Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӳсет (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ сада чиркӳ икке уйӑрса ларать: хӗвеланӑҫ енчи пайӗнче хурӑн, ҫӑка, юман кашласа ӳсет; кунта — ҫӑва; хӗвелтухӑҫ енчинче — улма-ҫырла пахчи; унта, чие тӗмӗсем хушшинче, илемлӗ пӗчӗк часовня пур; вӑл аякран шурӑ чултан тунӑ тетте пек курӑнать.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нивушлӗ Шупашкартах ҫавӑн чухлӗ чечек ӳсет?

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Акӑ кур, хырӑм ӳсет вӗт, йывӑрлантӑм эпӗ санран, чунӑм, — ӑнлантарчӗ хӗрарӑм, савӑнӑҫне пытараймасӑр.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӗреклӗ ӳсет тулӑ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Помидор калчине ун шӗвекӗпе сапсан, помидорӗ те хӑвӑрт пулса ҫитет, тухӑҫлӑхӗ те хӗрӗх процента яхӑн ӳсет.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӳлмекре те ӳсет кӗлчечекӗ Шӑвармашкӑн пӗлсен вӑхӑтра.

Помоги переводом

Кайӑк мар-ҫке // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 67 с.

Вӑл халӑхшӑн ӳсет, уншӑн тӑрӑшать.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Пирӗн вӑрмансенче икӗ тӗрлӗ юман ӳсет; ир ҫулҫӑ кӑлараканни тата 14-15 кун каярах юлса кӑлараканни.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Улми йывӑҫҫинчен катана ӳкмест, ачи те элекҫӗ ӳсет вара.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Кур-ха, тӗтӗм сӳнессе пуль ку: улӑм ҫинче хурӑн ӳсет.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Хырҫи-марҫи, парӑмӗ-сарӑмӗ ӳснӗҫем ӳсет.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Миҫе ҫултанпа ӗнтӗ унта хӑвапа йӑмра ирӗклӗн ӳсет.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ канлӗн ҫывӑрнине курсан: — Ҫывӑрать… Ан тив, ҫывӑртӑр… Ҫывӑракан ача хӑвӑрт ӳсет теҫҫӗ, — терӗ ҫепӗҫҫӗн.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла юна инфекци лекес хӑрушлӑх та ӳсет.

Помоги переводом

Асӑрхӑр: сӑвӑссем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10782-as ... r-s-v-ssem

— Куна вара тӗрӗс шухӑшлатӑр эсир, — кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ вӗсем ҫине Казаков — Эппин, пирӗн йыш ӳсет.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑнта, таҫтан та таҫта ҫити саркаланса, виҫӗ ватӑ йӑмра ӳсет.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ытармалла мар чиперкке ӳсет, ҫак кил-йышра ҫуралнӑ тесе калама та чӗлхе ҫаврӑнас ҫук.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумай ҫын пахчинче тӗрлӗрен улмуҫҫи, чие, слива, хурлӑхан ӳсет, ҫырласем пиҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫакан фондри вӑрлӑха пула кӗрхи культурӑсен тухӑҫлӑхӗ ӳсет.

Помоги переводом

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней