Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳрӗ пурӑнакан чухӑна хӗсӗрлӗпӗр, тӑлӑх арӑма хӗрхенмӗпӗр, ватӑ ҫыннӑн нумай ҫулхи кӑвак ҫӳҫӗнчен те именмӗпӗр.10. Будем притеснять бедняка праведника, не пощадим вдовы и не постыдимся многолетних седин старца.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑ ҫын ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмах — тивлетлӗх, ухмах ҫыннӑн ҫӑварӗ вара ӑна хӑйнех пӗтерет: 13. вӑл калама тытӑннӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ — ухмахлӑх, калаҫӑвӗн вӗҫӗ — ӑссӑрлӑх.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри — сылтӑмалла, ухмах ҫыннӑн чӗри — сулахаялла.2. Сердце мудрого - на правую сторону, а сердце глупого - на левую.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑслӑ ҫыннӑн лӑпкӑн каланӑ сӑмахне пӗр-пӗр пуҫлӑх ухмахсем хушшинче кӑшкӑрашнинчен лайӑхрах итлеҫҫӗ.17. Слова мудрых, высказанные спокойно, выслушиваются лучше, нежели крик властелина между глупыми.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ вара ҫапла каларӑм: ӑслӑлӑх — вӑйран лайӑхрах, ҫапах та чухӑн ҫыннӑн ӑслӑлӑхне вырӑна хумаҫҫӗ, унӑн сӑмахне итлемеҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳкӗте уяса тӑракана нимӗнле усаллӑх та тивмӗ: ӑслӑ ҫыннӑн чӗри вӑхӑта та, йӗркене те пӗлет; 6. мӗншӗн тесессӗн кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗпе хӑйӗн йӗрки пур, этемшӗн вара 7. мӗн пулассине пӗлменни — пысӑк инкек; ҫакӑ мӗнле пулассине кам калӗ-ха ӑна?
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Япаласенӗн пӗлтерӗшне ӑслисӗр пуҫне кам лайӑхрах ӑнланӗ? Ҫыннӑн ӑсӗ унӑн пит-куҫне ҫутатать, сивӗ сӑнӗ те улшӑнать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне ҫӳриччен — вилнӗ ҫыншӑн хӳхлекенсен килне кайни лайӑхрах: пур ҫыннӑн кунҫулӗ те ҫапла вӗҫленет, чӗрӗ ҫын вара ҫакна хӑй чӗрине илет.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.11. Сладок сон трудящегося, мало ли, много ли он съест; но пресыщение богатого не дает ему уснуть.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай пулнине кайран унӑн ыйхи мӗнле пулнинчен пӗлнӗ евӗр, ӑссӑр ҫынна сӑмахӗ нумай пулнӑран пӗлсе илетӗн.2. Ибо, как сновидения бывают при множестве забот, так голос глупого познается при множестве слов.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха?11. Также, если лежат двое, то тепло им; а одному как согреться?
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫакна куртӑм: ҫутӑ сӗмлӗхрен лайӑхрах пулнӑ евӗр, ӑслӑлӑх ӑссӑрлӑхран лайӑхрах: 14. ӑслӑ ҫыннӑн куҫӗ — хӑйӗн пуҫӗнче, ухмаххи вара сӗмлӗхре ҫӳрет; анчах ҫакна та пӗлтӗм: вӗсене пурне те пӗр шӑпа кӗтет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫылӑх — усал ҫыннӑн серепи, тӳрӗ ҫын вара савӑнать те хӗпӗртет.6. В грехе злого человека - сеть для него, а праведник веселится и радуется.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Саккуна уяман ҫыннӑн чӗри усаллӑх шырать, тӳрӗ чӗре пӗлӳ шырать.][Сердце беззаконника ищет зла, сердце же правое ищет знания.]
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ кахал ҫыннӑн хирӗ тӗлӗпе, ӑсран тайлӑк ҫыннӑн иҫӗм пахчи тӗлӗпе иртсе пыраттӑм: 31. акӑ ӗнтӗ пур ҫӗре те кӳкен ӳссе ларнӑ, ҫӗр питне вӗлтӗрен пусса илнӗ, чул хӳми ишӗлсе аннӑ.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Усал ҫынсене ан тарӑх, йӗркесӗр ҫынсене ан ӑмсан: 20. усал ҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫук, йӗркесӗр ҫынсенӗн ҫути сӳнсе ларать.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑслӑ ҫын — вӑй-хӑватлӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн вӑйӗ хушӑнса пырать.5. Человек мудрый силен, и человек разумный укрепляет силу свою.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.