Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Август» Фирмӑн гендиректорӗ Борис Тарасов та малтанхи йывӑр вӑхӑтсем (вӑл чи малтан Вӑрнарта 28 ҫул каялла пулнӑ) хыҫа юлнине, завод пуренлӗ, ӑнӑҫуллӑ аталанса пынине каларӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Чӑматана самаях тултарсан, каялла ҫаврӑнчӗҫ те тепӗр хут Атӑл хӗрринелле утрӗҫ.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӑвансем хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса каялла утрӗҫ, халиччен асӑрхаман тепӗр чиркӳ патне пырса тухрӗҫ.
Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петӗр утать те утать, каялла ҫаврӑнса пӑхать — Сахар хӑйӗнчен юлмасть-и, ӗлкӗрсе пырать-и тет ӗнтӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах пач ҫухалса каймарӗ вӑл, кайри пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ пӗчӗккисене иккӗшне икӗ аллине илчӗ те, темиҫе утӑм каялла чакса, ачисене хӑй ҫине хурса, малти пӳрт алӑкне картласа тӑчӗ.
Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Малтан никампа калаҫмасӑрах выльӑххусене кунта хуса килнӗ, кайран арӑму вӗсене каялла хӑваласа кайнӑ.
Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар коридора тухрӗ те каялла чӳлмек ҫӗклесе кӗчӗ.
Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ халь ун патне каятӑп, — терӗ те Озеров, каялла ҫаврӑнса утрӗ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар тӑватӑ ҫул каялла пулса иртнӗ пӗр пӑтӑрмаха аса илчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр хушӑ хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе, шухӑша кайса тӑчӗ, каялла тухрӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл, ҫӗлӗкне хывса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ, каялла ҫаврӑнса, картишне кӗчӗ, тепре пырса йыттине ачашларӗ, унтан кайри пӳрте кӗрсе ҫывӑрма выртрӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗлетӗн пулсан, уйӑх каялла кунта артель йӗркелерӗҫ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эрне каялла кӑна-ха виҫӗ талӑк пӗр чарӑнмасӑр сивӗ ҫумӑр чашлаттарса тӑчӗ, пӗтӗм ҫӗр пичӗ нимӗр пек ҫӑрӑлма пуҫларӗ.
Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн илсе килнине те каялла леҫетӗп, — татӑклӑн, ҫирӗппӗн каларӗ Сергей.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах мӗншӗн-ха ҫынсем каялла анмаҫҫӗ?
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ халех чӗнсе кӗретӗп вӗсене, эсӗ мӗн пур пеккине хатӗрле кунта, — терӗ те Мария Федотовна, ҫийӗнчех каялла чупса тухрӗ.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аллисене каялла ҫыхнӑ Уҫӑп малта сулланса утса пычӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Яла пырса панине те каялла килсе паратӑп терӗм.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Атте Совета парса хӑварнӑ тавара каялла илсе килесшӗн пулчӗ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.