Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухма (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ кӗҫех тӑрмаланчӑк кӗтесӗн, сакӑлталлӑ хысакӑн янкӑр кӳлепи тухма пуҫларӗ.

И вот, стало проступать яркое очертание рваного края, скалистого гребня.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗр сехете эпӗ ҫӗр туртӑмӗнчен тухма кӑларса хуратӑп.

Час я кладу на то, чтобы выйти из притяжения земли.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл ҫуртӑн хуҫи алӑк патӗнче тӑрса, тайӑла-тайӑла чашкӑрса ларакан ҫатмасем ҫине кӑтартса кӗрсе тухма йыхӑрчӗ.

В дверях харчевни кланялся плешивый хозяин, показывая обеими руками на шипящие сковородки.

Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ырӑ Артемон халӗ уҫҫӑнах ҫапӑҫӑва тухма хатӗр тӑчӗ.

Благородный Артемон решил теперь вступить в открытый бой.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Унӑн симӗс пальтовӗнчен ҫавӑнтах пӑс тухма тата шурлӑх курӑкӗ шӑрши кӗме пуҫларӗ.

Сейчас же от его зелёного пальто пошёл пар и запахло тиной.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Урай варринче ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, акатуйӗнчи кӗрешӳҫӗсем евӗр пӗр-пӗрне ҫавӑрса ҫапма сыхласа, ҫиеле тухма ӗмӗтленсе, ӗҫме-ҫиме юлашкисемлӗ сӗтел патнелле чакса-чакса пычӗҫ те вӗсем — Виталий хӗрринерех ларакан сӑра тултарнӑ стаккана яп! ярса тытрӗ те чаш! сапрӗ Бонапарта питрен.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, епле те пулин ҫиеле тухма, «чӗлхесӗр чӗлӗхе» ватма, лапчӑтма-кӑвакартма талпӑнса, ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан пӑсӑрлантарма вӗтеленсе, Никандра аллипе, урипе, янахӗпе, Чӗркуҫҫийӗпе тапӑнать; кӗлеткепе кӗлетке ҫыхлашса, элес-мелес пӗтӗрӗнет.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну… — килӗшет унпа Никандр, нимпе тӳрре тухма тавҫӑраймасӑр.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ашӗнче вара унӑн урӑх шухӑшӗ, чӗрере мӗн пуррине, ҫиеле вӑркӑнса тухма хывӑннине пуслӑхпа пусарса тытса чармалли тертленӳччӗ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ма качча тухма килӗшсе тульккӑш сана.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нимле те хӑтӑлса тухма май ҫук танатана тӑллантарса ӳкернӗ ӑна путсӗр чир.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вара, эпӗ тӳрре тухма хӑтланнинче ним суйи те ҫуккине ӗненмесӗр, ҫавӑнтанпа ман ҫине тӑшманла пӑхма пуҫларӗ.

И, не поверив искренности моих оправданий, с той поры стала относиться ко мне враждебно.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сулахайра, ҫынсем тӑнӑ вырӑнтан пӗр икҫӗр метрта, чӑнах та пӑр пӗтӗҫсе тӑнӑ: шыв ансӑр ҫӗрте темиҫе пӑр катӑкӗ ҫыран ҫинелле шуса пынӑ та вӗсем тӑрӑх ҫырана тухма пулнӑ, анчах Сережкӑна аялтан вӑл вырӑн курӑнман, ҫав вӑхӑтрах ҫӳлтен ҫынсем кӑшкӑрнӑ, аллисемпе сулнӑ, пӑр кӗмсӗртетни ҫывхарсах пынӑ, ача ури айӗнчи пӑр сиккеленнӗ, пӑрсем хушшинчи шыв вӗресе кӑна тӑнӑ.

Влево, метров за двести, действительно образовалась перемычка: в узком месте реки несколько льдин отползло к берегу, и по ним можно бы и пройти, но Сережке внизу не было видно этой самой перемычки, а сверху кричали, махали руками, грохот льда все приближался, лед под ногами вздрагивал, вода бурлила в просветах между льдинами.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Шыв варрине чиперех ҫитнӗ вӑл, анчах унта сасартӑк темскер шӑтӑртатнӑ, кӗмсӗртетнӗ те пӑр ҫине шыв тухма пуҫланӑ.

Дошел до середины реки, а тут где-то захрустело, загремело, вода хлынула к краям.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

«Паллах ӗнтӗ, ӗҫрен тухма килчӗ», — шухӑшларӗҫ ларура пулнисем.

«Так и есть, — подумали присутствующие, — отказываться пришел.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Тул ҫутӑлас умӗн тин, пӗтӗм ялӗпех автансем виҫҫӗмӗш хут янӑратма пуҫласан, заявленисене пӑхса тухма тытӑнчӗҫ.

Уже перед рассветом, когда загорланили по всему селу третьи петухи, приступили к разбору заявлений.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫапла, иртнӗ ҫул хушшинче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ мӗнле пулса пынин итогӗсене пӑхса тухма тата килес ҫул валли плансем палӑртма, ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ вӑйпа пырса кӗмеллине тата ыттине те палӑртса хума пухӑнтӑмӑр.

Да, собрались подвести итоги животноводства прошедшего прошлогоднего года, товарищи, и наметить их на будущий год… и вступить в них с новой силой, как и полагается, и так и дале.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Евсеичӑн часах хӑйӗн постне каймалла пулчӗ: ларура та пулас килнӗ унӑн, хурала тухма та вӑхӑт ҫитнӗ.

Евсеичу пришлось вскоре уйти на свой пост: и хочется побыть на заседании, но и на охрану пора.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Вӑл ыйтусене пурне те эпир сирӗнпе пӗрле пӗтӗмпех тишкерсе тухма пултаратпӑр.

Все эти вопросы мы с вами обследовать имеем полный цикл возможности.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней