Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗкрех Кӳкеҫ «Паха тӗрӗпе» паллӑччӗ, халь вара «Двери Зодчий» пек компанисем хӑйсен ӗҫне кунта вырнаҫтарнипе ытларах паллӑ.
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Уйӑх ҫурӑ ӗлӗкрех, хӑйӗн йӑмӑкне курас тесе Сулла ҫуртне кайсан, вӑл Валерие носилка патне тухнӑ ҫӗрте курнӑччӗ, ҫавӑнтанпа ӑна нимӗнпе те манма пултарайман.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех те ҫавӑн пек пулчӗ; ун чухне восстани тӑвакан гладиаторсене Римри пӗр паттӑр юланутҫӑ, Минуций е Веций ятлӑскер, — Капуя патӗнче пуҫтарса ертсе пынӑччӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Темиҫе ҫул ӗлӗкрех вӑл хӑйӗн шкулне хупнӑ та ӗлӗк перекетленӗ укҫипе пурӑннӑ, анчах гладиаторсемпе ҫыхӑну тытма пӑрахман.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Темиҫе уйӑх ӗлӗкрех мана упӑшкам пӑрахрӗ, пӗр-пӗр намӑссӑр ӗҫ тунӑ тесе мар, йӑлтах урӑх сӑлтавпа…
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Темиҫе уйӑх ӗлӗкрех упӑшки ӑна ача ҫуратмасть тесе уйӑрса янӑ.За несколько месяцев до этого она развелась со своим мужем из того, что не родила ему детей.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӗҫ патефон хӗрнӗ тимӗр ҫине тӑкӑннӑ сӗт чашкӑрнӑ пек хӑйӑлтатма тытӑнчӗ те, эпир пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех туса кӑларнӑ пластинкӑна — Леонид Утесов юрлакан романса илтрӗмӗр:
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Ӗлӗкрех, Евсеичпа туслашиччен, эпӗ пӗчченех ҫӳреттӗм.Прежде, до того как подружились мы с Евсеичем, я ездил один.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Тата ҫак ыйтӑва хирӗҫ ответлеме те пулмасть, — яланах пӗр тӑруках нумай япала ҫинчен шухӑшлатӑн: куҫ умӗнче мӗн пур, пурин ҫинчен те, ӗнер тата пӗр ҫул ӗлӗкрех куҫ мӗн курнӑ, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫав пурте арканса сисӗнмесӗр выляса тӑрать, пурте тапранса улшӑнса пырать.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр тесен тата, вӗсем каҫсенче лӑпланаҫҫӗ-ха, ун пек чух вара музыкант ташӑ кӗвви каламасть, ҫынсем ӗлӗкрех илтнӗ тӗрлӗрен кӗвӗ калать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Боровина ӗлӗкрех чӑнах та, чугун ҫул компанийӗн аллинче пулнӑ, ҫавӑнпа ун чухне ытти тӗнчепе ҫыхӑнасса, ӗҫме-ҫиме турттарса пырасса, малашне ҫӗршывӗ те аталанса каясса шанма пулнӑ-ха.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ачана вӑл пилӗк ҫул ӗлӗкрех пӗр ӗҫке ернӗ атӑ ҫӗлекентен «вӑхӑтлӑха» тесе илнӗ, уншӑн кашни уйӑхра икшер тенкӗ тӳлесе тӑма пулнӑ.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
«Ку юрӑсем иккӗшӗ те вӑтӑр-хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех хисепреччӗ, халь вӗсене пурте манса кайнӑ ӗнтӗ.Обе бывшие в моде лет тридцать–сорок тому назад, по теперь всеми позабытые.
I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ним пытармасӑр калассипе ытлашши нумай усӑ курса, эпир хӑшпӗр чухне юрӑхсӑр йышӑнусем тӑвасси патнех пыра-пыра тухрӑмӑр, ҫапла пулӗ тесе шутланипе ӗмӗте хамӑра намӑс кӑтартмашкӑнах кӑмӑл туртӑмӗпе туйӑм вырӑнне хутӑмӑр, халь эпӗ ӑна мӗн калани шӑпах ҫакӑн евӗрлӗскер пулать та ӗнтӗ; ҫавнашкал йышӑнусем пире пӗрлештерекен ҫыхӑнӑва тӗреклетмеҫҫӗ ҫеҫ мар, туйӑмне хӑйне те типӗтеҫҫӗ тата пире пӗр-пӗринчен пистереҫҫӗ; халь вара хӑйне хӑй юратни ӑна чи пӗчӗк йышӑну тума чарчӗ те, тавлашу хӗрсе кайсан, эпир пӗр-пӗрне ӗлӗкрех хамӑр панӑ хӗҫ-пӑшалпа, ҫав тери вӑйлӑ ҫапса хуҫаканскерпе, усӑ куртӑмӑр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Апат ҫиме кӗрсен, халь эпӗ савӑнмастӑп та, пӑшӑрханмастӑп та Мими, Сен-Жером, хӗрачасем вырӑс учитель мӗнле япӑх атӑ тӑхӑнса ҫӳрени, Корнаков князь хӗрӗсен кӗписем пӗрӗм-пӗрӗм аркӑллӑ пулни тата ытти ҫинчен сӳпӗлтетни мана ӗлӗкрех чунтанах йӗрӗнтеретчӗ, кунашкал сӳпӗлтетнӗшӗн уйрӑмах Любӑпа Катьӑран йӗрӗннине пытарма та тӑрӑшмастӑмччӗ, хальхинче ҫак йӗрӗнӳ манӑн ырӑ ӗҫсем патне туртӑнакан ҫӗнӗ туйӑма пӑсаймарӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрлӗ юр хыҫҫӑн, — унашкал юр ҫинчен ӗлӗкрех Карл Иваныч «ывӑлӗ ашшӗне чӗнме килчӗ» тесе калатчӗ, — ҫанталӑк тӳлек, ӑшӑ та уяр тӑрать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта каланисем икӗ ҫул ӗлӗкрех пулса иртнӗ.
Икӗ ҫыру // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Апла пулсан, ман ҫитӗнӳсем ҫук мар: ӗлӗкрех, хам тунӑ йӑнӑшсене шутлама тытӑнсан, алӑсенчи пӳрнесем мар, урасенчисем те ҫитместчӗҫ-ҫке.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ӗлӗкрех ман куҫ ҫивчӗччӗ, платник куҫӗччӗ.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Хамгёндо провинцийӗнче, Кильчжу ятлӑ хулара, пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех тигр сунарҫисен ушкӑнӗ пулнӑ.
Тигр сунарҫисем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 3–9 с.