Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ лакее мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ, хам пачах айӑплӑ маррине ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах тем пирки ку шухӑша пӑрахӑҫларӑм та чи салхуллӑ кӑмӑлпа каллех хамӑрӑн пӳлӗме таврӑнтӑм.

Я хотел было сообщить лакею о случившемся и объяснить ему, что я нисколько не виноват, но почему-то раздумал и в самом мрачном расположении духа снова вернулся в нашу комнату.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах, шампански нумай ӗҫнӗ пирки пулас, эпӗ хама айӑплӑ тесе шутларӑм, ҫак господина нимле йывӑр сӑмах та каламарӑм, пачах урӑхла: ман тутасем калама ҫук йӑвашшӑн хушаматӑма тата адресе каларӗҫ.

Но я все-таки чувствовал себя виноватым, должно быть, за то, что я выпил много шампанского, и не сказал этому господину никаких грубостей, а напротив, губы мои самым покорным образом назвали ему мою фамилию и наш адрес.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл калама ҫук хӗпӗртесе кайрӗ, тепӗр бутылка шампански илсе килме хушрӗ (ку ӗнтӗ ун йӑлисемпе пачах килӗшмест), пирӗн пӳлӗме темле палламан господина чӗнсе кӗчӗ те ӑна ӗҫтерме пикенчӗ, Gaudeamus igitur юрларӗ, хӑйпе пӗрле ыттисене те юрлама ыйтрӗ, унтан Сокольникине катаччи чупмашкӑн кайма сӗнчӗ, анчах Дубков ӑна: ку ачалла хӑтланни пулать, терӗ.

Он чрезвычайно развеселился, потребовал еще бутылку шампанского (что было против его правил), зазвал в нашу комнату какого-то незнакомого господина и стал поить его, пел Gaudeamus igitur, просил, чтоб все вторили ему, и предлагал ехать в Сокольники кататься, на что Дубков заметил, что это слишком чувствительно.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак пӗчӗк тавлашу пирӗн савӑнӑҫа пӗртте пӑсмарӗ, пачах урӑхла, ӑна ӳстерсе ячӗ.

Этот маленький спор не только не расстроил нашего удовольствия, но еще увеличил его.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ кулӑш тупсӑмне ӑнланма пуҫларӑм та, манӑн та мӗн те пулин кулмалли каласа кӑтартас килчӗ, анчах эп каланӑ чухне пурте именӳллӗн пӑхрӗҫ е пачах пӑхас мар тесе тӑрӑшрӗҫ те, ман анекдот ӑнӑҫмарӗ.

Я начинал понимать, в чем было дело, и хотел тоже рассказать смешное, но все робко смотрели или старались не смотреть на меня в то время, как я говорил, и анекдот мой не вышел.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Дубков пӗр чарӑнмасӑр суйрӗ, Володя та эпӗ пачах кӗтмен ҫӗртен кулӑшла мереккесем питӗ лайӑх кала-кала кӑтартрӗ, эпир итленӗ май нумай култӑмӑр.

Дубков врал без умолку, и Володя тоже рассказывал такие смешные штуки и так хорошо, что я никак не ожидал от него, и мы много смеялись.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эпӗ пачах та шутламанччӗ… — терӗм эпӗ.

— Да я совсем не думал… — сказал я.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Дубковӑн пачах урӑхла, ун аллисем пӗчӗкҫӗ, кӳпшек, шалалла хуҫлатӑнса хурӑннӑ, калама ҫук вӑр-варскерсем, пӳрнисем ҫеп-ҫемҫе; шӑпах ҫакнашкал пӳрнесенче ӗнтӗ куҫлӑ ҫӗрӗсем пулаҫҫӗ, ун пек ҫепӗҫ пӳрнеллӗ хӗрсем алӗҫ тума кӑмӑллаҫҫӗ, хитре япаласене юратаҫҫӗ.

У Дубкова, напротив, руки были маленькие, пухлые, загнутые внутрь, чрезвычайно ловкие и с мягкими пальцами; именно тот сорт рук, на которых бывают перстни и которые принадлежат людям, склонным к ручным работам и любящим иметь красивые вещи.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах эпӗ темшӗн ун пек тумарӑм, пачах урӑхла, тӑнсӑррӑн, уйрӑмах чыслӑн икӗ профессорне те пуҫ тайрӑм, кӑштах йӑл кулса, Иконин пекех кулса пулас, сӗтелтен пӑрӑнса кайрӑм.

Но я этого почему-то не сделал, а напротив, бессознательно, особенно почтительно поклонился обоим профессорам и, слегка улыбнувшись, кажется, той же улыбкой, какой улыбался Иконин, отошел от стола.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ун пек мар, ун пек мар, пачах ун пек мар, — сасартӑк калаҫма пуҫларӗ вӑл, сӑмахсене йӗрӗнмелле каласа, хӑй ҫав хушӑра хӑвӑрт куҫса ларчӗ те, сӗтел ҫине чавсаланса, сулахай аллин типшӗм пӳрни ҫинче аран тытӑнса тӑракан ылтӑн ҫӗррипе выляма пикенчӗ.

— Не то, не то, совсем не то, — заговорил он вдруг своим гадким выговором, быстро переменяя положение, облокачиваясь об стол и играя золотым перстнем, который у него слабо держался на худом пальце левой руки.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юриех ҫакнашкал хӑтланни ӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ, вӑл кӗнеке уҫрӗ те эпӗ кунта пачах ҫук пекех вуланҫи турӗ.

Все это притворство показалось ему, однако, недостаточным, он открыл книгу и притворился, что читает ее, как будто меня вовсе тут не было.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Ну, — шухӑшласа илтӗм эпӗ, — вӑл пачах ҫынсем каланӑ пек хаяр мар».

«Ну, — подумал я, — он совсем не так строг, как говорили».

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ҫапла ӑслӑн та кӑштах тӑрӑхлараххӑн кулнипе профессор кӑмӑлне юрасшӑн пултӑм, анчах пачах урӑхла пулса тухрӗ.

Я этой умной, слегка насмешливой улыбкой хотел понравиться профессору, но вышло наоборот.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ мӑнкӑмӑлланма пуҫларӑм; хам ҫамрӑк пулин те, эпӗ пачах шуткӑ мар ӗнтӗ тесе, чӑнласах шухӑшлама тытӑнтӑм.

Я даже начинал гордиться и серьезно думать, что, несмотря на мою молодость, я совсем не шутка.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ку предмета начар мар пӗлеттӗмччӗ, анчах алгебрӑпа икӗ ыйтӑва темле майпа учительтен пытарса хӑварнӑччӗ, вӗсене хам пачах пӗлместӗмччӗ.

Я знал предмет порядочно, но было два вопроса из алгебры, которые я как-то утаил от учителя и которые мне были совершенно неизвестны.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Иконин пачах именмерӗ ҫеҫ мар, ытлашши пысӑк хӑюлӑхпа, темле хӑяккӑн утса, билет илме ҫывхарчӗ, ҫӳҫне лӑстӑртаттарчӗ те унта мӗн ҫырнине ҫивӗччӗн вуласа пачӗ.

Иконин нисколько не оробел и даже слишком смело, как-то всем боком двинулся, чтоб взять билет, встряхнул волосами и бойко прочел то, что было написано на билете.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Гимназистсем, пачах урӑхла, пӗр-пӗринпе ытла та хӑвӑрт ҫывӑхланаҫҫӗ, вӗсенчен эпӗ кӑштах шикленетӗп те.

Гимназисты, напротив, были слишком общительны, и я их немножно боялся.

X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн пек те пулкаларӗ; ирпе класс пӳлӗмӗнче вӗренсе ларатӑн, ӗҫлеме кирлине пӗлетӗн, мӗншӗн тӗсен ыран ку предметпа экзамен пулмалла, эпӗ вара унӑн икӗ ыйтӑвӗ тӑрӑх пачах вуламан-ха, анчах кантӑкран сасартӑк мӗнле те пулин шӑршӑ пырса кӗрет, — тем ҫинчен ҫав тери аса илмелле пек туйӑнса каять, алӑсем хӑйсемех кӗнекене хураҫҫӗ, урасем хӑйсемех куҫма, каллӗ-маллӗ утма пуҫлаҫҫӗ, пуҫра, такам пружина ҫине пусса машинӑна ӗҫе янӑ евӗр, ҫӑмӑл та ырӑ, унта тӗрле ула-чӑла, хаваслӑ ӗмӗтсем ытла хӑвӑрт чупа-чупа иртеҫҫӗ те, вӗсем йӑлтлатса илнине кӑна асӑрхаса юлма ӗлкӗретӗн.

Бывало, утром занимаешься в классной комнате и знаешь, что необходимо работать, потому что завтра экзамен из предмета, в котором целых два вопроса еще не прочитаны мной, но вдруг пахнёт из окна каким-нибудь весенним духом, — покажется, будто что-то крайне нужно сейчас вспомнить, руки сами собою опускают книгу, ноги сами собой начинают двигаться и ходить взад и вперед, а в голове, как будто кто-нибудь пожал пружинку и пустил в ход машину, в голове так легко и естественно и с такою быстротою начинают пробегать разные пестрые, веселые мечты, что только успеваешь замечать блеск их.

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юлашкинчен эпӗ тупата паратӑп тесе ӗнентернӗ хыҫҫӑн, Василий, ман сӑмаха пачах шанмарӗ пулсан та (эпӗ ҫакна унӑн сӑнӗнченех куртӑм), мана юратнӑран тата эпӗ хӑйне пулӑшнине асра тытса, лавҫа укҫа тӳлерӗ.

Наконец Василий под самое честное, честное слово, которому (я по лицу его видел) он не верил нисколько, но так, потому что любил меня и помнил услугу, которую я ему оказал, заплатил за меня извозчику.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах экипаж сиктерни, куҫ умӗнчен тӗрле япаласем вӗлтлете-вӗлтлете юлни ку туйӑма часах сирсе ячӗ; эпӗ халь ӗнтӗ ҫылӑх каҫаракан манах ман пек ырӑ чунлӑ ҫамрӑк ҫынна пурнӑҫра нихҫан та курманни, курас та ҫукки тата ман пекки пачах пулманни ҫинчен шутлать пулӗ, тесе шухӑшларӑм.

Но толчки экипажа, пестрота предметов, мелькавших перед глазами, скоро разогнали это чувство; и я уже думал о том, как теперь духовник, верно, думает, что такой прекрасной души молодого человека, как я, он никогда не встречал в жизни, да и не встретит, что даже и не бывает подобных.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней