Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл юнланнӑ питне сулахай аллипе тытса алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ.Он схватился за левую окровавленную щеку и задержался у двери.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лена кутӑнланакан йытӑсемпе киммине аран-аран траншейӑран туртса кӑларчӗ, сӑртӑн сулахай тайлӑмӗнчен типӗ варалла пӗр-пӗринчен чупса иртекен хамӑр салтаксене курсан, сасартӑк унӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юргин сулахай чавси ҫине таянса табак мӑкӑрлантарни ӑна урӑххипе киленме кансӗрлемен пек, чикарккине хӑвӑрттӑн туртса выртрӗ, питӗ кирлипе ҫеҫ вӑл тахҫанхи йӑлине манма пултараймасть.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Телефон трубкине хурса, вӑл сехечӗ ҫине, унтан блиндажа кӗнӗ ҫӗрте сулахай кӗтесре ларакан связистсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ те: — Пӑлханатӑр-им? — тесе ыйтрӗ шӑппӑн.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Шоссе сулахай енӗпе те иртрӗҫ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тӑшман ҫак тӗлте пирӗн сулахай флангӑн оборонине татса виҫкӗтеслех евӗрлӗ шалалла кӗнӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫак самантра унӑн тӗксӗмрех пичӗ шупкаланса каять: вӑл палӑрмаллах хумханни сылтӑм аллинчи кӑранташне хытӑ чӑмӑртанинчен те, сулахай аллипе пӗрмаях куҫлӑхне тӳрлетнинчен те курӑнать…
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бюрона уҫӑ чун-чӗрепе килсе, партирен кирек епле наказани илме те хатӗр пулма ҫирӗппӗн йышӑннӑ туйӑмпа Федор Лукич райкомран тухрӗ, вара, хӑйпе хӑй калаҫса, урамӑн сулахай енӗпе утрӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Куҫлӑхне хывса, вӑл мулкач куҫӗ пек кулӑшла та чалӑш сулахай куҫне хӗссе илчӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара фронтан сулахай флангне вӑйлатма, унта танковӑй армие, утлӑ ҫар корпусне тата Главнокомандовани резервӗнче тӑракан темиҫе артиллери дивизине куҫарма кӑтартусем панӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Малта Аниканов Голубьпа пӗрле пынӑ, вӗсенчен пӗр хӗрӗх метр каярах — Травкин тата радиостанци йӑтса пыракан Семёнов, сулахай енче, разведчиксен маршручӗпе юнашар выртакан шоссе ҫулӗн хӗррипе тенӗ пекех — Мамочкинпа Быков, сылтӑмра вара, ушкӑна вӑрман енчен хӳтӗлесе, Бражников пынӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫак самантра Травкин ку нимӗҫӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка ҫакӑнса пынине тата унӑн сулахай аллине шурӑ япалапа ҫыхса лартнине асӑрхаса илнӗ.В этот момент Травкин заметил ранец на спине немца и белую повязку на его левой руке.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫулран сулахаярах вара — икӗ хыр ларакан тӗмеске, вӑл тӗмескерен сулахай еннерех — шурлӑхлӑ лапам вырӑн.Левее же дороги — бугор с двумя соснами, а слева от бугра — болотистая низина.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Травкин сулахай енче нимӗҫле калаҫнине илтнӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Разведчиксем, сапёрсем касса татнӑ пралук карта витӗр шуса тухнӑ та, нимӗҫсен брустверӗ умне ҫитеспе каллех вилнӗ пек хытса выртнӑ: сулахай енче снарядсем ҫурӑлни илтӗнсе кайнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сулахай енче, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ҫутатакан шурӑ ракетӑсем тӳпенелле вӗҫе-вӗҫе хӑпарнӑ.Левее то и дело вздымались к небу белые осветительные ракеты.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Уксах сурӑхӗ кая тӑрса юлнӑ-ҫке! — тесе кӑшкӑрчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, хыҫалтан сӑнкӑлтатса пыракан виҫ ураллӑ сурӑх ҫине кӑтартса; унтан сылтӑм аллинчи хуллипе сулса илчӗ те, хӑй пуҫӗ ҫинчи ула пире сулахай чӑлах аллипе темскерле аялтан ярса илсе, кая юлнӑ уксах хура сурӑх патне чупрӗ.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Вӑл икӗ аллипе те ман алӑсенчен ярса тытрӗ, пырне вӗҫертесшӗн тӑрӑшрӗ, эпӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗччӗ пулас — кинжала мӗнпур вӑйран сулса ятӑм та ӑна сулахай айӑкран, аяк пӗрчинчен аяларахран чикрӗм.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Унтан эпӗ ҫапах та, кинжала пӑрахмасӑр, сулахай алӑпа ӑна пыртан ярса илсе месерле вырттартӑм, пӑвма пуҫларӑм.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ан суй, юрӑхсӑрскер! — мӗкӗрсе ятӑм та эпӗ сулахай алӑпа ун аллинчен ярса тытрӑм, анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ.— Не лги, мерзавка! — завопил я и левой рукой схватил ее за руку, но она вырвалась.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.