Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мундирӗн тӑвӑр ҫухавийӗ унӑн шӑнӑрлӑ мӑйне тӳп-тӳрӗ тӳрлентернӗ, кӑтраланса тӑракан савӑл пек сайра сухалӗ теветкеллӗн пӗр еннелле пӑрӑнса кайнӑ, сулахай куҫӗ тарӑхуллӑн мӑчлатса сиккелет.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кимӗ, шыв хӑвӑрт юхакан вырӑн урлӑ каҫса, сулахай ҫыран патнелле сулӑнчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑкӑннӑ пӗрчисене вӑл тирпейлӗн ывӑҫӗ ҫине шӑлса пуҫтарчӗ, унтан, сулахай ури ҫинелле тайӑнса, шыв хӗрринелле уксахласа кайрӗ.По-хозяйски смел на ладонь упавшие зерна и, припадая на левую ногу, захромал к спуску.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Донӑн сулахай енчи хӑйӑрлӑ ҫыранӗ, анлӑ улӑхсем, вӑрманпа карталаннӑ пӗчӗк кӳлӗсем, пырса кӗме ҫук ҫӑра хӑмӑшлӑх, сывлӑмпа витӗннӗ вӑрман — ҫаксем пурте пӗлӗт ҫине ӳкнӗ элес-мелес сивӗ шуҫӑм ҫутипе ялкӑшаҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗлет умӗнче Прокофий йывӑррӑн кӑна чупакан батарееца Люшньӑна хӑваласа ҫитнӗ те хыҫалтан, сулахай хулпуҫҫийӗнчен туртса касса, пилӗк таранах ҫурмаран ҫурса антарнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урапа пӑртак чалӑшрах пулнӑ, тепӗр майлӑрах каласан, унӑн сылтӑм ӳречи сулахай чӳречинчен нумай ҫӳлте тӑнӑ, ку вара Иван Федорович аппӑшне пит те килӗшнӗ, мӗншӗн тесен пӗр енчен пӗчӗк пӳллӗ ҫын, тепӗр енчен пысӑк пӳллӗ ҫын — хӑпарса ларма пултарать, тесе калатчӗ вӑл.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Сире каласах пулать, манӑн сулахай хӑлхара таракан пулнӑ.— Надобно вам сказать, что у меня в левом ухе сидел таракан.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сулахай енче Галици ҫӗрӗ курӑнать.
XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ту хыҫҫӑн ту, чул сӑнчӑрпа явакласа илнӗ пекех, сылтӑм енчен те, сулахай енчен те ҫавӑрса илнӗ вӗсем ҫӗре, ӑна шавлӑ та чарусӑр тинӗс ишсе антарасран сыхлаҫҫӗ.
XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ларать пан Данило, сулахай куҫӗпе ҫырӑвӗ ҫине пӑхать, сылтӑммипе — чӳречерен.Сидит пан Данило, глядит левым глазом на писание, а правым в окошко.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пурте урайне апат йӗри-тавра вырнаҫса ларчӗҫ: турӑ кӗтессине хирӗҫ — пан ашшӗ, сулахай енне — пан Данило, сылтӑма — пани Катеринӑпа кӑвак та сарӑ сӑхман тӑхӑннӑ маттур йӗкӗтсем вуннӑн ларчӗҫ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сулахай аллӑм мар, сылтӑмми — атаман.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пан Данило тайкаланса илчӗ; козак сӑхманӗн сулахай ҫанни юнпа хӗрелчӗ.Пошатнулся пан Данило; алая кровь выкрасила левый рукав козацкого жупана.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Куҫхаршинчен ҫӳлерехре сасартӑк виҫӗ йӗр курӑнса кайрӗ, унӑн ҫамки пӗркеленчӗ; сулахай аллипе вӑл хӑйӗн чаплӑ уссине шӑлкаларӗ.Над бровями разом вырезались три морщины; левая рука гладила молодецкие усы.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах Вакула чиркӳре кӗлтуса ҫылӑх каҫарттарнине, чиркӳн сулахай енчи клиросне пӗтӗмӗшпех, укҫасӑр, симӗс сӑрпа сӑрласа панине тата унта хӗрлӗ чечексем ӳкернине пӗлсен, архиерей ӑна тата ытларах мухтарӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Укҫа паратӑп, мӗн чухлӗ кирлӗ», терӗ вӑл ҫавӑнтах ҫинҫе сассипе, сулахай хӑлхаран.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тытӑнчӗ вара урисемпе тӑпӑртаттарма, мӗн чухлӗ ытларах тӑпӑртатнӑ — ҫавӑн чухлӗ хӑюллӑрах; юлашкинчен, сулахай алли усӑнса анчӗ те пилӗкне тӗрелерӗ, пуҫларӗ вара вӑл ташлама, атӑ кӗлисемпе тӑкӑртаттарса, куҫкӗскине хӑй умне тытса, хӑй юратнӑ юррине кӗвӗлесе:
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Халь ӗнтӗ ӑна мӗнпурри те сулахай ҫанни кӑна ҫитмест, теҫҫӗ.
VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫывӑрса тӑрсан сулахай ури ҫине малтан пуснӑ-ши?
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бородин генерал телефон трубкине адъютантне пачӗ, унтан сулахай аякки ҫине хунӑ грелкине майларӗ те витӗннӗ кӗрӗкӗн аркине янахӗ патне ҫитиех туртрӗ.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.