алшӑллипе ҫав тери тӑрӑшса, хӑйӗн шыҫмак кӗлеткине хӗретсе яричченех сӑтӑрӑннӑ, ӑна кура ыттисен те ҫавӑн пекех тӑвасси килнӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Начарланса, ватӑлса кайнӑ, ывӑнса ҫитнипе сулӑнкалакан пулнӑ сестрасем ӗҫе яланхи пекех крахмалланӑ халатсемпе пынӑ, врачсем тума хушса хӑварнӑ ӗҫсене калама ҫук тӑрӑшса тунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑрӑшса ӗҫлекен Юрӑпа хӗрсем носилкӑна ал вӗҫҫӗн тытса окопа антарма тӑрсан, Алексей вӗсемпе килӗшмерӗ.Когда заботливый Юра и девушка хотели снести Алексея вниз на руках,
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Леночка, Юра тата Метеорологи сержанчӗ, — аэродром ҫинче тревога вӗресе тӑнӑ чух кӑна ним те туманскерсем, — виҫҫӗш те носилкӑна ярса илчӗҫ те, пурте пӗр харӑс пусма тӑрӑшса, ҫапах та пӑлханнипе харӑс пусаймасӑр ҫывӑхри вӑрман уҫланкинелле чупса кайрӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950