Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑру сăмах пирĕн базăра пур.
ӑру (тĕпĕ: ӑру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшле — ӑна ӑру пурнӑҫӗнчи татса паман шутсӑр нумай ӗҫ пуҫӗпех ҫавӑрса хуптӗрленӗ, ҫак ӗҫсен пуҫламӑшӗ хут фабрикисем никӗсленнӗ саманара ҫӗтсе юлнӑ, вӗҫӗ вара — мӗн пур элекҫӗ вилӗмӗнче.

В общем, он был всепоглощенно занят бесчисленными фамильными процессами, начало которых терялось в эпохе возникновения бумажных фабрик, а конец — в смерти всех кляузников.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӗсен чунӗн пӗр пайӗ, ӑру пуҫаруҫисен галерейинчи, сӑнласа кӑтартма тивӗҫлех мар, тепӗр пайӗ — галерейӑна малалла тӑсма май параканни — пӗчӗк Грэйран пуҫланать.

Часть их души, занятая галереей предков, мало достойна изображения, другая часть — воображаемое продолжение галереи — начиналась маленьким Грэем.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫак уяв – ҫӗршывӑмӑрпа тӑван республика аталанӑвне калама та ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ аслӑ ӑру ҫыннисене хисеп тунин ырӑ тӗслӗхӗ.

Этот праздник – знак глубокого уважения и признательности старшему поколению, внесшему неоценимый вклад в развитие страны и республики.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636

Ҫемье институтне ҫирӗплетесси, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхласси, ачасен пултарулӑхӗпе уйрӑм ӑсталӑхне аталантарасси, ҫавӑн пекех ӳт-пӳ тата кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сывӑ ӑру, лайӑх пӗлӳллӗ, хастар чунлӑ, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшма ӗмӗтленекен граждансене пӑхса ҫитӗнтересси Чӑваш Ен социаллӑ политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Укрепление института семьи, защита материнства и детства, реализация способностей и талантов детей, воспитание физически и нравственно здорового поколения, граждан с активной жизненной позицией, обладающих современными знаниями и желающих трудиться на благо Родины, являются приоритетными направлениями социальной политики Чувашии.

Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/01/news-3865802

Ҫакнашкал законсемпе судьясем чухне хамӑн тӑвансенчен хам алла тӑрса юлнӑ ҫӗр (унпа манӑн тӑвансем ултӑ ӑру хушши усӑ курса пурӑннӑ пулин те) хальхи вӑхӑтра ман алра е манран виҫҫӗр миль инҫетре пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫынни аллинче пулмаллипе пулмалла маррине татса пама вӑтӑр-хӗрӗх ҫул кирлӗ пулнинчен нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.

Немудрено, если при таких законах и с такими судьями требуется тридцать-сорок лет, чтобы выяснить, мне ли принадлежит поле, доставшееся от моих предков, владевших им в шести поколениях, или какому-либо чужеземцу, живущему за триста миль от меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Аслӑ ӑру ҫыннисен ӳсӗмне кура куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакать.

У людей старшего поколения в силу возраста снижается резкость.

Анна Любимова: "Ҫут тӗнче илемне кашниех курайтӑр..." // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=892&text=news-publikacii

Вӑл 2021 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче - Аслӑ ӑру ҫыннисене чысламалли кун - 100 (!) ҫул тултарчӗ.

1 октября 2021 года — в день чествования людей старшего поколения — ей исполнилось 100 (!) лет.

Чи аслӑ ҫын - 100 ҫулта // З.Свеклова. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=894&text=news-publikacii

— Хӑвӑрӑн ӑру ятне, чапне ан ҫухатӑр!

— Будьте справедливы, как подобает сынам вашего племени!

Автанпа шакалсем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хӑш чухне ҫак ӑру, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем Мила Звонковӑнни пек е Виктор Антоновӑнни пек пулсан, вӗсенчен чылай начара вӗренес хӑрушлӑха та лекме пултарнӑ.

Поколением, которому грозила беда перенять слишком многое у своих отцов и матерей, если отцы и матери оказывались вроде тех, какие достались Милочке Звонковой и Виктору Антонову.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хӑш чухне ҫак ӑру, Вовка Семинос евӗр, ашшӗ-амӑшӗсем ҫине ҫӳлтен, тиркевлӗн пӑхкалани те пулнӑ.

Поколением, которое часто пыталось смотреть свысока на своих отцов и матерей, как это делает, например, Вовка Семинос.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫав ӑру яланах ашшӗ-амӑшӗсен шӑпине ӑмсанатчӗ, уйрӑмах эпир Лёня Шагалов ашшӗ-амӑшӗ евӗр пулнисене питех те ӑмсанаттӑмӑр.

Поколением, которое завидовало своим отцам и матерям, во всяком случае, если отцы их и матери хотя немного походили на таких, какие были у Лени Шагалова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мӗншӗн тесен, укҫине сан аҫу панӑ, — чапӗ, ӑру тӑрӑх, сана тивмелле.

Потому деньги дадены твоим отцом, а почет тебе должен пойти по наследству.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Шанатпӑр, малашне те потребкоопераци аталанассине, кунта йышпа ӗҫлени анчах мар, пӗр ҫемьери пек туслӑн пӗр-пӗринпе килӗштерсе вӑй хураҫҫӗ специалистсем. Ҫитӗнекен ӑру валли те пысӑк профессионалсем хатӗрлеҫҫӗ кунта тӑрӑшакансем», – тесе каланӑ сумлӑ хӑна.

«Уверена, потребкооперация будет процветать, это не просто отрасль, где трудятся целыми семьями, поколениями, это образ жизни. Система образования системы потребкооперации готовит новых молодых специалистов для отрасли», — сказала уважаемая гостья.

«Эпир республикӑри потребительсен кооперацийӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанатпӑр», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николав // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/08/26/epir- ... e-muhtanat

Курия — Римра патшасен вӑхӑтӗнчен пуҫласа пур патрицисем те разрядсене, е курисем ҫине пайланнӑ; кашни вунӑ ӑру пӗр курия пулнӑ.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Ҫамрӑк ӑру ҫавнашкал статья ҫырни кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Ҫӗнӗ ӑру та хаҫат ӗҫне хутшӑнать иккен.

Помоги переводом

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Ватӑ Клош-Кван вилсен ӑна ӑру пуҫлӑхӗ тӑвасчӗ тенӗ сӑмах ҫӳренӗ.

Шли разговоры о назначении его главой племени после Клош-Квана.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Акӑ пӗр ӑру тапхӑрӗ иртнӗ-иртменех Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулин ӑслӑлӑхӗпе суту-илӗвӗ йышлах мар ҫав йӑх аллине куҫаҫҫӗ.

Но вот, прошло не более поколения, и наука и торговля города Ста Золотых Ворот оказались в руках этого немногочисленного племени.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳперен аннисен хӗрарӑмсем ҫук,— Тумана ҫӗнсе илнисен тепӗр ӑру хӑвармасӑр пӗтме тивет.

У пришельцев не было женщин, — завоеватели должны были умереть, не оставив потомства.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хамӑр ӑру ҫинчен час-часах шутлатӑп эпӗ, вӑл мана ҫил-тӑвӑл капланса килсен йывӑҫсене тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса кӑларнӑ… туратсене хуҫса ватнӑ… пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе ватса пӗтернӗ ҫамрӑк вӑрмана аса илтерет!

Когда я думаю о нашем поколении, оно мне напоминает молодой лес, на который налетела буря, вырвала стволы с корнем, обломала ветви, нет, все сломала!

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней