Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫакна Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене парӑр, вӗсем Манӑн хуралӑмра тӑчӗҫ, вӗсем Израиль ывӑлӗсем Мана пӑрахнӑ вӑхӑтра, ытти левитсем пӑрӑнса кайнӑ пек, Манран пӑрӑнмарӗҫ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн пекех левитсем те хӑйсен айӑпӗшӗн асап курӗҫ: Израиль Манран уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра вӗсем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ, вӗсем, Мана пӑрахса кайса, хӑйсен йӗрӗхӗсем хыҫҫӑн аташса ҫӳрерӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Йӗркесӗр ҫын хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗнчен пӑрӑнса, тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тума тытӑнчӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн чӗрӗ юлӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тӳрӗ ҫын, хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса, йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫларӗ пулсан, вӑл ҫакӑншӑн вилӗ.18. Когда праведник отступил от праведности своей и начал делать беззаконие, - то он умрет за то.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӗркесӗр ҫынна: «вилӗмӳ ҫитӗ» терӗм пулсассӑн, вӑл вара хӑй ҫылӑхӗнчен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗслӗх тӑвать пулсассӑн, 15. ҫав йӗркесӗр ҫын саклата каялла тавӑрса парать пулсан, вӑрланӑ япалашӑн тӳлет пулсан, пурӑнӑҫ саккунӗсене тытса нимӗнле начар ӗҫ тумасӑр пурӑнать пулсан — вӑл чӗрӗ юлӗ, вилмӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Йӗркесӗр ҫын хӑй тунӑ йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнса тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан — хӑйӗн чунне пурӑнӑҫ патне тавӑрӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем тӑвать пулсан, ҫакӑншӑн вилет пулсан, вӑл хӑй тунӑ йӗркесӗр ӗҫсемшӗн вилет.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса тӗрӗс мар тусассӑн, йӗркесӗр ҫын тӑвакан пӗтӗм ирсӗр ӗҫе тусассӑн, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? ӗнтӗ унӑн унччен тунӑ пӗтӗм ырӑ ӗҫне асӑнмӗҫ; вӑл халь тӑвакан усал ӗҫсемшӗн мӗнле ҫылӑха кӗнӗ, ҫав ҫылӑхсемшӗн вилӗ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 13. этем ывӑлӗ! эхер те пӗр-пӗр ҫӗр Манран сутӑнчӑкла пӑрӑнса Ман умӑмра ҫылӑха кӗрес пулсан, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсса унти ҫӑкӑр тӗрекне аркатрӑм пулсан, унта выҫлӑх ятӑм пулсан, унти халӑха, выльӑх-чӗрлӗхе пӗтерме пуҫларӑм пулсан, 14. эхер те унта ҫакӑ виҫӗ ҫын — Ной, Даниил тата Иов — тупӑнас пулсан, вӗсем хӑйсен сӑваплӑхӗпе хӑйсен чунне ҫеҫ ҫӑлса хӑварнӑ пулӗччӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ тӳрӗ ҫын умне такӑнмалли хурсан, вара ҫав ҫын хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен пӑрӑнса йӗркесӗр ӗҫсем туса вилет пулсан, эсӗ ӑна ӑса кӗртме тӑрӑшман пулсан, вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн вилӗ, ӑна ӗнтӗ унччен тунӑ ырӑ ӗҫӗсем те хӳтӗлеймӗҫ; Эпӗ вара унӑн юнне санран шыраса илӗп, терӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем кашнийӗ хӑй пичӗ-куҫӗ хӑш еннелле пӑхать, ҫав еннелле каяҫҫӗ; Сывлӑш ӑҫталла каяс тет, ҫавӑнталла каяҫҫӗ; пынӑ чухне пӑрӑнса каймаҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫуначӗсем айӗнче — этем аллисем, тӑватӑ енче те ҫавӑн пек; 9. пурте, тӑваттӑшӗ те, — пит-куҫлӑ, ҫунатлӑ; ҫуначӗсем вӗсен пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ; пынӑ чухне вӗсем пӑрӑнса каймаҫҫӗ, хӑйсен пичӗ-куҫӗ ӑҫталла пӑхать, ҫавӑнталла каяҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Акӑ ҫакӑ хулана, Ҫӳлхуҫана мухтава кӑларса, ҫӗнӗрен ҫӗклес кунсем, ӑна Анамеил пашнинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫитичченех ҫӗнӗрен туса лартас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 39. вара ҫӗр виҫекенсенӗн вӗренӗ Гарив сӑрчӗ патне ҫитиех тӳррӗн тӑсӑлӗ те Гоаф тӗлӗнчен пӑрӑнса иртӗ.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн, 11. вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак халӑхӑн чӗри вара чӑрсӑр та пӑлхавлӑ: вӗсем итлемерӗҫ — пӑрӑнса кайрӗҫ; 24. хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар» теме пӗлмерӗҫ, «кирлӗ вӑхӑтра пире малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан, пирӗн валли ӗҫҫи эрнине Палӑртаканран хӑраса тӑрар» темерӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сӑртсем ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хӳхлени, тархаслани илтӗнсе тӑрать: вӗсем хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑшӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манӑҫланӑшӑн йӗреҫҫӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир пурте, сурӑхсем пек, аташса ҫӳрерӗмӗр, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пӑрӑнса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пирӗн пурсӑмӑрӑн ҫылӑхӗсене Ун ҫине хучӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашниех хӑй еннелле пӑрӑнса утрӗ; сана никам та ҫӑласшӑн тӑрӑшмасть.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Санӑн тӗп аҫу ҫылӑха кӗчӗ, саншӑн хута кӗрекеннисем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ.27. Праотец твой согрешил, и ходатаи твои отступили от Меня.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.